Борисов Михаил Владимирович
Борисов Михаил Владимирович (1923 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Наровчизна[d], Мозырский уезд[d] — 2012 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Ялта) — совет саманин ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗ), подполковник.
Пурнӑҫӗ
1923 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче[1] халӗ Гомель облаҫӗнчи Мозырь районне кӗрекен Наровчизна ялӗнче служащий ҫемйинче ҫуралнӑ. Белорус. 1946 ҫултанпа КПСС пайташӗ. Шкулта 8 класс, 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вара Гомельти аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ.
1941 ҫултанпа тинӗс-ҫар флотӗнче. 1943 ҫулта тинӗс-ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ. Тинӗс-ҫар флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи самолетсене куҫаракан авиаци полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. Красноярскри авиаци заводӗнчен фронта 25 самолёт хӑваласа кайса панӑшӑн ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медальпе чысланӑ[2].
1944 ҫулхи ҫурлан пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Пӗтӗм ҫапӑҫу ҫулне Балтика флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 8-мӗш мина тата торпеда авиаци дивизийӗн 51-мӗш мина тата торпеда авиаци полкӗн йышӗнче ирттернӗ, АПШ-ран ленд-лиз йӗркипе илнӗ A-20G «Бостон» тапӑнакан самолётпа вӗҫнӗ.
Авиаци эскадрилья командирӗн ҫумӗ Борисов лейтенант 47 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, Балтика тинӗсӗнче, Рига кӳлмекӗнче тата Либава портӗнче хӑй тӗллӗн тата ушкӑнпа пӗрле тӑшманӑн пӗтӗмӗшле 63 000 тоннӑллӑ 10 ытла транспортне шыва путарнӑ[3]. 1944 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче пӗр кун хушшинче вӑл нимӗҫсен икӗ пысӑк карапне — 7 000 тоннӑллӑ транспорта тата 12 000 тоннӑллӑ океан теплоходне путарнӑ[3].
1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ, ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (5876 №) чысланӑ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче нимӗҫсен «Шлезиен» броненосецне тапӑнма хутшӑннӑ[4].
1947 ҫулта Тинӗс-ҫар вӑйӗсен авиацийӗнчи Офицерсен аслӑ курсне вӗренсе пӗтернӗ[5]. 1960 ҫултанпа Борисов подполковник — запаса тухнӑ.
1966 ҫултанпа УССР-ти Ялта хулинче пурӑннӑ. СССР Министрсен Канашӗнчи Крым санаторийӗсен гражданла хӳтӗлев штабӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, пулӑшу сферинчи предприятисене ертсе пынӑ[3].
2012 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 89 ҫула ҫитнӗ кунхине, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ялтӑри Ҫӗнӗ хула масарӗнче пытарнӑ.
Астӑвӑм
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ;
- Ленин орденӗ;
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем, ҫав шутра:
- «Ҫпаӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1944 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ)[2];
- «1941-1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «Кенигсберга илнӗшӗн» медаль[2];
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Аэроклуба вӗренме кӗмешкӗн М. В. Борисов хӑйӗн аллипех ҫуралнӑ уйӑхне ҫурлан вырӑнне акан тесе тӳрлетнӗ. Ҫӑлкуҫ: ГСС Борисов Михаил Владимирович, торпедоносец. Воспоминания лётчиков-бомбардиров. , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи акан 27-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ 1, 2, 3 [[1](https://pamyat-naroda.ru/heroes/person-hero92958741/) Борисов Михаил Владимирович — учётно-послужная картотека]. pamyat-naroda.ru. РФ Хӳтӗлев министерствин «Халӑх астӑвӑмӗ» порталӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 [[2](https://minsknews.by/ne-radi-slavy-mihail-borisov/) Не ради славы. Михаил Борисов]. minsknews.by. Минск-новости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
- ^ Конеев А. Н., Семёнов И. А., Федулов С. В. Моральное и материальное стимулирование командиров и краснофлотцев в годы Великой Отечественной войны. // Военно-исторический журнал. — 2017. — № 11. — С.28.
- ^ Вабищевич Г. Э. Офицерские курсы авиации флота (1940—1960 гг.) // «Военно-исторический журнал». — 2019. — № 3 (707). — С.18—27.
- ^ 1, 2 [[3](https://taurica.net/86765-Pamyati-lietchika.html) Памяти лётчика]. taurica.net. Крымский сайт. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. [[4](https://web.archive.org/web/.../) Архивланӑ] ....
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каҫӑсем
Борисов Михаил Владимирович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Михаил Владимирович Борисов на официальном сайте Мозырского районного исполнительного комитета( ӗҫлемен каҫӑ)(2010 çулхи ҫӑвӑн 18-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)