Андреев Виктор Михайлович

Андреев Виктор Михайлович (1923 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ, Мускав1962 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ, Çĕн Çĕпĕр) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫар лётчикӗ. Вӑрҫа хыҫҫӑн В. П. Чкалов ячĕллĕ Патшалăх вӗçев ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчĕн лётчик-испытателӗ, подполковник, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.01.1963) [1],[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1923 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1940 ҫулта шкулӑн 10 класне вӗренсе пӗтернӗ.

Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Сталиногорск хулинчи (халӗ Тула облаҫӗнчи Новомосковск) вӗҫевҫӗсен малтанхи вӗрентӗвӗн 3-мӗш ҫар авиаци шкулӗнче авиамоторист пулса ӗҫленӗ. 1942 ҫулта Йӗпреҫ посёлокӗнче (Чӑваш Республики) 3-мӗш ВАШПОЛ, 1944 ҫулта Качинскри вӗҫевҫӗсен ҫар авиаци шкулне тата Сывлӑш ҫапӑҫӑвӗн аслӑ офицерсен шкулне (Люберцы хули) вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ: 1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен 976-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн лётчикӗ. 1-мӗш Балтиҫум тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Як-7 тата Як-9 истребительсемпе 86 хут вӗҫнӗ, сывлӑшри ҫапӑҫусенче тӑшманӑн 2 самолетне хӑй персе антарнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн службӑна малалла тӑснӑ. 1949—1951 ҫулсенче — ДОСААФ Вязниково хулинчи вӗренӳпе тренировка центрӗн вӗҫевҫӗ-инструкторӗ. 1951 ҫултанпа каллех Сывлӑш ҫар вӑйӗсен (Мускав ҫар округӗ) чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1957 ҫултанпа — Патшалӑх Хӗрлӗ Ялавлӑ СҪВ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче вӗҫев-сӑнав ӗҫӗнче. Сасӑсӑр истребитель-перехватчик Су-11 патшалӑх тӗрӗслевӗсене ирттернӗ, ытти истребительсен тӗрӗслевӗсене хутшӑннӑ.

1962 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Новосибирскри авиазаводра пӗрремӗш Су-11 сериллӗ вӗҫеве вӗҫнӗ чухне вилнӗ. Лётчик катапультпа сикме приказ илнӗ, анчах самолёт айӗнче ҫак самантра тар кӑларакан хими завочӗ пулнӑ. Самолёт ҫак завод ҫине ӳксен хулан таврари пурӑнмалли кварталӗсене аркатма пултаракан вӑйлӑ взрыв патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа В. М. Андреев ӳкекен самолётран пӑрахса кайман, ӑна заводран аяккарах илсе кайнӑ. Ҫак тапхӑрта катапульт валли кирлӗ ҫӳллӗшне ҫухатнӑ. Лётчик анса ларнӑ, анчах йывӑр суранланнӑ, тепӗр сехетрен вилсе кайнӑ.

Ҫӗнӗ авиаци техникине тӗрӗсленӗ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1963 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Андреев Виктор Михайлович подполковника Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.

Мускав облаҫӗнчи Чкаловская (халӗ Щёлково хулине кӗрекен Чкаловский посёлокӗ) станцинче пурӑннӑ. Чкаловская станци ҫывӑхӗнчи ҫар масарӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Ҫар званийӗ

  • Подполковник (1960)

Астӑвӑм

  • Унӑн ятне Аҫтӑрхан облаҫӗнчи Ахтубинск хулинчи урама панӑ.
  • Чкаловский посёлокӗнче Паттӑр пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Виктор Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Виктор Михайлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем