Атланти́да (грекἈτλαντίς) — халапсенче асăнакан çĕр (утрав-призрак, архипелаг е континент). Платон тăрăх хальхи Атлантика океанĕ вырăнĕнче пулнă. Халапсем тăрăх 11 500 çул каялла паллă мар катаклизма пула мĕн-пур çыннисемпе (атлантсемпе) пĕрле тинĕс айне пулнă. Сăлтавĕ талай та, çĕр чĕтренĕвĕ те пулма пултарнă. Пĕрремĕш хут Платон ăна хăйĕн «Тимей» тата «Критий» диалогĕсенче асăнать. Хальхи саманта ăслăхсем ăна е пĕтĕмпех Платон шутласа кăларнă философи халапĕ, е авалхи катострофа асаилĕвĕсем никĕсĕпе хайланă халап тесе йышăнаççĕ. Ăслăх таврашĕнче Атлантида пирки темĕн тĕрлĕ гипотеза çуралнă . Атлантида çавăн пекех илемлĕ пултарулăх, фантастика хайлавĕсенче мăн вырăн йышăнать.
Алексей Толстойăн«Аэлитинче» этемлĕхĕн ум кун-çулĕн версине сĕннĕ. Атлантида шыв тĕпне çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн анса ларать, çапах та атлантсен пайĕ — магацитăлсем — Марс çине куçса каяççĕ.
1910-1920 çулсенче Атлантида этемлĕх сăпки гипотези çын этеплĕхĕнче Валерий Брюсов, «Учители учителей» атлантсем çинчен антракт авторĕн ĕçĕсенче палăрать.
Джеймс Чĕрчвăрт акăлчан оккультисчĕн «Çухалнă Му континент» (1926) кĕнекинче Атлантида лăпкă океан континентăн çӳллĕ аталаннă расин колонийĕ пулать.
Лев Кассилĕн«Кондуит и Швамбрания» повĕçĕнче Степан «Атлантида» гимназиста кăтартнă, ăна çапла çухална материка туаса ӳнта социализммйĕркелесшĕн ĕмĕтшĕн витлев ят панă.
Анчаровăн «Самшитовый лес» романĕнче археологпа вăрттăн атлантолог Аркадий Максимович Атлантида çинчен авалхи документ тупаççĕ, тепĕртакран ăслăх дискуссинче, романăн тĕп паттăрĕ Сапожников, Атлантида пулмалла тет — вăл пулни тата çухални историри тата палеонтологири нумай çитменлĕхсене ăнлантарать.
Дэвид Гиббинсăн археологăн «Атлантида» (2005) романĕнче — атлантсем Хура тинĕсри Гибралтар кӳлмекĕ пулнă хыççăн тăварсăр кӳлĕ таврашĕнче пурăннă неолит шайĕнчи инди-европейсем. Çавăн пек вара, атлант халапĕсене авалхи икĕпатсем çырса хунă, каярах улăштарса Солонпа Платон патне лекнĕ.
«Çăлтăр хапхи:Атлантида» ăслăх-фантастика телесериалĕнче Атлантида — «Авалхисен» этемлĕх расин темиçе миллион çул каялла Çĕрĕн Кăнтăр полюсĕнчен (Орай чуминчен пулнăскер, пулас) вĕçсе тухнă хула-космос карапĕ Пегас галактикине çитсе, унта çĕнĕрен пурнăç чĕртме. 10 пин çул маларах Атлантидăна океан тĕпне вăрçăпа çĕнтернĕ Рейфсенчен хӳтĕленсе антарнă. Хула шыва анса ларсан авалхисем Çăлтăр хапхаи витĕр Çĕр çине таврăннă. Сериал версипе, çав таврăннă Авалхисенчен Платон Атлантида пирки тата вăл океан тĕпне анса ларнине пĕлет.
Мук О. Небесный меч над Атлантидой / О. Мук . — М.: Вече, 2007.- 320 с.- (Тайны древних цивилизаций);
Сора Д. Атлантида и царство гигантов. Религия гигантов и цивилизация насекомых/ Дени Сора . — М.: Вече, 2005. — 320 с.- (Библиотека Атлантиды).
Роберт Т. Кэррол, "Энциклопедия заблуждений: собрание невероятных фактов, удивительных открытий и опасных поверий", Атлантида' пайĕ, тăван ячĕ The Skeptic's Dictionary: A Collection of Strange Beliefs, Amusing Deceptions, and Dangerous Delusions, isbn = 5-8459-0830-2, 2005, Мускав, издательство «Диалектика»