Борисов Иван Фёдорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Борисов Иван Фёдорович
Борисов Иван Фёдорович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1924 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ(1924-08-28)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1994 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ(1994-05-27) (69 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ танкист
Бронетанк çарĕсем
Звани
Совет гвардийĕ
Кĕçĕн лейтенант
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ орден Отечественной войны I степени медаль «За боевые заслуги» медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»

Борисов Иван Фёдорович (1924 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Племянниково[d], Лев-Толстовский район[d]1994 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ, Электросталь, Мускав облаҫӗ) — совет саманин офицерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, танк ҫапӑҫӑвӗ енӗпе ӑста пулнӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Биографи

1924 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче Липецк облаҫӗнчи Лев-Толстой районӗнчи Племянниково ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1940 ҫулта шкулта 8 класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Мускав облаҫӗнчи Ступино хулинчи металлурги заводӗнче электромонтер пулса ӗҫленӗ, техникумра вӗреннӗ[1].

1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1943 ҫулта Горькийри танк училищине[1] (Челепире вырнаҫнӑ) вӗренсе пӗтернӗ.

1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Малтан Т-34-85 танк командирӗ, кайран танк взвочӗн командирӗ пулса Карел, 3-мӗш тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ҫапӑҫусенче икӗ хут аманнӑ[1].

1943–1944 ҫулсенче Карелире Кестеньга тӗлӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулта — Яссы-Кишинев операцине хутшӑннӑ, ҫав шутра Леово хулине, Румыние, Болгарие, Югославие, Венгрие, ҫавӑн пекех Констанца, Варна, Бургас, Белград хулисене ирӗке кӑларакан ҫапӑҫусенче, Будапештшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче ҫапӑҫнӑ. 1945 ҫулта Чехословакири Грон юханшывӗ урлӑ каҫмалли плацдармшӑн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1].

4-мӗш гварди механизациленӗ корпусӑнчи 36-мӗш гварди танк бригадин 1-мӗш танк батальонӗнчи Т-34-85 танк командирӗ И. Ф. Борисов гварди кӗҫӗн лейтенанчӗ Чехословакие ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ. Тӑшман совет ҫарӗсен Грон юханшывӗн анӑҫ ҫыранӗнчи плацдармне пӗтерме хӑтланнӑ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче танк командирне Солдины тата Камендин ялӗсем патӗнчи (Словакири Штурово хулинчен ҫурҫӗрелле) 177 ҫӳллӗшри вырӑна тухса пытанса тӑма тата нимӗҫсене каҫӑ патне каҫармалла мар ҫар ӗҫне хушнӑ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 17–19-мӗшӗсенче виҫӗ кун пынӑ хӳтӗлев ҫапӑҫӗвӗсенче унӑн экипажӗ 8 танк, 5 бронетранспортер тата тӑшманӑн 270 ҫар ҫыннипе офицерне пӗтернӗ. И. Ф. Борисовӑн экипажӗ тӑрӑшнипе тӑшман ҫак тӗлте нимӗнле ӑнӑҫу та тӑвайман[2]. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчи ҫӗрле И. Ф. Борисовӑн экипажӗ нимӗҫсен тата виҫӗ танкне пӗтернӗ[3], ҫапла майпа вӑл хӑй тӗллӗн пӗтернӗ тӑшман бронетехникин шучӗ 11 ҫитнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 28-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫпе фашист хапсӑнчӑкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫусенче командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Борисов Иван Фёдорович гварди кӗҫӗн лейтенантне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята панӑ, ӑна Ленин орденӗ тата 7380-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ лапамра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ, ыттисемпе пӗрле 2-мӗш Украина фрончӗн танкисчӗсен ятне хӳтӗленӗ. 1945 ҫултанпа КПСС пайташӗ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗнчи (ГСВГ) 4-мӗш гварди механизациленӗ ҫарӑн 25-мӗш танк дивизийӗнчи 175-мӗш танк полкӗнче танк ротин, батальон командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ, ун хыҫҫӑн Мускав ҫар округӗнче танк полкӗн командирӗ пулнӑ[1].

1972 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен И. Ф. Борисов полковник запаса тухнӑ. Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче пурӑннӑ, ЭНИТИ-ре ӗҫленӗ[1].

1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мускаври Кузьминки масарӗнче (8-мӗш лаптӑк) пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Nuvola apps kview.png Тулаш ӳкерчĕксем
Searchtool.svg Вилтӑпри ҫинчи палӑк

Липецк облаҫӗнчи Лев Толстой посёлокӗн хисеплӗ гражданинӗ. Электросталь хулинче И. Ф. Борисов пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ[1].

Ҫемье

Ашшӗ — Фёдор Семёнович Борисов, Мускав облаҫӗнчи Ступино хулинче пурӑннӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисов Иван Фёдорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 1, 2 И. Ф. Борисовӑн чыслав хучӗ, 1-мӗш страница. «Халӑх паттӑрлӑхӗ» базӑра.
  3. ^ Иван Фёдорович Борисов , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнчи копийӗ Электросталь хула округӗн Администраци сайтӗнче.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем