Аспект (лингвистика)
Аспект ( лат. aspectus — тĕс, сăн-сăпат, курăм, пăхнă ен) е вид (ку термин вырӑс чӗлхинчен) — грамматика категорийĕ, калаканни ĕçхĕл вăхăт тĕлĕшпе е ытти енĕпе епле шунине хăйĕн шухăшларăшĕпе палăртни.
аспектологи теççĕ.
Аспект вырăс чĕлхинче
Вырăс чĕлхинчи аспект кашни глагол е "совершенный вид", е "несовершенный вид" тăрăмĕнче пулнине кăтартать. Кун пек аспект чăваш чĕлхинче çук.
Аспект чăваш чĕлхинче[1]
- Çирĕплетӳ тата хирĕçлев аспекчĕсем (вулатăп — çирĕплетӳ аспекчĕ, вуламастăп — хирĕçлев аспекчĕ).
- Пултараслăх аспекчĕ (вулаятăп, — кунта çавăн пекех çирĕплетни те пур).
Вулаймастăп формăна илес пулсан, кунта вара хирĕçлев тата пултараслăх аспекчĕсем пур теме пулать, — урăхла унашкал ситуацие пултараймаслăх аспекчĕ тени те пулать.
Чăваш чĕлхинчи глаголăн çавăн пекех ытти аспектсем пулма кирлĕ. Анчах та ăславçăсем çакна паянхи куна çитиччен çителĕклĕ тĕпчемен е ун çине питех çаврăнса та пăхман.
Вуламалли
- Вопросы глагольного вида, М., 1962;
- Ломов А. М., Очерки по русской аспектологии, Воронеж, 1977;
- Гловинская М. Я., Семантические типы видовых противопоставлений русского глагола, М., 1982;
- Бондарко А. В., Принципы функциональной грамматики и вопросы аспектологии, Л., 1983;
- Маслов Ю. С., Очерки по аспектологии, Л., 1984;
- Теория грамматического значения и аспектологического исследования, Л., 1984;
- Comrie B., Aspect, Camb. — [a. o., 1976];
- Kuryłowicz J., Problèmes de linguistique indo-européenne, Wrocław, 1977;
- Thelin N., Towards a theory of aspect, tense and actionality in Slavic, Uppsala, 1978;
- Tense-aspect: between semantics and pragmatics, Amst. — Phil., 1982;
- Fontaine J., Grammaire du texte et aspect du verbe en russe contemporain, P., 1983;
- Dahl Ö., Tense and aspect systems, Oxf. — N. Y., 1985.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Тема: Вид глагола, где и откуда? (Прочитано 6047 раз) — Лингвофорум.