Антипов Пётр Григорьевич

Пётр Григо́рьевич Анти́пов (1920 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Псков кĕпĕрни е Старая Ладога[d]1993 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ, Старая Ладога[d]) — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вăрманçă, Волхов вăрман хуçалăхĕн директорĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Псков облаçĕнче (урăх хыпарпа — Петроград кĕпĕрнине кĕнĕ Ватă Ладогăра) вăрман ĕçлевçисен çемьинче çуралнă.

Тихвинри вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах та вăрçă лăпкă пурнăçа пăсса хунă. Пётр Григорьевич танк çарĕсенче стрелок-радист гварди старшина пулса çапăçнă.

Ҫапӑҫусенчен пӗринче танк роти артиллери вут-ҫулӑмӗпе сывлӑш бомбардировки айне лекнӗ, артиллери снарячӗ тӳррӗн лекнипе тата авиабомба ҫывӑхрах ҫурӑлнипе КВ танка ҫӗмӗрнӗ. Радист Антипов стройран тухнӑ радиостанцие хӑвӑрт юсаса ытти танк экипажӗсемпе ҫыхӑнӑва тухнӑ, ҫавна пула тӑшман подразделенине аркатнӑ (ҫак ҫапӑҫушӑн Антипов «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ).

Мускав патӗнчи, Сталинград патӗнчи, Ржев тата Брянск енӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Польша территоринчи Нарев юханшыв патӗнче КВ танк тӑшман танкӗсен засадине лекнӗ. Тӑшман танка темиҫе хут та тӗл лектернӗ хыҫҫӑн гварди старшини Антипов экипажран пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнӑ. Вӑл патронсем пӗтиччен персе тӑнӑ, унтан люка уҫнӑ та танкран тухса кайма хӑтланнӑ, анчах ӑна автомат черечӗпе амантнӑ, унтан танк ӑшне граната ывӑтнӑ. Ҫапах Антипов вилмен, ӑна медсанбата илсе ҫитернӗ, унтан госпитале ӑсатнӑ, анчах йывӑр сурансене пула икӗ урине те, сулахай аллине те, сылтӑм алӑ сыппине те ҫухатнӑ.

Сиплев икӗ ҫул ҫурӑ пынӑ, ӑна вунӑ кӑткӑс хирурги операцийӗ тунӑ. Мускаври ҫар госпиталӗнче (протезсемпе ҫӳреме тата сылтӑм аллин сывӑ юлнӑ пайӗпе ҫырма вӗреннӗ чухне) вӑл А. П. Маресьевпа паллашнӑ.

Вăрçӑ пӗтсен, техникумра вĕренсе тухнă та 7 çул вăрманçă вырăнĕнче тăрăшнă, çав вăхăтрах ĕçе пăрахмасăрах Ленинградри вăрман техника академинче аслă пĕлӳ илнĕ. I ушкӑнри инвалид пулсан та, П. Г. Антипов 40 çула яхăн Волхов вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. 1966 çулта вăл, вăрман хуçалăхне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ятне тивĕçнĕ.

Волхов районĕнчи Ватă Ладогăра пытарнă.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • А. Орлов режиссёр «Пётр Антипов. Судьбы людские» документлă фильм ӳкернӗ. Славян фильмӗсен «Медный витязь» тӗнчери фестивалӗнче çак ӗç виççӗмӗш премие çӗнсе илнӗ.
  • 1993 çулта П. Г. Антипов ячӗллӗ приза тивӗçмешкӗн кашни çул Рраççей вăрман хуçалăхӗсем конкурс ирттереçҫӗ.
  • Унăн ятне Волхов юханшывӗн сылтăм çыранӗнче «Валимский рубеж» мемориал патӗнче вăрман паркне панă[3].
  • Поэт тата вӑрманҫӑ Д. М. Гиряев «Лесничий Пётр Антипов» поэма ҫырнӑ, 2000 ҫулта ӑна ҫак ятлӑ кӗнекере — сӑвӑсен пуххинче — пичетлесе кӑларнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Антипов П. Г. // Заря. — 2009.
  2. ^ Танкист Петр Антипов- Ленинградский Мересьев. Государственный мемориальный музей обороны и блокады Ленинграда. Часть 5. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Назван именем П. Г. Антипова. Администрация Волховского муниципального района Ленинградской области (17 авӑнӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

Hero of Socialist Labor medal.svg Антипов Пётр Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра