Волков Лазарь Григорьевич

Волков Лазарь Григорьевич (1913 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ, Чулхула кĕперни1992 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ, Чулхула облаçĕ) — Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.01.1944)[1],[2],[3][4]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 163-мĕш стрелокĕсен дивизийӗн 1318-мĕш стрелокĕсен полкĕн сапёрĕ, хӗрлӗармеец.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1913 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Чулхула кӗпӗрнин (халӗ — Чулхула облаҫӗ) Княгинин уесӗнчи Вельдеманово салинче ҫӗр ӗҫченӗ ҫемьинче ҫуралнӑ. 1926 ҫулта шкулта тӑватӑ класс вӗренсе пӗтернӗ. 1927—1929 ҫулсенче Гурьевра пулӑ промыслинче вӗренекен пулнӑ, 1930—1932 ҫулсенче Горькире автомобиль заводне тунӑ ҫӗрте хура ӗҫ тӑвакан тата электрослесарь пулнӑ, 1933—1936 ҫулсенче — Бутурлиново районӗнче хатӗрлев инспекторӗ.

1936—1938 ҫулсенче Рабочи-хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, демобилизаци хыҫҫӑн тӑван ялӗнче «Новый быт» колхозра ӗҫленӗ. 1943 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш хут Коми АССР Кожвински район ҫар комиссариачӗ ҫара илнӗ. Ҫав ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче.

Воронеж фрончӗн 38-мӗш ҫарӗн 163-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1318-мӗш стрелоксен полкӗн сапёрӗ пулнӑ. Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССРне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Днепршӑн ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑ.

1943 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2-мӗшӗччен ҫӗрле пулӑҫсен киммипе вӑрттӑн Днепр урлӑ Киевран кӑнтӑралла каҫнӑ та хӗвеланӑҫ енчи ҫыранра 33 пехотӑна хирӗҫле мина вырнаҫтарнӑ. Каялла таврӑнсан вӑл юханшыв урлӑ 37 автоматчикпа разведчика каҫарса янӑ, вӗсем тӑшмана йышӑнакан позицийӗнчен ҫапса кӑларнӑ. Ун чухне вӑл 1318-мӗш полкӑн 1-мӗш батальонӗн стрелоксен подразделенийӗсен пӗтӗм йышне, тӑшман артиллерийӗ, миномёчӗсем тата пулемёчӗсем персе тӑнине пӑхмасӑр, каҫарса янӑ, пурӗ 50 рейс тунӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Лазарь Григорьевич хӗрлӗармееца Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№3633) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[5].

Лютеж плацдармӗнчи, Киева ирӗке кӑларнӑ ҫапӑҫусене, Житомир-Бердичев, Корсунь-Шевченково, Уманск-Ботошанск операцисене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ака уйӑхӗнче Винница облаҫне ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ, чылай вӑхӑт сипленнӗ хыҫҫӑн демобилизациленӗ. Тӑван ялне таврӑннӑ, унта колхоз председателӗ, тырӑ хатӗрлев пункчӗн заведующийӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникӗ пулнӑ.

Вельдеманово ял тата Перевоз район Канашӗсен депутатне суйланнӑ.

1969 ҫулта тивӗҫлӗ тухнӑ. 1992 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 1995 ҫулта унӑн вил тӑпри ҫине бюст вырнаҫтарнӑ.
  • Ун ячӗпе Перевоз хулинчи урама ят панӑ.
  • Чулхула облаҫӗн Правительстви 2007 ҫулта Перевоз хулинчи Тӗп ача-пӑча библиотекине Лазарь Волков ятне панӑ. 2007 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче ҫак вулавӑш ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Волков Лазарь Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  2. ^ Волков Лазарь Григорьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Волков Лазарь Григорьевич. Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1
  5. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ «Герои Победы — Волков Лазарь Григорьевич». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
  • За Отчизну, свободу и честь! Книга 3. Горький, 1967.
  • Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. Горький, 1981.
  • Пащенко П., Рядовой Волков // За Отчизну, свободу и честь! : очерки о Героях Советского Союза — горьковчанах. — Горький, 1967. — Кн. 3. — С. 42-48