Андреев Евтихий Андреевич
Ҫын пирки | |
Андреев Евтихий Андреевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1912 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1981 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ (69 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Андреев Евтихий Андреевич (1912 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ, Варпуҫ, Хусан кӗпӗрни — 1981 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Муркаш районӗ, Чӑваш АССР) — Муркаш районӗнчи «Ӗҫ Ялавӗ» колхоз председателӗ.
Кун-ҫулӗ
1912 ҫулта хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.
1927 ҫулта Мӑн Чураш ял ҫамрӑкӗсен шкулӗн 6 классне вӗренсе пӗтернӗ. 1930 ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӑйсен ялӗнчи «Акаҫӑ» ятлӑ колхоза кӗнӗ. Артелӗн ахаль пайташӗ йышӗнче нумай ӗҫлемен — 1931 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна шутлавҫӑ ӗҫне шанса панӑ. 1932 ҫулта пуш уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен райколхозсоюз инструкторӗ пулнӑ. 1933 ҫулхи пуш уйӑхӗнче «Акаҫӑ» колхоз пайташӗсен пӗрлехи пухӑвӗ Евтихий Андреев комсомолеца правлени председательне суйланӑ. Ҫак должноҫра вӑл Хӗрлӗ Ҫара кайиччен ҫулталӑк ҫурӑ вӑй хунӑ. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче демобилизаци хыҫҫӑн каллех председатель вырӑнне ларнӑ.
1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑрман организацисене ӗҫлеме куҫнӑ: 1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Мӑн Сӗнтӗр вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте прорабра, 1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен вара — Чӑваш АССР Совнарком ҫумӗнчи вырӑнти топливо промышленноҫӗн управленийӗн районти вӑрман хатӗрлев директорӗнче вӑй хунӑ. 1940 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ВКП(б) членӗ пулса тӑнӑ. 1941 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче яла таврӑнса каллех тӑван «Акаҫӑ» колхоза ертсе пынӑ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне мобилизациленнӗ. Отделени командирӗ, рота политрукӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, взвод командирӗн помощникӗ, рота старшини — ҫапларах пынӑ унӑн ҫар служби. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Мускав ҫар округӗн 324-мӗш уйрӑм ӗҫ батальонӗнче парторг пулса хӗсмете малалла тӑснӑ. 1946 ҫулта демобилизациленнӗ.
1946 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Заготовкӑсен министерствин Муркаш районӗшӗн яваплӑ уполномоченнӑйне лартнӑ та, 1951 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен вӑл ҫак должноҫра ӗҫленӗ. 1950—1951 ҫулсенче республикӑра вак колхозсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Муркашри пилӗк хуҫалӑх пӗр колхоза пӗрлешӗннӗ, ӑна «Ӗҫ ялавӗ» ят панӑ. Пысӑк хуҫалӑх председателӗ пулма парти райкомӗ Е. А. Андреева сӗннӗ.
1951 ҫултанпа 30 ҫул хушши Андреев Муркаш районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» колхоза пӗр улшӑнмасӑр ертсе пынӑ. Ӑна вӑл ял хуҫалӑх производствин мӗнпур тӗп кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн малтисен ретне кӑларнӑ. Обществӑлла хуҫалӑхри мӗнпур отрасльсене ҫирӗп те пысӑк тухӑҫлӑ аталантарса пынӑ. Е. А. Андреев ертсе пыракан колхоз пӗтӗм республикипех выльӑх-чӗрлӗхе самӑртас енӗпе чапа тухнӑ, апатлантарма сахал тӑкакласах вӗсем йывӑрӑша вӑйлӑ ӳстерме пултарнӑ. «Ӗҫ ялавӗ» колхоз Чӑваш республикинче ӗҫе йӗркелемелли тӗслӗхлӗ хуҫалӑх пулса тӑнӑ.
Е. А. Андреев колхоза хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки кунӗччен ертсе пынӑ. 1981 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Муркаш салинче вилнӗ.
Астӑвӑм
- Колхозниксен хуҫалӑхӗн экономикине тата вӗсен ырлӑх-пурлӑхне ҫирӗплетес ӗҫре Андреев тӑрӑшнине тивӗҫлӗ хак парса колхоза унӑн ячӗпе хисеплеме пуҫланӑ.
- Калайкасси шкулӗн историпе таврапӗлӳ музейӗнче Евтихий Андреевичӑн харпӑр япалисем упранаҫҫӗ[1].
Хисепӗсем
- 1966 ҫулхи акан 30-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе Андрей Евтихий Андреевича Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе чысласа Социализм Ӗҫӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
- Ӑна Ленин, Октябрьти Революци тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденсемпе, медальсемпе чысланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Мы не забудем . Пӑхнӑ кун: 26 Ҫу уйӑхӗн 2010. Архивланӑ 3 Раштав уйӑхӗн 2013 ҫул.
Каҫӑсем
Андреев Евтихий Андреевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Андреев, Евтихий Андреевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |
- Ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1912 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вилнисем
- 1981 ҫулта вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗсем
- Варпуҫра ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Муркаш районӗнче вилнисем
- Чӑваш АССРӗнче вилнисем
- Колхоз председателӗсем
- РСФСР Аслӑ Канашӗн 4-мӗш пухӑвӗн депутачӗсем