Белов Филипп Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Михаил Белов
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Белов Филипп Михайлович
Ҫуралнӑ 1911, ҫурла, 18
Ҫуралнӑ вырӑн Чăваш Киреметпуçĕ ялĕ, Аксу уесĕ, Хусан кӗпӗрни (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ)
Вилнӗ 1982, юпа, 16
Вилнӗ вырӑн Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлӑх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ проза, драма, куçару
Хайлавсен чӗлхи чăваш, вырăс

Белов Михаил (чăн ячĕ Белов Филипп Михайлович, 1911, ҫурла, 18, Хусан кӗпӗрни Аксу уесĕ, (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Чăваш Киреметпуçĕ ялĕ (Вершинно-Чувашская Киреметь) — 1982, юпа, 16, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1939). Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе тивĕçленĕ[1].

1911 çулхи çурла уйăхĕн 18-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Аксу уесĕнчи (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Чăваш Киреметпуçĕ (Вершинно-Чувашская Киреметь) ялĕнче çуралнă.

Чистайри ача çурчĕнче çитĕннĕ. Иккĕмĕш ступень шкулне вĕренсе пӗтернĕ. Ялти шкул вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.

Чистайри вырăс драма театрĕн тата Шупашкарти Халах пултарулăхĕн Çурчĕн директорĕ пулнă.

1982 çулхи юпа уйăхĕн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичетленнĕ кĕнекисем:

  • «Вĕçкĕн Макçăм» (1937, 1957);
  • «Тупа» (1939);
  • «Аксусем» (1965);
  • «Çул хыççăн çул» (1971).

Михаил Беловăн вырăсла кĕнекесем те пичетленнĕ. Сăмахран: «В зареве заката» (1959) тата ыттисем. Çавăн пекех вăл тутар çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

  • Алендей, В. Михаил Белов пурнăçĕпе пултарулăхĕ / В. Алендей // Белов, М. Хĕвел аннă чух / М. Белов. – Шупашкар, 1981. – С. 182-190.
  • Георгиева, Н. 100 ҫул ҫитрӗ / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 10 авӑн. – С. 11. – (Культура / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 15).
  • Левуков, В. Пирĕн ентешсем – çĕршывăн мухтавлă çыннисем / В. Левуков // Ялав. – 2000. – № 12. – С. 66-71.
  • Михаил Белов // Канаш (Ульяновски обл.). – 1991. – 10 янв.
  • Михаил Белов // Ялав. – 1971. – № 9. – С. 33.
  • Садай, В. [Михаил Беловăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ] // Садай, В. Çул хыççăн çул / В. Садай. – Шупашкар, 1971. – С. 167.
  • Харлампьев, Г. Юлташăм çинчен / Г. Харлампьев // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 18 авг.
  • Юман, А. Михаил Белов / А. Юман // Канаш (Ульяновски обл.). – 1996. – 27 утă.
  • Юрьев, М. Çынсене юратса / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1971. – 18 авг.
  • Афанасьев, П. Белов Михаил (Белов Филипп Михайлович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 58.
  • Белов (Михаил Белов) Филипп Михайлович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 490-491.
  • Сорокин, Н. М. Белов Михаил (Белов) Филипп Михайлович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 33-34.
  • Тимуков, А. Н. Белов Михаил (Филипп Михайлович) / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 199.
  • Юрьев, М. С любовью к людям / М. Юрьев // Совет. Чувашия. – 1971. – 18 авг.
  • Ялгир, П. Белов Михаил (Филипп) Михайлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 19.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]