Будьков Константин Александрович
Константин Александрович Будьков (1916 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ, Велижский уезд[d], Витебск кĕпӗрни[d] — 1945 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ, Польша) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн майорӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Константин Будьков 1916 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче Пруд ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Псков облаҫӗнчи Усвяты районӗ) ҫуралнӑ. Вырӑс. 1943 ҫултанпа ВКП(б) членӗ[1]. Ҫичӗ çул вĕренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн 1935 ҫулта Ленинграда куҫса кайнӑ, унта савутра ӗҫленӗ тата ҫав вӑхӑтрах шкулта вунӑ класс вӗренсе пӗтернӗ. 1938 ҫулта Будькова Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1940 ҫулта вӑл НКВД шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн Ленинград облаҫӗнчи Чудово хулинче шалти органсенче хӗсметре тӑнӑ[1].
1941 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче, Чудово станцине Киров хулинче ҫӗнӗрен йӗркеленӗ 311-мӗш стрелоксен дивизийӗ килсен, К. А. Будьков лейтенанта ҫав дивизие рота командирӗ пулма янӑ. 1941 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче[1]. Ҫурҫӗр (1941 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнчен пуҫласа — Ленинград), Волхов, 3-мӗш, 2-мӗш, 1-мӗш Балтикҫум тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ленинграда хӳтӗлеме, ҫав шутра Тихвин, Любань, Синявино, Мга тапӑну операцийӗсенче, Ленинград блокадине пӗтӗмӗшле татма тата Красное Село - Ропша тапӑну операцийӗ вӑхӑтӗнче Ленинград облаҫне ирӗке кӑларма, Латвипе Литвана ирӗке кӑларма — Режица - Двинск, Рига, Мемель тапӑну операцийӗсенче хутшӑннӑ. Аманнӑ тата контузиленнӗ. «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. 1943 ҫулта офицерсен йышӗн пӗлӗвне ӳстерекен курссене вӗренсе пӗтернӗ[1].
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне Константин Будьков майор 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 61-мӗш ҫарӗнчи 311-мӗш стрелоксен Суворов орденлӑ Двинск дивизийӗн 1071-мӗш стрелоксен полкӗн 1-мӗш стрелоксен батальонне ертсе пынӑ. Варшава-Познань тапӑну операцийӗ вӑхӑтӗнче — Висла-Одер операцийӗн пӗр пайӗнче палӑрнӑ[1].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 14–16-мӗшӗсенче тӑшманӑн хӳтӗлевне ҫурса кӗнӗ вӑхӑтра Будьков батальонӗ Конары ялӗ патӗнче (Польшӑри Варка хулинчен ҫурҫӗрелле 11 ҫухрӑмра) Висла урлӑ каҫнӑ тата юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчи ҫапӑҫусенче вун-вун гитлеровеца пӗтернӗ. Кӑрлачӑн 30–31-мӗшӗсенче Шнейдемюль (хальхи вӑхӑтра — Пила, Польша) хули патӗнчи ҫапӑҫусенче батальонпа тӑшманӑн пехота ротине яхӑн пӗтернӗ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Будьков йывӑр аманнӑ, анчах та тӑшманӑн контратакине сирсе яриччен батальона ертсе пырса ҫапӑҫу хирне пӑрахса кайман[1]. Кӑрлач уйӑхӗнчи 16 кун пыракан ҫапӑҫусенче 311-мӗш стрелоксен дивизийӗ 400 ҫухрӑм ытла малалла кайнӑ, ҫӗршер ял-хулана ирӗке кӑларнӑ[1].
1945 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Константин Будьков аманнӑ хыҫҫӑн 2405 №-лӗ ҫарпа хир госпитальӗнче вилнӗ. Чи малтан Дайчуш хулин (Польша) ҫӑвинче пытарнӑ. Пила хулинчи Лешкув районӗнчи ҫар ҫӑвине (Аслӑ Польша воеводстви, Польша) куҫарса пытарнӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи Указӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Будьков майора вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ленин (27.02.1945), Хӗрлӗ Ялав (10.08.1944), Александр Невский (17.11.1944), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр (07.03.1944) орденсемпе тата медальсемпе чысланӑ[1][2].
Астӑвӑм
К. А. Будьковӑн ятне Псков облаҫӗнчи Усвяты хула евӗрлӗ поселокӗнчи Паттӑрсен аллейӗнче ҫырса хӑварнӑ[1].