Вениамин (Пуцек-Григорович)

Вениамин митрополит (чӑн ячӗ — Василий Григорьевич Пуцек-Григорович, 1706, Лохвица[d], Вырăс патшалăхĕ1785 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ, Ҫичӗкӳл пустынь[d], Хусан провинцийӗ[d], Хусан наместничестви[d], Раҫҫей империйӗ) — Вырӑс православи чиркӗвӗн епископӗ, Хусан тата Сӗве митрополичӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Дворян йӑхӗнчен. 1706 ҫулта Полтава кӗпӗрнинчи Лохвица ялӗнче Лубенский казак полкӗнчи унтер-офицер ҫемйинче ҫуралнӑ.

Киев тӗн академине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ. 1733 ҫулта ӑна Хусан тӗн семинарийӗн(выр.)чăв. учителӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

1740 ҫулта манаха тухнӑ та Сӗвери Ҫӗнӗ Тӗне кӗнӗ Д. Сеченов управителӗн пулӑшуҫине лартнӑ.

1741 ҫултанпа — семинари префекчӗ.

1744 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Хусан Спасо-Преображенски мӑнастирӗн архимандрит санне панӑ, ӑна Хусанти тӗн семинарийӗн ректорӗ туса хунӑ. Вӗрентекен ӗҫӗнчех Вениамин атте проповедник пултарулӑхӗпе палӑрнӑ, епархи влаҫӗсем хушнипе пӗрре мар мӑсӑльмансемпе вак халӑхсем патне миссионер пулса ҫӳренӗ, кӗске вӑхӑтрах ҫармӑссемпе ирҫесене, мӑкшӑсемпе удмуртсене, чӑвашсемпе тутарсене православи тӗнне кӗртнӗ.

1746 ҫулта ӑна Санкт-Петербурга чӗнсе илнӗ, унта икӗ ҫул пулнӑ.

1748 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чулхулапа Улатӑр епископне ҫирӗплетнӗ.

1753 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Тверь хулине епископ пулса куҫарнӑ, Сӑваплӑ Синод пайташне суйланӑ.

1758 ҫулхи ака, 2 — Псков, Нарва тата Изборск епископне лартнӑ.

1761 ҫулхи авӑн, 15 — Санкт-Петербург архиепископӗ тата Александр-Нева лаврин(выр.)чăв. архимандричӗ.

1762 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн Хусан тата Сӗве архиепископӗ.

undefined

II Екатерина императрица патшана ларнӑранпа аслӑ иерархи постсене Мускав тӗн академийӗнче(выр.)чăв. вӗреннисене лартма пуҫланӑ, малороссем вара хӑйсен унчченхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ.

II Екатерина императрица патшана ларсан Вениамин архиепископ пӗр уйӑх ҫеҫ Петербургра тытӑнса тӑнӑ. Ҫак кӗске тапхӑрта Никольский тинӗс соборӗн ҫӳлти (Богоявленски) храмне, императрица умӗнче сӑвапланӑ (1762 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ).

1762 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче ӑна Хусана, II Екатеринӑна юрӑхсӑр архиерей тесе куҫарнӑ, анчах та указра вӑл хӑй куҫарма ыйтнӑ тенӗ.

1771 ҫулта мур чирӗнчен сыхланма вӑл хушнипе Хусана Ҫичӗкӳл пустыньрен хулана вилӗм чирӗнчен хӑтарнӑ Турӑ Амӑшӗн тӗлӗнмелле Смоленск турӑшне илсе килнӗ.

Хусан кафедринче пулнӑ чухне Емельян Пугачёвпа ҫыхӑну тытнӑ тесе суя ҫӑхавпа айӑпланӑ. Пугачёв ӗҫӗпе ӗҫлекен следстви комиссийӗ ӑна шанманнине палӑртнӑ, ӑна килӗнче тытса хупнӑ. Анчах Пугачёв пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче Вениамин архиепископ епархи тӑрӑх Пугачёва хирӗҫ элчӗсем янӑ, чаплӑ турра кӗлтунӑ чухне те ӑна анафемӑна панӑ.

Каярахпа Вениамин архиепископа айӑплавран хӑтарнӑ, 1775 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче митрополит(выр.)чăв. санне хӑпартнӑ.

1782 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Ҫичӗкӳл Вознесенски пустынь ертӳҫи пулма хӑварса ӗҫрен кӑларнӑ.

1785 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче (Строев ҫырнӑ тӑрӑх — 1783 ҫул) Хусанти Ҫичӗкӳл Вознесенски пустыньӗнче (халӗ Тутарстанӑн Ҫӳлту районӗнчи Ҫичӗкӳл ялӗ) вилнӗ.

Ҫичӗкӳл пустыньӗн собор храмӗнче (кӑнтӑр енче) пытарнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн храма аркатнӑ, пытарнӑ вырӑна ҫухатнӑ.

Чӗлхе пӗлӗвне хывнӑ тӳпе

Вениамин (ертсе пыракан автор тата редактор тесе шутлаҫҫӗ)[1][2] темиҫе ӗҫ пичетлесе кӑларнӑ, вӗсенче Атӑлҫи халӑхӗсен — удмуртсен, ҫармӑссен, чӑвашсен — грамматикисене пӗрремӗш хут ҫырса кӑтартнӑ та вӗсен хальхи ҫырулӑхӗн никӗсне хывнӑ[3]. Вӑл ертсе пынипе Хусанти семинарире Атӑлҫи халӑхӗсен чӗлхисемпе пӗрремӗш оригиналлӑ сӑвӑсем ҫырнӑ — вӗсене II Екатерина Хусана килнине халалланӑ[4]. Раштавӑн 10-мӗшӗнче, 1775 ҫулта Санкт-Петербургри кӗнеке лавккисенче ҫармӑссен пӗрремӗш грамматики — «Сочинения, принадлежащие к грамматике черемисского языка» — сутлӑха тухнӑ кун, Мари Эл Республикинче патшалӑх уявне — Мари ҫырулӑхӗн кунне (Мари тиште кече) — палӑртаҫҫӗ[5].

Ӗҫӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Егоров В. Г. Первая печатная грамматика чувашского языка 1769 г. // Тюркологический сборник. I.. — М.-Л., 1951.
  2. ^ Димитриев В. Д. Документы об издании книги «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» // Уч. зап. ЧНИИ. Вып. XXXIV. — Ч., 1967.
  3. ^ Вестник архивиста - Из истории марийской письменности. К 235-летию знаменательного события в жизни марийского народа(паллӑ мар). www.vestarchive.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ Салмин А. К. Первые грамматики языков народов Урало-Поволжья // Ежегодник финно-угорских исследований. — 2020. — Т. 14, вып. 1. — . — DOI:10.35634/2224-9443-2020-14-1-124-130.
  5. ^ Государственный праздник Республики Марий Эл «Марий тиште кече» День марийской письменности 10 декабря | Национальная библиотека имени С.Г. Чавайна Республики Марий Эл (выр.). nbmariel.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  6. ^ Энциклопедия | «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка». web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли