Бочаров Иван Алексеевич
| Ҫын пирки | |
| Бочаров Иван Алексеевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1921 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1973 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ (51 ҫул) |
| Гражданлăх | |
| Ĕçлев тĕсĕ | Актёр |
| Премисемпе чысланисем | |
Бочаров Иван Алексеевич (1921 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ, Мӑн Чӑкӑр, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1973 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ) — чӑваш актёрӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, отставкӑри полковник[1].
Пурнӑҫӗ
1940 ҫулта Чӑваш патшалӑх театр училищинче пӗлӳ илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн спектаклӗсенче вылянӑ. Диплом ӗҫӗ пек Максим Горькийӗн «Мещане» спектакльте Нил сӑнарне выляса панӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл талантлӑ артист пулни палӑрнӑ[1].
Каярах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1940 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче хӗсмете илнӗ). Вӑл 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 69-мӗш тата 47-мӗш ҫарӗсен йышӗнче ҫапӑҫнӑ, 85-мӗш гварди танк полкӗн тата 334-мӗш гварди хӑй тӗллӗн куҫакан артиллери танк полкӗн йышӗнче тӑнӑ. Танкист пулнӑ. Аманнӑ[2][3].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Иван Алексеевич тӗрлӗ енлӗ сӑнарсене выляма пултарнӑ[4]. Республикӑри вырӑс ҫамрӑксен театрӗнче (1946–1957), К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче (1957–1973) ӗҫленӗ[5]. Ташӑ ташланӑ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн концерчӗсене хутшӑннӑ[2].
Вӑл вылянӑ тӗп сӑнарсем[2]:
- Митрофанушка («Недоросль»);
- Паратов («Бесприданница»);
- Гайдар («Всадник, скачущий впереди»);
- Олег Доброванов («Ял кулли»);
- Элентей («Хура ҫӑкӑр»);
- ыттисем.
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденӗ (икӗ хут: 13.05.1945 тата 22.05.1945)[6];
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (06.02.1945)[5][6];
- «За отвагу» медаль (11.09.1944)[6];
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (09.06.1945)[5][6];
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль (09.06.1945)[6];
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945)[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 94. — 505 с.
- ^ 1, 2, 3 Бочаров Иван Алексеевич. Энциклопедия Чебоксарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Бочаров Иван Алексеевич. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Бочаров Иван Алексеевич. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Иван Бочаров (II). Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Бочаров Иван Алексеевич. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 94. — 505 с.
- Краснов, И. Хисепе тивӗҫлӗ артист / И. Краснов // Коммунизм ялавӗ. — 1966. — 24 дек.
- Антонов, М. Он был рожден для сцены / М. Антонов // Советская Чувашия. — 1991. — 2 окт.
- Степанова, Г. Наш земляк / Г. Степанова // Тӑван ен (Чебоксар. р-н). — 2003. — 26 июля.
Каҫӑсем
- Энциклопедия Чебоксарского района: Бочаров Иван Алексеевич
- Бочаров Иван Алексеевич (наследиечувашии.рф)
- Бочаров Иван Алексеевич (Память народа)
- Юпан 3-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1921 ҫулта ҫуралнисем
- Шупашкар районӗнче ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вилнисем
- 1973 ҫулта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе чысланисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Чӑваш актёрӗсем
- Чӑваш патшалӑх театр училищинчен вӗренсе тухнисем