Бочкарёв Пётр Васильевич

Бочкарёв Пётр Васильевич (1917 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Самар облаçĕн Шунтал районĕ1982 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ, Пенза) — совет ҫар ҫынни, капитан, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).

Пурнӑҫӗ

Пётр Бочкарёв 1917 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Крепость-Кондурча ялӗнче (халӗ — Самар облаҫӗн Шунтал районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулӑн ҫичӗ класне тата Куйбышеври (халӗ — Самар) геологоразведка техникумне вӗренсе пӗтернӗ. 1935—1939 ҫулсенче Иркутск облаҫӗн Бодайбо районӗнчи «Лензолото» управленийӗсенче геолог пулса ӗҫленӗ, кайран Светлый приискра изыскательсен партийӗн мастерӗ, Баракунпа Бульбухта приисксенче шырав бригадин мастер-геологӗ пулнӑ. 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бочкарёва Бодайбо районӗн ҫар комиссариачӗ урлӑ Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ. 1941 ҫулта Великий Устюгри пехота училищине вӗренсе пӗтернӗ, унтан ӑна Архангельск ҫар округне янӑ[1].

1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче. Ленинграда хӳтӗленӗ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Мга патӗнче аманнӑ. Госпитальтен тухсан Бочкарёва Чӗмпӗр хулинчи артиллери курсӗсене янӑ, вӗсенче пӗлӳ илсен каллех фронта таврӑннӑ. Брянск, Беларуҫ тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Орелпа Брянск облаҫӗсене, Беларуҫ ССРне, Люблина, Демблина, Варшавӑна ирӗке кӑларнӑ, Германи территорийӗнче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче пилӗк хутчен аманнӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Бочкарёв Пётр капитан 1-мӗш Беларуҫ фронтӗн 2-мӗш танк ҫарӗн 41-мӗш истребительсемпе танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери бригадин 1959-мӗш истребительсемпе танксене хирӗҫ кӗрешекен артиллери полкӗн батарейипе командӑланӑ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче Надма ялӗ патӗнче Бочкарёв батарейи тӑшманӑн танкӗсемпе пехотин ҫичӗ контратакине сирнӗ, ҫак вӑхӑтра икӗ йывӑр танка тата нумай салтака тӗп тунӑ. Батарейӑна хупӑрласа илсен вӑл 20 йывӑр танкпа пилӗк сехет хушши ҫапӑҫнӑ, тӑватӑ танка тата тӑшманӑн пӗр взвод таран салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе подразделенипе ӑста командӑланӑшӑн тата хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бочкарёв Пётр капитана Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (3103-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1].

1944 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Бочкарёв 27-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн уйрӑм артиллери дивизионӗпе командӑланӑ. Варшава-Познань тата Берлин операцийӗсене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Германири совет ҫар администрацийӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ. 1947 ҫулта капитан ҫар хисепӗпе отставкӑна тухнӑ. Украина ССР-ӗн Тернополь облаҫӗнче кану ҫурчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ, унтан Пенза облаҫӗн Кузнецк хулинчи атӑ-пушмак хапрӑкӗн директор ҫумӗ пулнӑ. 1965 ҫултанпа «Пензасельстрой» трест управленийӗн ҫумӗ, кайран Пенза облаҫӗн ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1979 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

1982 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Пензӑри Новозападное масарта пытарнӑ[1].

Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1943), «Хисеп Палли» орденпа, медальсемпе, ҫав шутра «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медальпе (1943) чысланӑ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочкарёв Пётр Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Кузнецов И. И. Золотые Звёзды иркутян. — Иркутск, 1982. — С. 217—219.
  • Подвиг во имя Родины. Книга 2. Куйбышев, 1968.
  • Подвиг во имя Родины. Книга 4. — Куйбышев, 1984.

Каҫӑсем