Андреев Иван Фёдорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Андреев Иван Фёдорович
Андреев Иван Фёдорович (1943).jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1910 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ (авӑнӑн 10-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1992 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ(1992-03-02) (81 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ авиаци
Авиаци
Хӗсметри ҫулсем 19321957
Звани CCCP army Rank major infobox.svg
Часть СССР аякри авиацин 3-мĕш авиаци дивизийӗн 2-мĕш гварди авиаци полкĕ
Командӑланӑ звено
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль 20 years of victory rib.png 30 years of victory rib.png 40 years of victory rib.png
Ҫыхӑннӑ Голубой Александр Михайлович, Алейников Сергей Петрович

Андреев Иван Фёдорович (1910 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ [авӑнӑн 10-мӗшӗ] , Александровка[d], Сеченово районĕ1992 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче СССР аякри авиацин 3-мĕш авиаци дивизийӗн 2-мĕш гварди авиаци полкĕн звено командирĕ, капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.12.1942)[1][2][3][4].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1910 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче халӗ Чулхула облаҫӗнчи Сеченово районӗнчи Александровка ялӗнче ҫуралнӑ. 1922 ҫултанпа Мускавра пурӑннӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, Мускаври типографисенчен пӗринче полиграфист пулса ӗҫленӗ, каярахпа — цинкограф. Ӗҫленӗ хушӑрах Мускаври ОСОАВИАХИМра летчика вӗреннӗ, кайран Тамбоври пилотсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1932 ҫултанпа Мускавра граждан авиацийӗн вӗҫевҫи пулса ӗҫленӗ. Малтанласа вӑл ял хуҫалӑх авиацийӗнче вӑй хунӑ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче калчасене апатлантарнӑ, маляри вӑрӑмтунасем пухӑнакан вырӑнсене химикатсемпе сиенсӗрленӗ тата ялхуҫалӑх ҫӗрӗсене аэрофотоӳкерчӗксем тунӑ. Ун хыҫҫӑн Мускав облаҫӗнчи электропередача линийӗсен патруль самолёчӗн пилотне куҫнӑ. 1938 ҫултанпа — «Мускав—Аҫтӑрхан» тата «Мускав—Симферополь» маршрутсемпе ҫӳренӗ сакӑр вырӑнлӑ «Сталь-3» пассажир самолёчӗн пилочӗ. 1939 ҫулта ВКП (б) ретне тӑнӑ.

1939 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Совет-финн вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл ҫапӑҫусен районӗсенчен аманнисене илсе тухнӑ, пурӗ 800 сехете яхӑн вӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен тӗнчери пассажир авиайӗрӗсенче ӗҫленӗ, Мускавран Берлина, Стокгольма, Софияна вӗҫнӗ.

1941 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Берлин рейсӗнчен Мускава таврӑннӑ. Германи СССР ҫине тапӑнсан тепӗр кунранах вӑл тиевсемпе ҫынсене фронт линийӗ патне ҫитерме тытӑннӑ. Тепӗр эрнерен ҫар авиацине куҫма ирӗк илнӗ, ӑна аякри авиацин 420-мӗш авиаци полкне, «Ер-2» бомбардировщикӑн пилотне ҫирӗплетнӗ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Демянск хули патӗнче хӑйӗн пӗрремӗш ҫапӑҫӑвне кӗҫнӗ. Мускавшӑн ҫапӑҫнӑ чухне икӗ хутчен ҫапса антарнӑ, анчах чӗрӗ юлнӑ. Кӗҫех полка ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, ӑна ҫӗнӗ йышши «Ил-4» самолетсемпе тивӗҫтернӗ. Асӑннӑ самолетпа Брянск, Витебск, Смоленск, Минск, Гомель, Орёл, Вильнюс, Курск, Псков, Невель, Полоцк, Берлин, Будапешт, Кёнигсберг, Варшава, Бухарест объекчӗсене бомбӑланӑ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне 135 вӗҫев тунӑ, вӗсенчен 116-шӗ талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче пулнӑ. 1942 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Андреев хӗсметре тӑнӑ полка 2-мӗш гварди полкӗ туса хунӑ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Андреев тата унӑн экипажӗ Сталинград патӗнче нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗсене аркатнӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1942 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Андреев Иван Фёдорович капитана Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№779) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1943 ҫул пуҫламӑшӗнчен СССР Аякри авиацин вӗҫев центрӗн ӗҫченӗ, Тегеран конференцине(выр.)чăв. хутшӑнакансене вырӑна ҫитерекен. Вӑрҫӑ вӗҫленсен хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ретӗнче хӗсметре тӑнӑ, отставкӑна 1957 ҫулта ҫеҫ гварди майорӗ хисепӗнче тухнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫирӗм ҫул Мускаври Быково аэропортӗнче ӗҫленӗ.

1978 ҫулта пенсие тухнӑ. 1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Мускавра Митин ҫӑвинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (31.12.1942, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 779);
  • Ленин орденӗ (20.06.1942, 31.12.1942 (№ 12211), 30.12.1956);
  • икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (20.02.1942, 17.05.1951);
  • икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (16.05.1945, 06.11.1985);
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (03.11.1944);
  • «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль;
  • «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
  • «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • юбилей медальсем.

Астӑвӑм

  • Иван Андреев Барановичи(выр.)чăв. хулин хисеплӗ гражданинӗ пулнӑ. Ун ячӗпе унта пӗр урам хисепленет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Андреев Иван Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев Иван Фёдорович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  3. ^ Андреев Иван Фёдорович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 4. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  4. ^ «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему составу авиации дальнего действия Красной Армии» от 31 декабря 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 8 января (№ 1 (207)). — С. 1.

Каçăсем