Борисов Николай Иванович

Борисов Николай Иванович (1913 ҫулхи акан 28-мӗшӗ, Мускав1945 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ, Эркнер[d], Бранденбург) — Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗн капитанӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).

Биографи

Николай Иванович Борисов 1913 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче Мускавра рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн «Динамо» савутра ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах техникумра каҫхи уйрӑмра вӗреннӗ. 1934 ҫулта ВКП(б) ретне тӑнӑ. 1935–1937 ҫулсенче Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна каллех ҫара чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫултах Ленинградри артиллери училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр-Анӑҫ, 3-мӗш Украина, 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене, Каменск, Краснодон, Донецк хулисене ирӗке кӑларма, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва, Ингулец юханшывӗ ҫинчи ҫапӑҫусене, Кишинева ирӗке кӑларма, Висла-Одер операцине хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Н. И. Борисов гварди капитанӗ 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнчи 5-мӗш тапӑнакан ҫарӑн 60-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 177-мӗш гварди стрелоксен полкӗнчи артиллери батарейипе командӑланӑ. Берлина штурмланӑ чухне палӑрнӑ[1].

1945 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Кюстрин хулинчен (халӗ — Костшин-над-Одрой, Польша) ҫурҫӗр-анӑҫалларах Одер юханшывӗн сулахай ҫыранӗнчи нимӗҫ ҫарӗсен вӑйлӑ хӳтӗлев вырӑнне татса кӗнӗ чухне Борисовӑн батарейи штурмлакан ушкӑна пулӑшса тӑнӑ. Тӳррӗн тӗллесе персе тӑрса, батарея ҫар ушкӑнне ӑнӑҫлӑн малалла кайма май панӑ. 1945 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче Берлин патне ҫывхарнӑ чухне Н. И. Борисов хӑй аллипе нимӗҫсен танкне ҫӗмӗрнӗ. Берлинти ҫапӑҫусенче батарея 4 штурм тупине, вут-хӗмлӗ 9 вырӑна, тӑшманӑн пӗр взвод чухлӗ салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[1].

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн комендантсен оккупаци ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ, хула ҫыннисене апат-ҫимӗҫ кӳрсе парас ӗҫпе аппаланнӑ, кварталсемпе хула ҫумӗсене патрульте ҫӳресе сыхланӑ. 1945 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче Германири Бранденбург федераци ҫӗрӗнчи Эркнер хулин урамӗсенче патрульте ҫӳренӗ чухне ӑна гитлерюгенд ҫамрӑк фанатик вӗлернӗ. Ҫав хуларах пытарнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫпе фашист хапсӑнчӑкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Н. И. Борисов гварди капитанне вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа чысланӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин, Хӗрлӗ Ялав, 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе тата темиҫе медальпе чысланӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Борисов Николай Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои огненных лет. Книга 7. М.: Московский рабочий, 1984.

Каҫӑсем