Волков Михаил Прокофьевич
Волков Михаил Прокофьевич (чыслав хутӗнче ашшӗ ячӗ — Петрович) (1923 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ, Ферлюдино[d], Пенза кĕперни — 1990 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Ферлюдино[d], Пенза облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Хӗрлӗ Ҫар аслӑ сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945)[1][2][3]. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 2-мĕш Беларуç фрончĕн 65-мĕш çарĕн 15-мĕш стрелоксен дивизийӗн 47-мĕш стрелоксен полкĕн пулемёт расчёчĕн командирĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Ферлюдино ялӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна Пенза хулинчи ҫар комиссариачӗ Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ.
1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Тӗп, Беларуҫ, 1-мӗш тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче виҫӗ хутчен аманнӑ.
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 65-мӗш ҫарӗн 15-мӗш стрелоксен дивизийӗн 47-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт расчёчӗн командирӗ, аслӑ сержант пулнӑ. Ҫурҫӗр Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ.
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Волков Гросс-Вестпален посёлокӗ районӗнче Висла урлӑ Грудзёндзран 4 ҫухрӑмра (халӗ Polskie Stwolno сали, Драгач гмини, Свецкий повячӗ, Куявско-Поморское воеводство, Польша) каҫса пулемёт вучӗпе тӑшманӑн тапӑнӑвне чарнӑ, ҫапла юханшыв урлӑ ытти вӑйсене каҫма май туса панӑ. Тӑшманӑн темиҫе контратакине сирсе яма май килнӗ. Пӗтӗм расчёт вилсе пӗтсен, Волков, аманнӑ пулин те, ҫапӑҫу хирӗнчен тухман, ҫаплах тӑшмана хирӗҫ пеме пӑрахман, 50 яхӑн салтакпа офицера тӗп тунӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче вӑл йывӑр аманнӑ, ӑна госпитале ӑсатнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Волков Михаил Прокофьевич аслӑ сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№8162) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Волкова старшина званире демобилизациленнӗ. Пенза районӗнчи Ферлюдино (Салово ял канашӗ) ялӗнче пурӑннӑ[4]. 1985 тата 1990 ҫулсенче Ҫӗнтерӳ Парачӗсене хутшӑннӑ.
1990 ҫулта вилнӗ. Пенза хулинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 8162);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне Пенза облаҫӗнчи Салово ял канашӗн Константиновка пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула панӑ[5].
- Вилтӑпри ҫине палӑк вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Волков Михаил Прокофьевич. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Михаил Прокофьевич.
- ^ Волков Михаил Прокофьевич (в наградном листе именуется как Волков Михаил Петрович). Награда хучĕ. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
- ^ Волков Михаил Прокофьевич. Герой Советского Союза. (выр.). dmitrovsk1943.mybb.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Волков Михаил Прокофьевич (выр.). Общественный проект «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.