Армути е эрĕм (лат.Artemisia) — кăткăс чечеклĕçемьериӳсентăрансен речĕ.
Çутçанталăкра 400 яхăн тĕсĕ пулни паллă. Уйрăм тĕссен ячĕсем: хура эрĕм, шурă эрĕм тата ытти те.
Нумайçуллă ӳсентăрăнсемпе çурма тĕмĕсем, пĕтĕм çурçĕр çур чăмăрĕнче Евразин, Çурçĕрпе Кăнтăр Африкăн, Çурçĕр Америкăн вăтам ярăмĕсенче сарăлнă.
Раççейпе çум çĕршывсенче тĕл пулакан армутин тĕсĕ 180 ытла, вăл пур çĕрте те ешерет. Армути çурçĕр Казахстанра, Вăтам Азире, Кавказлешьенре, Украинăра (çеçенхир, пушхир çĕрĕнче) тĕл пулать.
Армутин пур тĕсĕ те эфир çăвĕсемпе пуян, вĕсем тӳрех спиртлă шĕвексенче туйăнаççĕ (Армути водки). Çăва гидродистилляци меслечĕпе уйăрса кăлараççĕ.
Хăш тĕсĕ, сăмахран Шурă çĕр армути (A. terrae-albae), Лерха армути (A. lerchiana), Хура армути (А. pauciflora), Полынь развесистая (А. diffusa),сурăх, качака, лаша, тĕве валли тăрантармалли çимĕç, уйрăмах ир çуркунне, кĕркунне тата хĕлле, пулать.