Мари ҫырулӑхӗн кунӗ
Мари ҫырулӑхӗн кунӗ (улăхри мари Марий тиште кече) — Мари Элӗн патшалӑх уявӗ. 1998 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Историйӗ
1775 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче Санкт-Петербургри лавккасене Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗ хатӗрлесе кӑларнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике черемисского языка» кӗнеке сутлӑха тухнӑ. Ку вӑл ҫармӑссен пӗрремӗш грамматики пулнӑ. Ӑна Хусан архиепископӗ Вениамин (Пуцек-Григорович) хатӗрленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫармӑссем пирки, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен ытти кӗнекесем те тухма пуҫланӑ, ҫавӑн пекех малтанхи сӑвӑллӑ текстсемпе ал вӗҫҫӗн хатӗрленӗ словарьсем те тухнӑ[1][2][3][4].
Мари чӗлхипе тухнӑ пӗрремӗш кӗнеке — «Сокращённый катехизис …» ятлӑскер — 1804 ҫулта тухнӑ[1]. Унта христианлӑх ыйтӑвӗсене тӑратнӑ. Ун хыҫҫӑн «Катехизис», «Евангели» тухнӑ[2][3].
1832 ҫулта Пертнуры ялӗнчи А. Альбинский пуп ҫармӑс алфавитне хатӗрленӗ, ун никӗсӗ ҫинче каярахпа пӗрремӗш «Упрощённый способ чтению детей черемисского населения» (уйрӑммӑн туҫи тата улӑх калаҫӑвӗсем ҫинче) букварьсем пичетлесе кӑларнӑ[1][2][3][4].
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мари чӗлхипе ытти кӑларӑмсем тухнӑ: Иоанн Кедровпа Гавриил Яковлев хатӗрленӗ букварьсем, Феодор Васильевӑн «Черемис грамматики» тата ыттисем[3]. Пӗтӗмӗшле вара 1775 ҫултан пуҫласа 1917 ҫулччен мари чӗлхин ту, улӑх тата тухӑҫ калаҫӑвӗсем ҫинче 250 ытла кӗнеке кӑларнӑ[2].
1907 ҫулта периодикӑллӑ кӑларӑм тухма пуҫланӑ: ҫармӑс чӗлхипе ҫулсерен «Марла календарь» (мари чӗлхинчен — Мари календарӗ). Унӑн страницисем ҫинче обществӑлла пурнӑҫ, ҫулталӑк вӑхӑчӗсем, уйӑхпа хӗвел ҫинчен материалсем пичетленнӗ, ҫырусемпе ытти корреспонденцине мӗнле ҫырмаллине ӑнлантарса панӑ. Кӑларӑма чи малтан хресченсем валли хатӗрленӗ. 1913 ҫулта ҫулсерен тухакан кӑларма кӑларма пӑрахнӑ[1].
1915 ҫулта ҫармӑссен пӗрремӗш хаҫачӗ «Война увер» («Ҫар хыпарӗсем») тухнӑ. Анчах ӑна та нумай вӑхӑт хушши кӑларман — 1917 ҫулччен кӑна[1].
Пӗтӗмлетӳ
1990 ҫулта Пӗтӗм мари пухӑвӗ ҫӗнӗ уява — Мари ҫырулӑхӗн кунне (улăхри мари Марий тиште кече) — йӗркелесси пирки пӗлтернӗ, ӑна раштавӑн 10-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ[5]. Ҫичӗ ҫул хушши уявӑн официаллӑ статус пулман. 1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мари Эл Республикин президенчӗн указӗпе ӑна ҫирӗплетнӗ, унтанпа вӑл регионӑн патшалӑх уявӗ шутланать[1][3].
Мари ҫырулӑхӗн кунне кашни ҫулах республикипех анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун «Марла чын возена» (выр. Пишем по-марийски правильно) пӗтӗмӗшле диктант иртет, ҫавӑн пекех — ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсемпе семинарсем, ӑсталӑх класӗсем, куравсем, тӗлпулусем, концертсем[6][7][4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Губернова, Н. В. "Бесценный памятник письменности". Республиканская библиотека для слепых (10 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 10 декабря – День марийской письменности. Марийская митрополия (9 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Эльвира Куклина. 10 декабря – День марийской письменности (план, история), Мари Арслан (2022-12-05). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 День марийской письменности , Культура.РФ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 10 Декабря - День марийской письменности. Параньгинская централизованная клубная система (14 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
- ^ День марийской письменности. Программа праздника, Кидшер (2023-11-30). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ День марийской письменности – истоки и современность | Национальная библиотека имени С.Г. Чавайна Республики Марий Эл (выр.). Национальная библиотека имени С. Г. Чавайна (5 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.