Борисов Георгий Алексеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Борисов Георгий Алексеевич
Борисов Георгий Алексеевич.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1911 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ (акан 10-мӗшӗ)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ(1996-01-19) (84 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ пехота
Пехота
Звани
Аслă сержант
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Борисов Георгий Алексеевич (1911 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ [акан 10-мӗшӗ] , Челепи уесӗ[d], Ӗренпур кӗпӗрни[d]1996 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ, Челепи) — Ӗҫ ҫыннисемпе Хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ сержанчӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945). Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Челепири трактор савутӗнче тата 42-мӗш стройка трестӗнче ӗҫленӗ.

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулсем

Георгий Борисов 1911 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) Ӗренпур кӗпӗрнине кӗрекен Челепи уесӗнчи Косулино вулӑсӗн Орловка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫемьере вунӑ ача пулнӑ, Георгий арҫын ачасенчен чи кӗҫӗнни пулнӑ[1]. Курган облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗн 1964 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчи 79-мӗш йышӑнӑвӗпе Курган облаҫӗнчи Куртамыш ял районне кӗрекен Косулино ял канашӗнчи Орловка ялне (ҫынсем куҫса кайнӑ пирки) хут ҫинчен кӑларнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн ҫӗрӗсем Курган облаҫӗнчи Куртамыш муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ.

Ачаллах вӑл хӑюллӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Пӗррехинче шкула кайнӑ чухне кашкӑр ушкӑнне тӗл пулнӑ. Анчах та вӑл хӑраса тӑман, урапа вӑрмантан тухиччен малалла утнӑ[1]. Кузьминовкӑри пуҫламӑш шкулта пӗлӳ илнӗ. Ашшӗне кил хуҫалӑхӗнче пулӑшнӑ, йывӑҫпа аппаланнӑ. 12 ҫулта вӑл хӑй тӗллӗн ҫунашка тунӑ, 14 ҫул тӗлне ҫуна ӑсталанӑ. Вӑл хаклӑ йывӑҫпа ӗҫлекен платник профессине алла илнӗ[1].

Коллективизаци вӑхӑтӗнче Свердловск облаҫӗнчи Анат Тагил хулине куҫса кайнӑ. Унта вӑл Уралти вагон тӑвакан савутра платник пулса ӗҫленӗ. 1931—1933 ҫулсенче ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Челябинск хулине куҫсан, Орджоникидзе ячӗллӗ савут стройкинче вӑй хунӑ, йывӑҫ ӗҫӗсен цехӗнче ӗҫленӗ[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

1942 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Челепи хулинчи Ленин район ҫар комиссариачӗ ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе Хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне чӗннӗ. Вӑл сержантсен полк шкулӗнче тата Воронежри ҫар разведчикӗсене хатӗрлекен центрта вӗреннӗ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронта янӑ. Чи малтан уйрӑм командирӗ пулнӑ. Тӗп фронтра, 1-мӗш Беларуҫ тата 1-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Пӗрремӗш хут вӑл Сталинград патӗнче ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Унта вӑл пирӗн пехотӑна малалла кайма чӑрмантаракан тӑшманӑн пулемёт расчётне пӗчченех тӗп тунӑ. Патронӗсем пӗтнӗ пирки, икӗ пулемётчика вӑл алӑпа ҫапӑҫса ҫӗнтернӗ[1]. Сталинград патӗнчех пӗрремӗш хут аманнӑ. Ҫур ҫул хушши госпитальте сипленнӗ. Унтах вӑл разведка тумалли меслетсене алла илнӗ.

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 149-мӗш стрелоксен дивизийӗн 479-мӗш стрелоксен полкне кӗрекен ҫуран разведка взводӗнчи Г. А. Борисов хӗрлӗ ҫар ҫыннине «Хӑюлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. 1943 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче аманнӑ.

Курск пӗккинче темиҫе разведка ушкӑнӗ хӑйсен ӗҫӗнчен таврӑнман хыҫҫӑн, Борисов тӑшманӑн кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗпе усӑ курса, кӑнтӑрла разведкӑна кайнӑ. Разведчиксем тӑшман тылне кӗрсе кайнӑ тата ефрейтора тыткӑна илнӗ. Ҫак операцишӗн вӑл III степеньлӗ Мухтав орденне тивӗҫнӗ[1]. Иккӗмӗш Мухтав орденӗпе Хӗвеланӑҫ Белоруссире тапӑну вӑхӑтӗнче чысланӑ.

1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне Г. А. Борисов аслӑ сержант 1-мӗш Украина фронтӗнчи 3-мӗш гварди ҫарӗн 149-мӗш стрелоксен дивизийӗн 130-мӗш уйрӑм разведка ротинче взвод командирӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл 23 ҫынна («чӗлхесене») тыткӑна илсе килнӗ. Вӗсен хушшинче пӗр генерал та пулнӑ[3][4].

1945 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче виҫӗ ҫынран тӑракан ушкӑна ертсе пырса вӑл тӑшманӑн минӑланӑ уйӗ урлӑ ҫул уҫнӑ. Дратаран тунӑ чӑрмавсене парӑнтарса, Глогау (хальхи — Глогув, Польша) хулинчен тухӑҫалла тӑшман тылне кӗрсе кайнӑ. Унта хӳтӗлеве епле йӗркеленине пӗлнӗ, ҫар комендатуринчи юриста (унтер-офицера) тыткӑна илнӗ. Тыткӑна илнӗ ҫынна Мускава янӑ, Борисова вара куншӑн ылтӑн сехетпе, сӑнчӑрпа тата медальонпа чысланӑ[1]. Ҫав кунах вӑл хамӑр енчи батальона тӑшман тылне илсе кӗнӗ. Батальон тӑшмана тапӑннӑ. Ҫакӑ полка хӑйӗн ҫар ӗҫне пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Нейсе юханшывӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ чухне малти вырӑнта фронт ҫарпуҫӗ И. С. Конев маршал пулнӑ. Вӑл Борисова виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинче пӗр-пӗр тӑшмана тыткӑна илме хушнӑ. Борисов хӑй ирӗкӗпе каякан 11 ҫынна суйласа илнӗ. Вӗсем виҫӗ талӑк хушши тӑшманӑн тӑрӑхне сӑнанӑ, кун йӗркипе хӳтӗлев системине тӗпченӗ. Тӑваттӑмӗш кун ирпе ушкӑн икӗ кимӗпе юханшыв урлӑ каҫнӑ. Разведчиксем тӗттӗмпе тата нимӗҫ салтакӗсен формипе усӑ курса тӑшман траншейи тӑрӑх иртсе кайса пулемётчика тыткӑна илнӗ. Хушнӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ[3][1]. Вӑрҫӑ вӗҫленнине Берлинра кӗтсе илнӗ[4].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи указӗпе «командовани панӑ ҫар хушӑвне тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн» Георгий Борисов аслӑ сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ӑна Ленин орденӗпе тата 8144-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[4].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫартан демобилизациленнӗ. Челябинска таврӑнса Челепири трактор савутӗнче, кайран вара 42-мӗш стройка трестӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ, 1952 ҫултанпа — КПСС пайташӗ. 1968 ҫулта пенсие тухнӑ.

Георгий Алексеевич Борисов 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнчи Челябинск хулин Митрофановка масарӗнче пытарнӑ[4].

Наградӑсем

Ҫемье

Георгий Алексеевич Борисов мӑшӑрлӑ пулнӑ, ҫемьери виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ[1].

Астӑвӑм

  • Георгий Алексеевич Борисов ятне Мускаври Поклоннӑй тӑвӗ ҫинчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнчи Совет Союзӗн Паттӑрӗсен колонни ҫинче ҫырса хӑварнӑ[13].
  • Паттӑр ятне Челепи хулинчи Ӗмӗрхи вут ҫывӑхӗнчи Кировка ҫуран урамӗнче вырнаҫтарнӑ Челепи облаҫӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗсен палӑкӗ ҫинче асӑннӑ[14].
  • Вӑл 1966 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 1976 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗччен пурӑннӑ ҫурт ҫинче (Челябинск хули, Машиностроительсен урамӗ, 34-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].
  • 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Куртамыш аэродромӗнче Куртамыш районӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗсен мемориалне уҫнӑ (Т. А. Бояринцев, И. Н. Лоскутников, И. Н. Васильев, Г. А. Борисов, Г. Н. Зубов, А. Г. Матвиенко)[15].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Борисов Георгий Алексеевич. Краеведческий портал «Открой Челябинск». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  2. ^ Борисов Георгий Алексеевич. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Ушаков А. П. Во имя Родины. Рассказы о челябинцах — Героях и дважды Героях Советского Союза. — Челябинск: Южно-Уральское книжное издательство, 1985. — 416 с.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисов Георгий Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  5. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  6. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  7. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  8. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  9. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  10. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  11. ^ Хисеп хучӗ «Халăх Паттӑрлӑхӗ» докуменчĕсен электронлă банкĕнче
  12. ^ Персональный сайт — Борисов Георгий Алексеевич. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  13. ^ Борисов Георгий Алексеевич. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  14. ^ Улица Кировка. Официальный сайт Администрации города Челябинска. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  15. ^ В Куртамыше открыт Мемориал Героям Советского Союза – уроженцам Куртамышского района. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Золотое созвездие Зауралья. Кн. 1. Курган. Парус-М. 2000.
  • Золотые Звёзды курганцев. Челябинск, 1975.
  • Кислицын А. С. Овеянные славой. Челябинск, 1965.
  • Победа века: Челябинская область в Великой Отечественной войне. Челябинск, 2000.
  • Ушаков А. П. Во имя Родины. Юж.-Урал. кн. изд-во, 1985.

Каҫӑсем