Бурлаченко Степан Филиппович

Степан Филиппович Бурлаченко (1914 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Новошульбинский район[d]1989 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Семей[d]) — совет ҫар ҫынни, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн гварди старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1].

Пурнӑҫӗ

Степан Бурлаченко 1914 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Алексеевка ялӗнче (халӗ Казахстанӑн Тухӑҫ Казахстан облаҫӗнчи Бородулиха районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. 1936—1938 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Джезказганри автотранспорт предприятийӗнче шофёр пулса ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи кӑрлачра ӑна ҫара тепӗр хут чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Хӗвеланӑҫ, Сталинград тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулта икӗ хутчен аманнӑ[2].

1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне Степан Бурлаченко гварди кӗҫӗн сержанчӗ 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнчи 2-мӗш гварди танк ҫарӗн 9-мӗш гварди танк корпусӗн 47-мӗш гварди танк бригадин Т-34 танкӗн механик-водителӗ пулнӑ. Варшава-Познань тапӑнса пыракан операцийӗ вӑхӑтӗнче палӑрнӑ[1][3].

1945 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче малти отряд йышӗнче Бурлаченко пӗччен танкпа тӑшман йышӑннӑ Жирардув (Польша) хулин варринех кӗрсе кайнӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ. Ҫапӑҫу хӗрсе пынӑ вӑхӑтра танк командирне вӗлернӗ, вара Бурлаченко командованине хӑй ҫине илнӗ. Ӑста манёвр туса вӑл машинӑна вут-ҫулӑм айӗнчен кӑларнӑ та хӑйсеннисем патне пырса тухнӑ. Ҫак ҫапӑҫура вӑл персе тата гусеницӑсемпе таптаса 6 артиллери туппине, 4 миномёта расчётӗсемпе пӗрле, ҫавӑн пекех тӑшманӑн самай нумай салтакӗпе техникине пӗтернӗ. Бурлаченко ҫакӑн пек ӗҫлени хулана ӑнӑҫлӑ ирӗке кӑларма пулӑшнӑ[1][4].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Бурлаченко гварди кӗҫӗн сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].

Ҫак хушупах Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисепне унӑн взвод командирне Н. В. Кутенкона тата механик-водителе А. Ф. Кононова панӑ[5].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Бурлаченкона старшина ҫар хисепӗнче ҫартан демобилизациленӗ. Казах ССРӗнчи Семипалатинск хулинче 6-мӗш №-лӗ автобазӑра шофёр пулса ӗҫленӗ. 1954 ҫулта КПССа кӗнӗ[4].

1989 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Бурлаченко, Степан Филиппович (выр.). warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Бурлаченко Степан Филлипович (1914-1989) (выр.). Семипалатинская городская библиотечная система. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ «Время» вспомнить (выр.). time.kz (27 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Бурлаченко Степан Филиппович (выр.). Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Кононов, Александр Фёдорович (выр.). warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои Советского Союза — казахстанцы. — Алма-Ата. 1968. — Кн. 1. — С. 157—158.

Каҫӑсем