Булат Борис Адамович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Борис Адамович Булат (1912 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Тула, Раҫҫей империйӗ1984 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Минск, Беларуҫ Совет Социализмла Республики[d], СССР) — Беларуҫри Барановичи (халӗ Гродно облаҫӗн территорийӗ) тата Минск облаҫӗсенчи «Вперёд» партизан бригадин командирӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1].

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

Борис Адамович Булат 1912 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Тула хулинче вырӑс рабочийӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Заречье районӗнчи 1-мӗш шкулта 8 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн[2], Булат монтёр-телеграфист пулса ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. 1936 ҫулта Булат РСФСР Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫтӑвкомӗ ячӗллӗ Пӗрлештернӗ ҫар шкулне вӗренсе пӗтернӗ, Хӗрлӗ лапамра Мавзолей патӗнче чаплӑ хуралта час-часах тӑнӑ. 1940 ҫулта Булат М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ, ӑна Беларуҫ ҫар округне хӗсмете янӑ[1].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра 31-мӗш танк дивизийӗн штабӗнчи оперативлӑ уйрӑм пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Борис Адамович Булат аслӑ лейтенант[3][4] Белосток хули патӗнче пулнӑ. Ҫапӑҫусен пиллӗкмӗш кунӗнче Булат йывӑр аманнӑ, сылтӑм аллин сыппине ҫухатнӑ та тыткӑна лекнӗ. Кӗҫех Булат ытти икӗ ҫар тыткӑнӗнчи ҫынпа пӗрле лагерьтен тарма пултарнӑ, таркӑнсем виҫҫӗн партизансен ӗҫне пуҫлама йышӑннӑ[1].

Пӗрремӗш диверси валли ушкӑн 45-мм тупӑран тупнӑ снарядсемпе усӑ курнӑ. Алӑпа минасем туса, Булат юлташӗсемпе вӗсене Озерница ялӗ патӗнчи кӗпер айне хунӑ, ҫапла вара иртсе пыракан пӑравуса ҫул ҫинчен ишсе антарнӑ. 1941 ҫул вӗҫӗччен ушкӑн пӗчӗк диверсисем тунӑ тата фашистсен уйрӑм пӗчӗк ушкӑнӗсем ҫине тапӑннӑ, 1942 ҫул пуҫламӑшӗнче вара партизансем патне нимӗҫсемпе ҫапӑҫма хатӗр вырӑнти ҫынсем хутшӑннӑ. Липичан пущинче (халӗ Гродно облаҫӗнчи Мосты, Щучин тата Дятлово районӗсем чикӗленнӗ вырӑн тӗлӗнчи вӑрман) йӗркеленнӗ партизан отрячӗн командирне Булата суйласа лартнӑ[1].

Булат отрячӗ яланах диверсисем йӗркеленӗ, тӑшман ҫине тапӑннӑ тата карательсен отрячӗсемпе ҫапӑҫусене кӗнӗ. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче карательсем пысӑк вӑйсемпе партизансем пытанакан Липичан пущине аван тӗрӗслесе тухма пуҫланӑ. Булат отрядне Неман тата Щара юханшывсем пӗрлешнӗ вырӑна хӗссе пынӑ, командир вара Дуборов вӑрманӗ (Минск облаҫӗнчи Воложин районӗнчи вӑрман) еннелле кайма йышӑннӑ. Хупӑрланӑ вырӑнтан тухма кӗтмен вырӑна суйласа илнӗ: тӑшманӑн штабӗ вырнаҫнӑ Руда Яворская ялӗ урлӑ. Партизансем штаба аркатма пултарнӑ тата Деревная ялне ҫӗр каҫма каякан тӑшманӑн колонни ҫине тапӑннӑ[1].

1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Булат отрячӗн йышӗ бригада шайне ҫитнӗ, унта 500 ытла ҫын пулнӑ. Бригадӑн аллинче 45-миллиметрлӑ темиҫе тупӑпа 122-миллиметрлӑ гаубица пулнӑ[1].

1943 ҫулхи ҫуркунне ытти партизан пӗрлешӗвӗсемпе килӗштерсе ӗҫленине кура Булат отрячӗ «рельс вӑрҫине» хутшӑннӑ — партизансем тӗрлӗ вырӑнсенче чукун ҫулсене сирпӗтнӗ, ҫапла вара нимӗҫ ҫарӗсене транспорт ҫулӗсӗр хӑварнӑ. 1943 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче партизансем массӑллӑ диверси акцийӗ ирттернӗ, унӑн кӑтартӑвӗпе нумай ҫула аркатнӑ[1].

1943 ҫул вӗҫӗнче Булата партин Барановичри обкомне чӗнсе илнӗ те облаҫ центрӗнчи оперативлӑ уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Кӗҫех Булата уйрӑм отрядсенчен бригада йӗркелеме Налибоки пущине янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн «Вперёд» ятлӑ партизан бригади йӗркеленнӗ, вӑл нимӗҫ гарнизонӗсем ҫине ӑнӑҫлӑн тапӑннӑ тата диверсисем ирттернӗ[1].

1944 ҫулта Борис Адамович Булат ҫапӑҫура аманнӑ, ӑна Мускава эвакуациленӗ. Ҫав ҫулах Борис Адамович запаса тухнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе тӑшман тылӗнче нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫура командованин заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Борис Адамович Булата Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ят панӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1944 ҫул вӗҫӗнчен пуҫласа 1946 ҫулччен Борис Адамович Булат Минскри хула канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, 1947 ҫулта вара Минскри велосипед завочӗн (халӗ «МОТОВЕЛО» УАО) директорӗ пулса тӑнӑ. 1956 ҫулта Булат Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн аслӑ шкулне вӗренсе пӗтернӗ, 1951 ҫултан пуҫласа 1973 ҫулччен «Коммунарка» кондитер фабрикин директорӗ пулса ӗҫленӗ[1].

undefined

1984 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче Борис Адамович Булат вилнӗ. Ӑна Минскри Тухӑҫ масарӗнче пытарнӑ[1].

Астӑвӑм

Борис Адамович Булат ячӗпе Гродно[5], Лида тата Дятлово[6][7] хулисенчи урамсем хисепленеҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Булат Борис Адамович (27 раштавӑн 2011). Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  2. ^ История школы № 1. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Булат Борис Адамович, __.__.1941, пропал без вести, :: Донесение о потерях :: Память народа. pamyat-naroda.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ Булат Борис Адамович, До 12.06.1943, пропал без вести, :: Донесение о потерях :: Память народа. pamyat-naroda.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ В Гродно появятся улицы, которым присвоены имена Героев Советского Союза (выр.). grodnonews.by. Гродзенская праўда (1 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ Борис Адамович Булат: годы и память. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  7. ^ Улица Булата (27 раштавӑн 2011). Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.

Каçăсем