Волков Александр Павлович

Волков Александр Павлович (1922 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Малые Соли[d], Некрасовский район[d]1979 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Ленинград) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945), Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне илнӗ вӑхӑтра 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 11-мӗш гварди ҫарӗн 2-мӗш гварди танк корпусӗн 26-мӗш гварди танк бригадин автоматчиксен взвочӗн командирӗ, гварди лейтенанчӗ [1] [2] [3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хальхи Ярославль облаҫӗнчи Некрасов районне кӗрекен Малые Соли ялӗнче, ҫӗр ӗҫченӗ ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫичӗ класс пӗтерсен колхозра, унтан Иваново хулинчи пир-авӑр фабрикинче ӗҫлеме тытӑннӑ.

1941 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ҫулла Беларуҫе ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ.

undefined

1944 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Волков лейтенантӑн автоматчиксен взвочӗ танк взвочӗпе хутшӑнса Погост разъездне (Орша районӗ, Витебск облаҫӗ) алла илет. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра 55 гитлеровеца тӗп тунӑ тата вӗсен хушшинче виҫӗ офицерпа станци коменданчӗ, ҫар хатӗрӗсемпе апат-ҫимӗҫ тиенӗ 2 эшелона тата Германие хӑваласа каякан граждан халӑхӗпе пӗрле эшелона туртса илнӗ. Автоматчиксем ирӗке кӑларнӑ совет гражданӗсене хӗҫпӑшаллантарнӑ, 8 сехет хушши тӗп вӑйсем ҫитиччен тӑшмана тытса чарнӑ, ҫак хушӑра ултӑ хаяр атакине сирсе янӑ.

Тепӗр кунне, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Круглое ялӗ патӗнче (халӗ Могилёв облаҫӗнче хула) танксем ҫинче десант пулса автоматчиксем шоссе ҫулне пӳлнӗ, ун тӑрӑх ҫар тиевӗсем тиенӗ нимӗҫ машинисен колонни пынӑ. Ҫак тытӑҫура рота командирӗ вилнӗ, командование Волков хӑй ҫине илнӗ. Гитлеровецсем ҫине наступлени туса, вӑл хӑйӗн ротипе 130 ытла салтакпа офицера тӗп тунӑ, виҫҫӗр машинӑпа 400 салтакне тыткӑна илнӗ. Ҫак ҫапӑҫура Волков темиҫе гитлеровеца хӑй тӗп тунӑ.

Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Волков взвочӗ гитлеровецсем ҫунтарса янӑ кӗпер тӑрӑх Березина шывӗн сылтӑм енне каҫма ӗлкӗрнӗ. Автоматчиксем плацдарма ҫирӗпленсе ларса, тӑшманӑн вӑйӗсене пирӗн тӗп вӑйсем ҫитиччен сӗм ҫӗрлеччен тытса тӑнӑ. Плацдарма туртса илнипе Минскпа Вильнюс енӗсенче малалла наступлени тума лайӑх майсем туса панӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Александр Павлович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№5941) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

1945 ҫулта ВКП (б) ретне тӑнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта службӑна малалла тӑснӑ. 1966 ҫулта Волков подполковника запаса кӑларнӑ. 1975 ҫулхи ака уйӑхӗнче полковник ҫар званине тивӗҫнӗ.

Ленинградра ӗҫлесе пурӑннӑ. 1979 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче вилнӗ.

undefined

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Ленинградри Песочинка масарӗнче пытарнӑ. Вилтӑпри ҫине палӑк лартнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Александр Павлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Александр Павлович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Александр Павлович. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Каçăсем