Аслут Александр Николаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Александр Аслут
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ: Николаев Александр Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1930, раштав, 22
Çуралнă вырăн: Ешкилт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2014, нарӑс, 20
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Наградӑсемпе хисеплӗ ячӗсем: ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1995)

Аслут Александр Николаевич (1930, раштав, 22, Ешкилт ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР2014, нарӑс, 20, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ, куçаруçи.

РФ ÇП пайташĕ (1995), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994).

1930 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Чăваш АССР шутĕнчи Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă.

Чурачăкри вăтам шкулта тата ССКП Тĕп комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. ССКП Чурачăк райкомĕн инструкторĕ вырăнĕнче, «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçат редакцинче, Чăваш АССР Телекуравпае радио комитетĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

Малтанхи сăввисем район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта кун çути курнă. Вăл нумай повеçсемпе калавсен, очерксен авторĕ. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен публицистика статьиисене çырнă.

«Халăхсен туслăхĕ» орденпа (1988) тата медальсемпе наградăланă.

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • Халăхсен туслăхĕ, орден.
  • Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994)
  • Абрамов, А. Чăваш литератури: ӳкерчĕксем / А. Абрамов ; сăн ӳкерчĕксем авторăн тата Аслут, архивĕнчен // Çамрăксен хаçачĕ. – 2007. – 12 юпа (№ 41). – С. 10.
  • Александр Николаевич Николаев-Аслут, : [некролог] // Хыпар. – 2014. – 22 нарс. – С. 14 : фот.
  • [Александр Аслут] // Ялав. – 2004. – № 2. – С. 15.
  • Николаев, И. Эп вăй илеп çуралнă вырăнтан / И. Николаев // Канаш (Канаш р-н). – 2009. – 1 ака. – С. 4. : фот.
  • Антонова, З. С. Аслут (Николаев) Александр Николаевич / З. С. Антонова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 146.
  • Афанасьев, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 38.
  • Ялгир, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 15.