Кĕвĕçĕн чи пысăк ĕçĕ — Ç. Элкерĕн «Под гнетом» поэми тăрăх (либретто — Г. Краснов) çырнă 3 пайлă «Чакка» опера. Ăна институтра Г. И. Литинский класĕнче çырнă. Оперăри ĕçсем Пугачев пăлхавне пуcарнă хыççăн чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Чакка — хресченсен ертӳçи.
Паллă ĕçĕсем шутне çавăн пекех икĕ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чăвашсен кĕвĕ фольклорĕпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчĕсем, т.ыт. кĕреççĕ.
Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлă ун ĕçĕсен пуххине пичетленĕ (1990).