Вăтăркăр
Кун-çулĕ
VI ĕмĕрте кăтăркăр текен анăç пăлхарсен йăхĕпе вăрçса пурăннă пулнă. 568 çул патнелле Тĕрĕк хаканлăхĕн йышне кĕнĕ пулнă[2]. 633 çулта аварсемпе çапăçнă хыççăн хăтăлса юлнă кăтăркăрсем вăтăркăрсемпе пĕрлешеççĕ.[3] 670 çулта хасарсем вăтăркăрсене çапăçура çĕнтернĕ хыççăн вăтăркăр халăхĕ темиçĕ ушкăна пайланса каять. Пĕр ушкăнĕ 679 çулта Тан шывĕ урлă каçса Висантти ĕмпӳлĕхĕн Месĕй и Хăраккĕй ятлă тăрăхĕсене ярса илсе Пĕррĕмĕш Пăлхар патшалăхне йĕркелет[4]. Тепĕр ушкăнĕ Атӑлпа Чулман Атăл хушшинче Атăлçи Пăлхар патшалăхне йĕркелесе ярать.
Ӑнлантарусем
- ^ Хасар кун-çулĕ (вырăсла) 2009 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Тĕрĕксен пулса кайнипе авар тапăнăвĕ (вырăсла)
- ^ Л. Н. Гумилёв Древняя Русь и Великая степь.
- ^ Кун-çул (вырăсла) 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
Каçăсем
</noinclude>