Анисов Владимир Фомич
Анисов Владимир Фомич (1921 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ, Омск — 2006 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Химки, Мускав облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 4-мĕш Украина фрончĕн 8-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 76-мĕш гварди штурмлакан авиаци полкĕ эскадрилья командирĕ, гварди капитанĕ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (26.10.1944)[1][2][3]. 1965 ҫултанпа саппасри полковник.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Омск кӗпӗрнинчи Омск хулинче рабочий ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс[4].
3-мӗш номерлӗ чукун ҫул вӑтам шкулӗнчен, водолазсен курсӗнчен тата Омскри аэроклубран вӗренсе тухнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1939 ҫултанпа.
1941 ҫулта Молотоври пилотсен ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, ӑна разведка авиаци полкне янӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронтра — 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫӑва кӗнӗ. 76-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн (малтан 225-мӗш штурмлакан авиаци полкӗ пулнӑ) эскадрилья командирӗ пулнӑ[4].
1943 ҫултан ВКП (б) членӗ.
1944 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне 4-мӗш Украина фрончӗн 8-мӗш сывлӑш ҫарӗн 1-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 76-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ Анисов гварди капитанӗ тӑшманӑн ҫирӗплетнӗ позицийӗсене, аэродромӗсене, ҫар техникипе чӗрӗ вӑйне штурмлама 300 хут ытла вӗҫнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Анисов Владимир Фомич гварди капитанне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№4482) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
1945 ҫулта хастар вӗҫевҫӗ-штурмовик Сывлӑш-ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Ҫар транспорт авиацийӗн чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Ҫар транспорт авиаци полкне (Джанкой хули) ертсе пынӑ[4].
1965 ҫултанпа В. Ф. Анисов полковник — саппасра. Киевра пурӑннӑ, 1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен — Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче.
2006 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Новолужинск ҫӑвинче пытарнӑ[4].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (26.10.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 4482);
- Ленин орденӗ (26.10.1944);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (25.03.43; 10.09.43; 14.07.44);
- Александр Невский орденӗ (12.11.43);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (19.07.42; 30.12.56; 22.02.65);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (26.12.1944);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни ҫирӗм ҫул » юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни вӑтӑр ҫул » юбилей медалӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерни хӗрӗх ҫул » юбилей медалӗ;
- ытти медальсем.
Астӑвӑм
- Анисов В. Ф. ятне Омскри урама панӑ[5][6].
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ Анисов В. Ф. ятне Севастопольти «Сапун-ту» мемориал комплексӗн ансамблӗнче Мухтав обелискӗ патӗнче мемориал плитисем ҫинче касса кӑларнӑ[7].
- Севастополе хӳтӗлесе ирӗке кӑларнине халалланӑ музей-заповедникра фронтри сӑнӳкерчӗкӗсем, «На боевом курсе» (Киев, 1983 ҫ.) аса илӳсен кӗнеки упранаҫҫӗ. Ку кӗнекен автогрӗсенчен пӗри — Анисов В. Ф., кӗнекене вӑл алӑ пусса парнеленӗ[7].
- Джанкой районӗнчи историпе краеведени музейӗнче Паттӑра асӑнса мероприятисем иртеҫҫӗ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Анисов Владимир Фомич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Анисов Владимир Фомич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Анисов Владимир Фомич. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Рейсы во вражеский тыл // Г. М. Шлевко. Ради жизни на Земле. Книга о Героях Советского Союза, тех, кто родился, жил и живёт в г. Омске и Омской области. Омск, 1972. стр.22-26
- ^ Новая неделя - новый герой👇 - rmc55.ru (выр.). rmc55.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Улицы г. Омска, названные именами участников Великой Отечественной войны | Омские муниципальные библиотеки. lib.omsk.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 А. Ф. Селиванова. Лица Победы. Анисов Владимир Фомич (выр.). Музей обороны Севастополя. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В Джанкойском районном историко-краеведческом музее состоялись мероприятия, посвященные Дню Военно-воздушных сил (выр.). Портал правительства Республики Крым (14 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
Каçăсем
Анисов Владимир Фомич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра