Васильев Владимир Васильевич (Совет Союзӗн Паттӑрӗ)
Васильев Владимир Васильевич (1911 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Мӑн Шетмӗ, Чăваш Сурăм вулăсĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ, Вартеланд[d]) — рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Кун-ҫулӗ
1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсне кӗнӗ (халӗ — Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗ) Мӑн Шетмӗ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Фёдорова Марфа, ашшӗ — Захаров Василий Захарович[1]. Пилӗк ҫула ҫитсен Владимир тӑлӑха юлнӑ, Шупашкарти ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ. 1918 ҫулта авланнӑ хыҫҫӑн ӑна пиччӗшӗ Егор (1905) килне илсе кайнӑ[1].
Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ, Чулхулара автозавод тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, унтан ҫак автозаводах ӗҫе кӗнӗ. Минскра, Хӗрлӗ Ҫаврӑн кавалери подразделенийӗнче хӗсметре тӑнӑ. Демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Чулхулана таврӑннӑ, «Горький» чукун ҫул станцийӗн милици лини пайӗнче ӗҫленӗ. 1938 ҫултан пуҫласа Новое Доскино посёлокӗнче пурӑннӑ, Чулхула автозаводӗнче токарь пулса ӗҫленӗ[1].
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Васильева тепӗр хут ҫара илнӗ. Ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче, чи малтан хӗҫ взвочӗн командирӗ пулнӑ. 1943 ҫулта йывӑр аманнӑ, ҫур ҫул ытла госпитальсенче сипленнӗ. Сывалнӑ хыҫҫӑн Васильева кавалери училищине вӗренме янӑ. Вӗренсе пӗтереймесӗрех 1944 ҫул вӗҫӗнчен пуҫласа каллех фронта кайнӑ.
Гвардин аслӑ сержанчӗ Владимир Васильев 1-мӗш Украина фрончӗн 1-мӗш гварди кавалери корпусӗн 1-мӗш гварди кавалери дивизийӗн 1-мӗш гварди кавалери полкӗн 4-мӗш эскадронӑн пулемёт расчёчӗн командирӗ пулнӑ. Сандомир-Силези операцине хутшӑннӑ. Одер урлӑ каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[2].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Оденталь хули ҫывӑхӗнчи Одер патнелле ҫывхарнӑ чухнехи ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Васильев хӑйӗн пулемётне эскадронӑн сылтӑм флангӗ ҫине кӑларса тӑратнӑ та, тӑшманӑн контратакӑлакан салтакӗсене ҫывӑха ярса, 20 яхӑн пехотинеца персе вӗлернӗ. Ҫакӑ тӑшман подразделенине йышӑнса тӑракан вырӑнтан хӑваласа кӑларма май панӑ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче полк эскадронӗсем Одер урлӑ каҫса Одершленке районӗн (халӗ Кендзежин-Козле хулинчи Козле-Роги районӗн Лесяк посёлокӗ) ҫывӑхӗнчи 168,5 ҫӳллӗше хӑйсен аллине илнӗ. Нимӗҫ подразделенийӗсем тапӑнӑва куҫсан юханшывӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнчи плацдармшӑн ҫапӑҫнӑ май, Васильев расчёчӗ тӑшманӑн 60 ытла салтакӗпе офицерне пӗтерсе виҫӗ контратака тунӑ. Пульӑсем пулемётӑн виттине шӑтарсан, Васильев хӑйӗн ҫиелти тумӗн татӑкӗпе шӑтӑк-путӑка питӗрсе лартнӑ те тӑшмана малалла пеме тытӑннӑ. Ҫак ҫапӑҫура Васильев пуҫ хунӑ. Ӑна Польша Республикин Ополь воеводствин Кендзежин-Козель повячӗн Кендзежин-Козле хулинче пытарнӑ.
Ҫемье
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче фронта кайнӑ чух мӑшӑрӗ Валентина Александровна икӗ пӗчӗк ачапа тӑрса юлнӑ[3].
- Арӑмӗ — Валентина Александровна.
- Ывӑлӗ — Геннадий Владимирович.
- Хӗрӗ — Галина Владимировна.
Хисепӗсем
1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе Одер урлӑ каҫнӑ чухне тата плацдармри ҫапӑҫусенче паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн гварди аслӑ сержантне Владимир Васильева вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2].
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ;
- Ленин орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- 2003 ҫулта Васильев ятне Мӑн Шетмӗри шкула панӑ.
- Красноармейски ялӗнче тата Мӑн Шетмӗ ялӗнче Паттӑр ячӗпе хисепленекен урамсем пур.
- Ялта унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Чулхулари Автозавод районӗнче Васильев Паттӑр урамӗ (унчченхи ятсем — Сиплев урамӗ, Васильев Совет Союзӗн Паттӑрӗн урамӗ) пур[4][5].
- 1970 ҫулта Чулхула йышне кӗрекен Новое Доскино посёлокра Паттӑра асӑнса палӑк уҫнӑ. Хулари 145-мӗш шкул пионерӗсем пӗр ҫулталӑк хут-хӑмӑрпа тимӗр-тӑмӑр пухнӑ, патшалӑха сутнӑ укҫа-тенкине палӑк тума хывнӑ.
- Паттӑрӑн асӑну хӑмисене Красноармейски ялӗнче, Чулхулара — Васильев Паттӑр урамӗн 46-мӗш ҫурчӗ ҫинче тата вӑл ӗҫленӗ завод цехӗн корпусӗнче, Новое Доскино посёлокӗнче вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче вырнаҫтарнӑ.
- Чулхула ШӖМӗн транспорт ҫинчи милици лини пайӗнче 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Паттӑрӑн барельефне вырнаҫтарнӑ.
- Чулхулари Автозавдҫӑсен аллейинче Мухтав паркӗнчи Сӳнми ҫулӑм патӗнче Васильев В. В. Паттӑра асӑнса 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче лартнӑ хурӑн ӳсет, унта Паттӑр сӑнӳкерчӗкӗ те пур.
- Мӑн Шетмӗ ялӗнче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫулсерен Паттӑр-ентеше асӑнса мероприяти иртет.
- Мӑн Шетмӗ шкулӗн Ҫар мухтавӗн музейӗнче Паттӑр-ентеше халалланӑ экспозици пур[6][7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Васильева О. В. Герой Советского Союза В.В.Васильев // МУК «ЦБС» Автозаводского р-на. — 2010. — 7 авӑнӑн. — Дата обращения: 13.05.2026.
- ^ 1, 2
Васильев Владимир Васильевич (Совет Союзӗн Паттӑрӗ) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Фадеева Ю. «Искры памяти». Герой Советского Союза В.В. Васильев // МУК «ЦБС» Автозаводского р-на. — 2010. — 7 авӑнӑн. — Дата обращения: 13.05.2026.
- ^ Город Нижний Новгород // «КЛАДР — классификатор адресов России». — Дата обращения: 13.05.2026.
- ^ Фадеева Ю. «Искры памяти». Герой Советского Союза В.В. Васильев // МУК «ЦБС» Автозаводского р-на. — 2010. — 7 авӑнӑн. — Дата обращения: 13.05.2026.
- ^ Васильев Владимир Васильевич (выр.). Общественный проект «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ В рубрике #МемориальнаяДоскаГАЗ рассказываем о Герое Советского Союза Владимире Васильевиче Васильеве (выр.). Первичная профсоюзная организация Горьковского автозавода. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- За Отчизну, свободу и честь! Книга 3. Горький, 1967.
- Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
- Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. Горький, 1981.
- «А до смерти четыре шага»: Герой Советского Союза автозаводец В. Васильев // Автозаводец. – 1999. – 8 мая.
- Васильев Владимир Васильевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 23.
- Васильев Владимир Васильевич // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Михайлов, В. М. Васильев Владимир Васильевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 98.
- Михайлов, В. М. Васильев Владимир Васильевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 281.
- Мурышкин, Н. Сквозь «Одерский вал» / Н. Мурышкин // Молодой коммунист. — 1965. — 7 май.
- Не меркнет подвиг советского солдата / полосу подготовил В. Николаев // Республика. — 2021. — 14 июля (№ 26). — С. 6 : фот.
- Прохоров, М. П. Васильев Владимир Васильевич / М. П. Прохоров, И. А. Прокопьев Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 91.
- Савельев, Г. Васильев Владимир Васильевич // Савельев, Г. Люблю тебя, край родной! / Г. Савельев. — Аликово, 2007. — С. 75-76.
- Трофимов, П. На подступах к Берлину / П. Трофимов // Советская Чувашия. — 1965. — 30 апр.
- Борзин, Г. Ячӗ вилӗмсӗр / Г. Борзин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2021. — 15 утӑ (№ 47/48). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Васильев Владимир Васильевич // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 1998. — 24 кӑрлач.
- Викторов, Д. Паттӑра Трак ен манмасть / Д. Викторов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2016. — 19 утӑ . — С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
- Гурьева, Р. Ентеш-паттӑра манмаҫҫӗ : кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хамӑр ентеш, Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗ В. В. Васильев Одер юхан шывӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура паттӑррӑн пуҫ хунӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ / Р. Гурьева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2010. — 29 кӑрлач.
- Ефимов, Г. Трак енӗн мухтавлӑ пулеметчикӗ : Владимир Васильевич Васильев — пирӗн районтан тухнӑ пӗртен-пӗр Совет Союзӗн Геройӗ / * Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2010. — 12 нарӑс.
- Мӑн Шетмӗ паттӑрӗ // Хатӗр пул. — 1985. — № 2. — С. 6.
- Моисеев, Д. Трак енче пӗртен пӗр Героя манмаҫҫӗ / Д. Моисеев // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2012. — 30 чӳк (№ 47). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Николаев, А. Полк анӑҫалла васкать / А. Николаев // Тӑван Атӑл. — 1971. — № 2. — С. 1-9.
- Паттӑра манмаҫҫӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2022. — 14 утӑ/июль (№ 27). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Полк командирӗ // Хатӗр пул. — 1985. — № 5. — С. 23-24.
- Рудникова, В. Паттӑрсем ҫухалмаҫҫӗ / В. Рудникова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2017. — 20 ҫӗртме. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.