Борисов Василий Петрович (лётчик)

Борисов Василий Петрович (1929 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ, Белоярский городской округ[d], Свердловск облаçĕ е Чернобровкина[d], Свердловск облаçĕ2001 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ, Жуковский, Мускав облаҫӗ) — Совет Ҫарӗн подполковникӗ. Вӑл лётчик-испытатель тата Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1971).

Пурнӑҫӗ

1929 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗнчи Белоярски районне кӗрекен Чернобровкина ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1944—1945 ҫулсенче Свердловскри заводра плановик-экономист пулса ӗҫленӗ. 1947 ҫулта вӑл Сывлӑшри ҫар вӑйӗсен Свердловскри ятарлӑ шкулне пӗтернӗ[1][2].

1947 ҫулта ӑна Совет Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1950 ҫулта Омскри лётчиксен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Ӑна ҫав шкултах лётчик-инструктор пулма хӑварнӑ. 1953 ҫулта КПСС йышне кӗнӗ. 1959 ҫулта майор хисепӗпе ӑна запасра хӑварнӑ. 1960 ҫулта, вӗҫев ӗҫне пӑрахас килменрен, вӑл лётчик-испытательсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ те Туполев ОКБне ӗҫе вырнаҫнӑ[1].

Лётчик-испытатель пулнӑ май, Борисов 70 тӗслӗ самолётпа вӗҫме вӗреннӗ[3]. Вӗсен шутӗнче: «Ту-104», «Ту-124», «Ту-134», «Ту-144», «Ту-154», «Ту-22», «Ту-22М», «Ту-22М2», «Ту-160» тата вӗсен модификацийӗсем. 1962 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл чи малтанхи хут Ту-22У вӗрентӳпе тренировка самолётне тӳпене ҫӗкленӗ, ӑна тӗрӗслесе пӑхнӑ[2]. Вӗҫевпе тӗрӗслев ӗҫӗнчен уйрӑлмасӑрах, Борисов 1967 ҫулта Мускаври авиаци институтне вӗренсе пӗтернӗ[1].

undefined

1969 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче чи малтанхи хут советсен Ту-22М инҫетри сасӑран хӑвӑртрах вӗҫекен ракетоносец-бомбардировщике тӳпене ҫӗкленӗ. Ҫак самолётӑн ҫунат ҫӗмренлӗхне улӑштарма май пулнӑ[4]. Каярахпа ҫак машинӑна лайӑхлатма тата тӗрӗслеме пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех унӑн каярахри модификацисемпе нумай ӗҫленӗ[2].

Рекордлӑ вӗҫевсем

1976 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Борисов ертсе пыракан экипаж (иккӗмӗш пилот Г. Ф. Бутенко, штурман А. С. Сикачёв, оператор Б. И. Кутаков) Ту-22М2 самолётпа Охотск тинӗсӗн акваторине ҫитнӗ тата каялла таврӑннӑ. Ҫула май сывлӑшра икӗ хутчен топливӑпа авӑрланнӑ. Пӗрремӗш хут топливӑна Байкал тӑрӑхӗнче 3МС танкерсенчен тултарнӑ, ҫав вӑхӑтра самолёта хытӑ пӑлхатнӑ. 32 минут хушшинче Ту-22М2 самолёт 41,5 тонна топливо йышӑннӑ. Иккӗмӗш хут топливӑпа каялла таврӑннӑ чухне Иркутск ҫывӑхӗнче тултарнӑ, ҫав вӑхӑтра таврара вӑйлӑ пӗлӗт сырса илнӗ пулнӑ[2].

1977 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Ту-144Д самолётпа В. П. Борисов ертсе пыракан пилот хӑйӗн экипажӗпе пӗрле (иккӗмӗш пилот С. Т. Агапов, штурман В. А. Трошин, бортинженер Ю. Т. Селивёрстов) ҫӗр ҫине лармасӑр Мускав — Хабаровск — Мускав маршрутпа вӗҫнӗ. 6500 ҫухрӑмлӑ ҫула 3 сехет те 25 минутра вӗҫсе ирттернӗ. Самолёт маршрут тӑршшӗпе сехетре 2200—2300 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа 20 ҫухрӑм ҫӳллӗшре вӗҫнӗ[2].

Кӑтартмалли вӗҫевсем

Вӑл тӗнчери авиасалонсенче кӑтартмалли вӗҫевсем ирттернӗ. Ле-Буржери (Франци) виҫӗ авиасалона хутшӑннӑ. Унта вӑл Ту-134, Ту-154, Ту-144 самолётсене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Нагояри (Япони, 1971 ҫул) авиасалона хутшӑннӑ. Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче — Египетра, Тунисра, Мароккӑра, Суданра, Эфиопире кӑтартмалли вӗҫевсене хутшӑннӑ[3][2].

Юлашки ҫулӗсем

1992 ҫулта лётчик-испытатель ӗҫне вӗҫленӗ. Апла пулин те А. Н. Туполев ячӗллӗ ОКБра методканашӗн председателӗ пулса ӗҫе малалла пурнӑҫланӑ. 1994 ҫулта пенсие тухнӑ. Мускав облаҫӗнчи Жуковский хулинче пурӑннӑ[1][2].

2001 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче ӑна хӑйӗн подъездӗнче ҫаратса вӗлернӗ. Вӑл вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ тӑма хӑтланнӑ[5]. Жуковский хулинчи Быково масарӗнче хӑйӗн ывӑлӗн — И. В. Борисовӑн — вилтӑприпе юнашар пытарнӑ[1][2].

Астӑвӑм

2011 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче хула 65 ҫул тултарнӑ ятпа Жуковскийри Чкалов урамӗнчи 35-мӗш ҫурт кӗтесӗнче асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫак ҫуртра Василий Петрович хӑйӗн юлашки ҫулӗсене пурӑнса ирттернӗ[6].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисов Василий Петрович (лётчик) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Борисов Василий Петрович (1929—2001). testpilot.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Борисов В. П. migavia.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  4. ^ Бочарова А. Л. Август в военной истории. // Военно-исторический журнал. — 2019. — № 8. — С.96.
  5. ^ Смерть за дозу / А. Тарасов, Россія (Москва), 22.10.2001 /
  6. ^ В рамках Дня города была открыта памятная доска летчику-герою Василию Борисову. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Симонов А. А. Заслуженные испытатели СССР. — Авиамир, 2009. — С. 37—38. — 384 с. — ISBN 978-5-904399-05-4.

Каҫӑсем