Брысев Фёдор Яковлевич
Фёдор Яковлевич Брысев (1915 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Славянск[d], Харьков кӗпӗрни[d] — 1995 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Воронеж) — совет саманин ҫар лётчикӗ, Совет Ҫарӗн полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944). Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Ил-4 (малтан — ДБ-3Ф) инҫе бомбӑлакан самолётпа 263 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ.
Пурнӑҫӗ
Фёдор Брысев 1915 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — нарӑсӑн 2-мӗшӗнче) Славянск хулинче (ун чухне — Харьков кӗпӗрнинчи Изюм уесӗ, халӗ — Донецк Халӑх Республики, Раҫҫей) рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1935 ҫулта Славянскри хими техникумӗн виҫӗ курсне вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн ятарлӑ наборӗпе Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1937 ҫулта Ворошиловградри 11-мӗш ҫар авиаци пилотсен шкулне (халӗ — Луганск) вӗренсе пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни
1941 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр фронтӗнче Румыние авиаципе тапӑннӑ ҫӗре, ҫавӑн пекех 6 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ Иранри операцине хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи пушран пуҫласа 36-мӗш авиаци дивизийӗнчи 455-мӗш бомбӑлакан авиаци полкӗнче ҫапӑҫнӑ, каярах — 1943 ҫулхи акаран пуҫласа лётчик, ҫурларан — звено командирӗ, авӑнран — инҫе ӗҫлекен 48-мӗш авиаци дивизийӗнчи (инҫе ӗҫлекен 8-мӗш авиаци корпусӗ) 109-мӗш авиаци полкӗнче эскадрилья командирӗн ҫумӗ[1].
Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Сталинград, Хӗвеланӑҫ, Воронеж, Карели, Ленинград, Балтикаҫум тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Тӗпрен илсен, ҫӗрле, кирек мӗнле ҫанталӑкра та вӗҫнӗ. Тӗрлӗ фронта пулӑшса, тӑшман ҫарӗсем пухӑннӑ вырӑнсем, ҫарпа промышленность объекчӗсем, аэродромсем, чукун ҫул центрӗсем, хӳтӗленӳ сооруженийӗсем, перекен позицисем ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ. Ҫавӑн пекех тӑшман тылне тарӑн разведкӑна вӗҫсе ҫӳренӗ.
1942 ҫулхи авӑнпа юпара тата 1943 ҫулхи чӳкпе 1944 ҫулхи акара Полярхыҫра инҫе вӗҫекен авиацин оперативлӑ авиаци ушкӑнӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Африканда (Мурманск облаҫӗнчи Апатиты хулин районӗ) тата Подужемье (Карели Республикинчи Кемь хулин районӗ) аэродромӗсенчен Финляндипе Норвеги территорийӗнчи ҫарпа стратеги объекчӗсене, ҫав шутра Баренц тинӗсӗ урлӑ союзниксен ҫар пулӑшӑвӗн караванӗсене иртме чӑрмантарнӑ аэродромсене, бомбӑланӑ. Полярхыҫра 26 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртме тӗлне Фёдор Брысев капитан 229 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «тӑшмана бомбӑсемпе тапӑннӑ чухне ҫар заданийӗсене ӑста пурнӑҫланӑшӑн, паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна Ленин орденӗпе 5262-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ[1].
Вӑрҫӑн юлашки тапхӑрӗнче Тухӑҫ Пруссири тата Германири объектсем ҫине бомбӑсем парахнӑ, Кёнигсберга штурмлама хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл пурӗ 263 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, № 5262);
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, № 23336);
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1942 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ; 1943 ҫулхи акан 10-мӗшӗ);
- Александр Невский орденӗ (1945 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ);
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- темиҫе медаль.
Астӑвӑм
Воронеж хулинчи Фёдор Яковлевич Брысев пурӑннӑ Киров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт ҫине 2005 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче «Ку ҫуртра Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Брысев Фёдор Яковлевич полковник пурӑннӑ» тесе ҫырнӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3]. 2015 ҫулта хӑмана сӑра магазинӗн рекламипе хупласа хунӑ, ку вара халӑх хушшинче шав ҫӗклентернӗ тата прокуратура тӗрӗслев ирттерме сӑлтав пулса тӑнӑ[4][5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2
Брысев Фёдор Яковлевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Брысев Фёдор Яковлевич (захоронение). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Рекламой пива завесили мемориальную доску о ветеране ВОВ в Воронеже. Блокнот Воронеж (23 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ В Воронеже с согласия мэрии мемориальную доску заклеили рекламой пива. ИА REGNUM (23 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Прокуратура области организовала проверку. Прокуратура Воронежской области. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Воробьёв В. П., Ефимов Н. В. Герои Советского Союза. Справочник — СПб.: Аграф+, 2010.
- Голованов А. Е. Дальняя бомбардировочная… — М.: ООО «Дельта НБ», 2004.
Каҫӑсем
Брысев Фёдор Яковлевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра