Бреус Степан Лаврентьевич
Степан Лаврентьевич Бреус (1913 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ, Елизаветинская[d], Кубанская область[d] — 2000 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Краснодар) — Совет Ҫарӗн кӗҫӗн лейтенантчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫул).
Пурнӑҫӗ
Степан Бреус 1913 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Елизаветински станицинче (хальхи — Краснодар хулин Кубаньҫум районӗ, Краснодар крайӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулӑн тӑватӑ класне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Марьянски машинӑпа трактор станцийӗнче тракторист пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫи пуҫланнӑранпа унӑн фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Степан Бреус ефрейтор 2-мӗш Украина фрончӗн 52-мӗш ҫарӗн 31-мӗш стрелоксен дивизийӗн 32-мӗш артиллери полкӗн тупӑ наводчикӗ пулнӑ. Молдави ССРне тӑшманран тасатнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[1].
1944 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Унгенски районӗн Пырлица ялӗ таврашӗнче нимӗҫсен контратакине каялла сирнӗ чухне, тӑшманӑн танксемпе пехота вӑйӗсем совет позицийӗсене ҫурса кӗнӗ вӑхӑтра, Бреус хӑйӗн подразделенийӗнче чи малтан икӗ танка ҫунтарса янӑ та тӑшманӑн нумай салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ-фашист захватчикӗсемпе кӗрешнӗ фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Степан Бреус ефрейтора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗ тата 4684-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].
1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1945 ҫулта Бреус кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, 1946 ҫулта запаса янӑ. Краснодар хулинче пурӑннӑ, Калинин ячӗллӗ сӑран савутӗнче ӗҫленӗ. Пенсие тухсан обществӑлла ӗҫсемпе ӗҫленӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗсен, Раҫҫей Паттӑрӗсен тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсен Краснодар крайри ассоциацийӗн правлени членӗ пулнӑ. 2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Ҫавӑн пекех ӑна 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, 2-мӗш тата 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе тата темиҫе медальпе чысланӑ. Краснодар хулин хисеплӗ гражданинӗ (1997 ҫул). Бреус ячӗпе Унгены хулинче (Молдави) урам ятне панӑ. 2007 ҫулхи раштав уйӑхӗн варринче Белозёрный посёлокӗнче Бреуса халалласа палӑк уҫнӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- В боях за Молдавию. — Кишинев, 1970. — Кн. 3.
- Кубани славные сыны. — Краснодар, 1963. — Кн. 1.