Воробьёв Геннадий Васильевич

Воробьёв Геннадий Васильевич (1918 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Шупашкар, Хусан кӗпӗрни — 1939 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Шупашкар) — совет чӑваш музыканчӗ: пианист тата композитор, ача-пӑча фортепиано чӑваш кӗввине никӗслекенӗ[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1918 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкарта[3] Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыка культурине никӗслекенсенчен пӗри шутланакан В. П. Воробьёв чӑваш композиторӗ ҫемйинче ҫуралнӑ.

Музыкант ҫемйинче ҫитӗннӗскер Геннадий малтанласа музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, унтан вара — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула. Саккӑрта чухне вӑл паянхи кунччен упранса юлнӑ фортепиано валли «Чӑваш кӗввине» хайлама та ӗлкӗрнӗ. 1935 ҫулта Чӑваш музыка техникумӗнчен композитор (В. М. Кривоносов класӗ) тата пианист (И. В. Люблин класӗ) специальноҫсемпе вӗренсе тухнӑ. 1939 ҫулта Мускав консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта Г. И. Литинскипе Н. Я. Мясковский патӗнче вӗреннӗ. Пӗрремӗш фортепьяно хайлавӗсене — «Карусель» тата «Ача-пӑча сюити» (1934—1935) — музыка техникумӗнче вӗреннӗ ҫулсенче ҫырнӑ[4] .

Консерваторире малтанхи икӗ курсра Воробьёв фортепиано валли сонатина, сӗрме купӑспа фортепиано валли соната тата А. С. Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисемпе романссем ҫырнӑ, теҫеткене яхӑн чӑваш халӑх юррине илемлетнӗ[4]. Хӑйӗн кӗске пултарулӑх ӗҫӗнче Г. В. Воробьёв ҫитмӗле яхӑн хайлав ҫырнӑ: камерӑллӑ-инструментлӑ тата оркестр хайлавӗсем, хор юррисемпе романссем, чӑваш халӑх юррисене илемлетнисем, ҫавӑн пекех фортепьяно, халӑх инструменчӗсен оркестрӗ, вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗ, сӗрме купӑс, балалайка валли хайлавсем тата тӑватӑ пайлӑ симфони, ӑна хӑй вилнӗ хыҫҫӑн Н. И. Пейко композитор вӗҫленӗ[3].

1939 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[3]. Воробьёв пултарулӑхӗ чӑваш юрри-кӗввине малалла аталантарассине пысӑк витӗм кӳнӗ.

«Чӑваш Республикин пичет патшалӑх архивӗ» республика патшалӑх учрежденийӗн фончӗсенче Г. В. Воробьевӑн нотӑллӑ хайлавӗсем тата ун ҫинчен ҫырнӑ литература упранаҫҫӗ[4].

Вуламалли

  • Кондратьев, М. Г. Композиторы Воробьевы / М. Г. Кондратьев ; [Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук]. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2006. — 335 с. : портр., фот., цв. фот., нот. — (Замечательные люди Чувашии). — Библиогр. в примеч.: с. 304-314. — Список произв. Воробьевых: с. 315-321.
  • Ходяшев, В. Геннадий Воробьев : краткий очерк жизни и творчества. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1968. — 60с.: ил.
  • Данилова, Л. Геннадий Воробьев композитора — 100 ҫул / Л. Данилова // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай районӗ). — 2018. — 10 август. — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Наумова, Т. «Вӗренмелле тата вӗрентмелле» : [Воробьев композиторсен ҫемйи ҫинчен] / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2017. — 1 ака (№ 12). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Сидоров, П. Геннадий Воробьевӑн хайлавӗсем ҫӗнӗрен янӑрарӗҫ / П. Сидоров // Хыпар. — 2011. — 1 чӳк. — С. 4.. — См. текст
  • Асламас, А. Достойное вечности имя / А. Асламас // Советская Чувашия. — 1998. — 13 авг.
  • Говорова, Н. У озера Аль / Н. Говорова // Сцена Чувашии. — 2007. — 20 марта (№ 3). — С. 7.
  • Зорина, Е. В. Потерянное и возвращенное / Е. В. Зорина // Календарь года=Ҫулталӑк кӗнеки: 2008. — Чебоксары, 2007. — С. 267-270.
  • Илюхин, Ю. А. Воробьев Геннадий Васильевич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 112.
  • Кондратьев, М. Г. Воробьев Геннадий Васильевич / М. Г. Кондратьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 352-353.
  • Кондратьев, М. Г. Новое в фортепианном наследии Г. В. Воробьева / М. Г. Кондратьев // Актуальные вопросы истории и теории Чувашского искусства : тр. ЧНИИ. — Чебоксары, 1979. — Вып. 90. — С. 112-123.
  • Кондратьев, М. Г. Обожженная душа / М. Г. Кондратьев // Чебоксарские новости. — 1992. — 7 мая. — С. 3.
  • Кондратьев, М. Г. Обработки народных песен для голоса и фортепиано в творчестве Геннадия Воробьева / М. Г. Кондратьев // Вопросы истории и теории искусств : сб. ст. — Чебоксары, 1992. — С. 110-126.
  • Паргеева, Е. В. Соната для скрипки и фортепиано Геннадия Воробьева: история произведения, становление композиторского стиля / Е. В. Паргеева // Университетское музыкознание. — Чебоксары, 2013. — Вып. 6. — С. 21-28.
  • Симфония дождалась своего часа // Советская Чувашия. — 2011. — 2 нояб. — Прил.: с. 3. — (Сцена Чувашии).
  • Федорова, С. И. Фортепианные произведения Геннадия Воробьева / С. И. Федорова // Чувашское искусство : сб. ст. — Чебоксары, 1994. — С. 157-173.