Будников Александр Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Будников Александр Михайлович
Будников Александр Михайлович.jpg
Çуралнă вăхăт 1947 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ(1947-11-08)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ(2025-12-02) (78 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçлев тĕсĕ çыравçă, сӑвӑҫ, художник
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Будников Александр Михайлович (1947 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ, Медяна[d], Чулхула облаçĕ2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) — сăвăç, прозаик. 1997 çултанпа Чăваш Республикин тата Раççейĕн ÇП членĕ шутланать.

Пурнăçĕ

1947 çулхи чӳкĕн 8 Чулхула облаçĕн Пильна районĕнчи Медяны ялĕнче çуралнă.

Шупашкар ӳнер училищинче тата Чăваш педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Çĕмĕрле ӳнер шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, ерешлекен художник пулса ĕçленĕ.

Александр Будников 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче вилнӗ.

Пултарулӑхӗ

Будниковӑн сӑвӑ-калав хайлас пултарулӑха йӗркелеме Вячеслав Шугаев, Евгений Некрасов, Андрей Воронцов, Атнер Хусанкай, Борис Чиндыков, Аристарх Дмитриев, Хветӗр Агивер, Валентин Шишкин, Виктор Комаров, Павел Егоров, Раиса Сарпи, Марина Палей, Татьяна Иноземцева, Ирина Митта, Валентина Ильина, Зоя Романова, Маргарита Кириллова хутшӑннӑ.

Унӑн ӗҫӗсем «Октябрь» (икӗ хут), «Атӑл», «Студенческий меридиан», «Наш современник», «Москва», «Согласие» журналсенче, эрнесерен тухакан «Литературная Россия»-ра (икӗ хут); «Истоки» тата «Дядя Ваня» альманахсенче пичетленнӗ. Унӑн проза тӑтӑшах Шупашкарта хухакан хуҫат-журналсенче пичетленнӗ – «Туслӑх» альманахра тата «Лик» журналта.

Ӗçĕсем

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Горизонт» (1996);
  • «Небесная механика» (1997).

Ӑнлантарусем