Бочариков Максим Петрович

Бочариков Максим Петрович (1908 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Киров облаçě1986 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ, Новокуйбышевск, Самар облаçĕ) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1945).

Пурнӑҫӗ

Максим Бочариков 1908 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Лычное ялӗнче[К 1] хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. 1926 ҫултанпа Кострома облаҫӗнчи Шарья хулинче ӗҫленӗ. 1930—1932 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Демобилизациленсен Уралта, Куйбышевра (хальхи — Самар), Мускав-Атӑл каналне тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

1940 ҫултанпа Коми АССР-ӗнчи Мӑн Инта посёлокӗнче пурӑннӑ, кӑмрӑк кӑларакан вырӑна тӑвакан базӑн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Бочарикова тепӗр хут ҫара Коми АССР-ӗн Кожвин районӗнчи ҫар комиссариачӗ урлӑ чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне гварди сержант Максим Бочариков 2-мӗш Украина фрончӗн 40-мӗш ҫарӗн 42-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 132-мӗш гварди стрелоксен полкӗн уйрӑмӗпе командӑланӑ. Румынири ҫапӑҫусенче палӑрнӑ[2].

1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Пашкани хулинчен 10 ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ Сочь посёлок таврашӗнче нимӗҫсен хӳтӗлевне татса кӗнӗ чухне Бочариков хӑйӗн уйрӑмӗпе картласан картасене касса тӑшман вырӑнне кӗнӗ. Гранатӑсемпе дзот гарнизонне пӗтернӗ. Икӗ рет картласан карта витӗр тухса нимӗҫ траншейине кӗрсе кайсан, Бочариков автоматран персе тата алпа ҫапӑҫса взвод таран тӑшман салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ тата тӑшманӑн 7 салтакне тыткӑна илнӗ. Пӗтӗм батальонран юлнӑ 18 салтакпа пӗрле тӑшманӑн темиҫе контратакине сирнӗ, пуҫӗ тата алли аманнӑ пулсан та, пулӑшу киличчен ҫапӑҫу хирӗнчен кайман[2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ-фашист вӑйӗсемпе кӗрешнӗ чухне фронтри командирсем панӑ ӗҫсене тӗллевлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Максим Бочариков гварди сержантне Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панӑ, Ленин орденне тата 6658-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[2].

1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче аслӑ сержант званипе Бочариков демобилизациленнӗ. 1949 ҫулта Новокуйбышевск хулине куҫса кайнӑ, Новокуйбышевскри нефть тирпейлекен заводра газран ҫӑлакан службӑра ӗҫленӗ. 1986 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ, Новокуйбышевск хула масарӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Ҫавӑн пекех ӑна Хӗрлĕ Ялав тата 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, медальсемпе чысланӑ.

Новокуйбышевск хулин хисеплӗ гражданинӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лычное ялӗ (Лычный[1]) каярахпа Киров облаҫӗн Шабалин районне кӗнӗ[2][3]; ял сыхланса юлман, халӗ — Кострома облаҫӗн Октябрь районĕн территорийӗ.
  1. ^ См. на карте 1989 года
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочариков Максим Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  3. ^ См. на карте 1953 года

Каҫӑсем