Боронин Иван Константинович

Боронин Иван Константинович (1909 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Область Войска Донского[d]1944 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ, Краснодар Ен) — совет саманин ҫар лётчикӗ. Советсемпе финнсем хушшинчи тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑриҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттарӗ (1942). Майор.

Пурнӑҫӗ

1909 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — 1909 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче) Раҫҫей империйӗн Дон Ҫар облаҫӗн Хопер округӗн Филонов юртне кӗрекен Титов хуторӗнче (халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Волгоград облаҫӗн Алексеевка районӗ (Волгоград облаҫӗ)) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта пиллӗк класс пӗтернӗ хыҫҫӑн совхозра тракторист пулса ӗҫленӗ. 1931 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ново-Анненски райвоенкомачӗ урлӑ Ӗҫ ҫыннисемпе Хресченсен Хӗрлӗ ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1935 ҫулта Роганьри лётчиксемпе штурмансен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1938 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, бомба пӑрахакан авиаци звенин командирӗ пулнӑ. Хӗллехи вӑрҫӑра палӑрнӑшӑн Иван Константиновича Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ[2].

1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. СБ тата Пе-2 самолётсемпе ҫапӑҫнӑ. 366-мӗш бомба пӑрахакан авиаци полкӗн йышӗнче Иранри «Килӗшӳ» операцине хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Кавказ леш енчи фронтра ҫапӑҫнӑ. Кавказшӑн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ростов облаҫӗнчи Тацински станица таврашӗнче Боронин, разведкӑна вӗҫнӗ вӑхӑтра, нимӗҫсен танкӗсен ушкӑнне асӑрханӑ та вӗсене бомбӑланӑ, 10 танк патнелле пӗтернӗ. Аэродрома таврӑннӑ чухне Боронин самолётне истребительсен ушкӑнӗ тапӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне персе антарнӑ хыҫҫӑн вӑл аманнӑ самолёта уй-хире лартнӑ та унтан тухса ӗлкӗрнӗ. Икӗ минутран самолёт сирпӗнсе кайнӑ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Пе-2» ушкӑнӗ истребительсемпе (пӗрин пилочӗ Александр Покрышкин пулнӑ) пӗрле Севастополь таврашӗнчи нимӗҫ ҫарӗсен колоннине бомбӑлама вӗҫсе тухнӑ. Бомбӑсене пӑрахнӑ хыҫҫӑн чылай самолёт базӑна таврӑнма тытӑннӑ, анчах Боронин самай паллӑ тӗл шырама пуҫланӑ. Ҫул ҫинче тӑшманӑн танкӗсемпе автомашинисем питӗ нумай пухӑннӑ вырӑна тупса вӑл вӗсене бомбӑланӑ — тӑшмана пӗтӗм ушкӑнран та нумайрах сиен кӳнӗ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче икӗ бомбардировщик (пӗрине Боронин тытса пынӑ) Пятигорскри театрпа «Бристоль» хӑна ҫуртне бомбӑланӑ, унта вӑл вӑхӑтра нимӗҫ офицерӗсен пысӑк ушкӑнне чыслас мероприяти иртнӗ пулнӑ. Бомбӑланӑ хыҫҫӑн тӑшманӑн 150-ран ытла салтакӗпе офицерӗ, ҫав шутра 6 генерал пӗтнӗ[2].

1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне майор Иван Боронин Кавказ леш енчи фронтӑн 4-мӗш сывлӑш армийӗн 219-мӗш бомба пӑрахакан авиаци дивизийӗн 366-мӗш полкӗн эскадрилья командирӗ пулнӑ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне вӑл 156 хут ҫапӑҫма вӗҫеве тухнӑ, вӗсенчен 45-шӗ — разведкӑна, 111-шӗ — бомбӑлама[2]. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пӗтӗмпе 250 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗ. И. К. Боронин майор командӑланӑ авиаци эскадрильи 1941 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗччен тӑшманӑн 133 танкне, 1100 автомашинине, 3800 салтакӗпе офицерне, 27 бензозаправщикне, боеприпаслӑ 8 складне, 35 артиллери тупине, чугун ҫулӑн 25 вакунне, 2 пӑравусне тата 17 самолётне пӗтернӗ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн пуҫлӑхӗсемпе рядовой йышне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Указӗпе фронтри тӑшманпа кӗрешнӗ чухне ҫар командованийӗн ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата харсӑрлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Иван Боронина Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (588 №) парса чысланӑ[2][3].

1942 ҫулхи кӗркунне 366-мӗш бомба пӑрахакан авиаци полкне 366-мӗш уйрӑм разведка авиаци полкӗ туса хунӑ, вӑл 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказ фрончӗн йышне кӗнӗ. 1943 ҫул пуҫламӑшӗнче Боронин тӑшманӑн чакакан ҫарӗсене, аэродромӗсене, базисене, порчӗсене разведка тума 40 хут ытла вӗҫнӗ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Краснодарта вырнаҫнӑ 132-мӗш бомба пӑрахакан авиаци дивизин 277-мӗш полкне командира лартнӑ. Полк хӑйӗн аллинче Америкӑн «Бостон» бомбардировщикӗсем тытса тӑнӑ, вӗсем час-часах сывлӑшра хӑйсемех хыпса кайнӑ, ҫакна пула икӗ экипаж пӗтнӗ. Сӑлтавне тупайман[4], анчах вӗҫевсем малалла пынӑ. 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫавӑн пек самолётпа вӗренӳ вӗҫевне тухнӑ. Экипажра полк командирӗ И. К. Боронин майор, сывлӑшри стрелок А. Н. Бессарабов аслӑ сержант тата эскадрилья командирӗ П. И. Шепелев капитан пулнӑ. Вӗҫев тӗллевӗ — чирленине пула икӗ уйӑх ытла вӗҫмен Шепелев капитан самолёта мӗнле тытса пынине тӗрӗслесси пулнӑ. Вӗҫнӗ вӑхӑтра сулахай двигательтен тӗтӗм тухма пуҫланӑ. Экипаж аэродром еннелле ҫул тытнӑ, анчах 150 метр ҫӳллӗшӗнче двигатель хыпса кайнӑ. Машина сулахай еннелле 90 градус пӑрӑнса лапчӑнса ҫӗре персе аннӑ. Боронин майорпа Бессарабов аслӑ сержант вилнӗ. Шепелев капитан йывӑр аманнипе госпитале лекнӗ.

Малтан Иван Константиновича хӑй юлашки хут вӗҫсе тухнӑ аэродром ҫывӑхне пытарнӑ. Каярахпа Краснодарти Пӗтӗм Сӑваплисен масарне куҫарса пытарнӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗн И. К. Боронин ячӗпе Волгоград облаҫӗнчи Титов хуторӗнчи шкул хисепленет.
  • И. К. Боронин Совет Союзӗн Паттӑрӗн ячӗпе Краснодарти тата Титов хуторӗнчи урамсем хисепленеҫҫӗ.
  • И. К. Боронин Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп музейӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ.
  • Унӑн ятне 164-мӗш уйрӑм гварди разведка авиаци полкӗн 2-мӗш авиаци эскадрильин списокне ӗмӗрлӗхе кӗртнӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ivan Konstantinovich Boronin // TracesOfWar
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Боронин Иван Константинович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О награждении званием Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 13 декабря 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 25 раштавӑн (№ 46 (205)). — . 2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Каярахпа полк командирӗ И. К. Боронин майор мӗншӗн вилнине тӗпченӗ чухне мотор вибрӑланине пула бензопроводӑн ҫыхӑннӑ вырӑнӗ ҫурӑлни тата юхакан ҫунтармалли шĕвек хĕрнĕ двигатель ҫине лекни палӑрнӑ.

Каçăсем