Блаженов Виктор Григорьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Блаженов Виктор Григорьевич
Blazhenov Viktor Grig.jpg
Çуралнă вăхăт 1916 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ(1916-09-04)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1989 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ(1989-08-25) (72 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ медаль «За трудовую доблесть» медаль «За оборону Москвы» медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
Почётный железнодорожник Сталинская премия

Блаженов Виктор Григорьевич (1916 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ, Улатӑр, Улатӑр уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни1989 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет саманинчи чукун ҫул ӗҫченӗ, производствӑра малта пыракан. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1959).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр хулинче (халӗ Чӑваш Республикине кӗрет) ҫуралнӑ.

Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул хыҫҫӑн Улатӑрти фабрикӑпа завод училищине вӗренме кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Мускав-Сортировочная деповне машинист пулӑшаканӗ пулса ӗҫлеме янӑ, 1937 ҫултанпа — машинист.

1943 ҫулта СССР Ҫыхӑну ҫулӗсен министерствин Тӗп техника курсӗсенче вӗреннӗ. Пӑравус хуҫалӑхӗн Тӗп управленийӗнче ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронт валли тӗрлӗ тиев турттарнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен каллех тӑван деповӗнче машинистра вӑй хума тытӑннӑ. Блаженов аслӑ машиниста Совет Союзӗн Паттӑрӗ Виктор Талалихин ячӗллӗ Л-450 пӑравусӑн комсомолла экипажӗн ертӳҫине ҫирӗплетнӗ[1].

1948 ҫулта талӑкра 500 ҫухрӑмран кая мар чупас, локомотив хӑвачӗсемпе май пур таран туллинрех усӑ курас тӗллевпе пӑравус бригадисен юхӑмне пуҫарса янӑ. Блаженов бригади палӑртнӑ нормӑран иртнӗ, пӗр талӑкра 702 ҫухрӑм таран кайнӑ, ҫӗршыври чукун ҫулсен Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртӑвӗнче 6 хутчен пӗрремӗш пулнӑ. Вӗсен экипажӗ кӑтартнӑ рекорд 723 ҫухрӑмпа танлашать[1].

Чукун ҫул транспортӗнче профсоюз организацийӗсем хутшӑннипе чи хӑватлӑ сулӑмпа пулса иртнӗ «500 ҫухрӑм» юхӑма тата йывӑр пуйӑссене ҫӳретес енӗпе локомотив машинисчӗсен ӑмӑртӑвне палӑртмалла. Чылай ҫул Профсоюзсен Тӗп Комитечӗн Президиумӗн пайташӗ пулнӑ В. Г. Блаженов Мускав-Сортировочная локомотив деповӗн машинисчӗн тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӑл локомотивӑн талӑкри чупӑвне рекордла 704 ҫухрӑма ҫитернӗ, пӑравус ҫаврӑнӑшӗн тачӑ графикне туса хатӗрленӗ. Вӑл тата унӑн экипажӗ ҫак тачӑлатнӑ графика пӗрремӗш хут Мускав – Свердловск 1700 километрлӑ трасса ҫинче тӗрӗслесе пӑхнӑ, кайран ытти чукун ҫулсем ҫинче те усӑ курма пуҫланӑ. — Раҫҫей чукун ҫул ӗҫченӗсен тата транспорт строителӗсен профессиллӗ пӗрлӗхӗ[2]}}.

Мускав-Рязань чукун ҫулӗн (Мускав) Мускав-Сортировочная локомотив деповӗн аслӑ машинисчӗ пулса вӑй хунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса чукун ҫул транспортне аталантарас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Виктор Григорьевич Блаженова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1].

1989 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Мускавра Кузьминки ҫӑвинче пытарнӑ.

Обществӑлла ӗҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «На стальных магистралях» (М., 1952) кӗнеке авторӗ.
  • 1944 ҫултанпа ВКП (б) — КПСС пайташӗ. КПСС XIX (1952), XX (1956), XXI (1959) съезчӗсен делегатне суйланнӑ.
  • СССР Аслӑ Канашӗн виҫӗ суйлаври (3—5 суйлавсен, 1950—1962) депутачӗ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 Владимир Чистов. Работать красиво (выр.). Гудок (22 Чӳк уйӑхӗн 2011).
  2. ^ События, люди и факты//Центральный комитет Российского профессионального союза железнодорожников и транспортных строителей. Пӑхнӑ кун: 16 Нарӑс уйӑхӗн 2016. Архивланӑ 24 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  • Блаженов, Виктор Григорьевич // Березна — Ботокуды. — М. : Советская энциклопедия, 1950. — С. 286. — (Большая советская энциклопедия : [в 51 т.] / гл. ред. С. И. Вавилов ; 1949—1958, т. 5).