Ячӗ

Ячӗ «вуп» — пӗлтерӗшӗпе ҫӑт, тӗшӗр, тӗпсӗр шӑтӑк, авӑр — сӑмахран пулса кайнӑ.

Сӑнлани

Вупкӑна чӑвашсем тӗлли-паллисӗр формӑсӑр — хура та капашсӑр — чун пек курнӑ. Килти вупкӑн ҫын ҫумне ҫыпҫӑнакан ҫӑткӑн чӗрчун пулнӑ, вӑл кил-ҫурта вырнаҫнӑ, кил-ҫурт хуҫалӑхне тустарнӑ. Вупкӑн — Хӗртсурт ырӑ кӑмӑллӑ хӳтӗлевҫӗн хирӗҫлӗхӗ, вӗсем пӗр ҫуртра пурӑнаймаҫҫӗ[1].

В. К. Магницкий ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурҫӗр енчи чӑвашсем ӗлӗк вупкӑна йытӑ евӗр сӑнарланӑ, час-часах «хура», «ют» паллӑсем панӑ, унта ҫынсене тата килти выльӑха пӗтерекен чир-чӗр сӑлтавне курнӑ.

Усал ӗҫӗсем

Кӑнтӑр енчи чӑвашсем вупкӑн хӑрушӑ чир, ҫав шутра эпидемипе психика чирӗсем илсе килет тесе шутланӑ. Вупкӑн ҫил евӗр ҫынна тапӑнать те пӑсма, ӑсран кӑларма пултарать[2].

Ҫавӑн пекех вупкӑн выльӑх-чӗрлӗхе чир ярса вӗлерет, ҫуртсене тустарать, ҫемьесене ҫука хӑварать, аркатать[1].

Хӳтлӗх мелӗсем

Вупкӑна лӑплантарма пӗтӗм ял кӗллине — вупкӑн чӳкӗ — ирттернӗ, ӑна ҫырмара (таса мар вырӑнта, ахрат ҫырминче) чӳк апачӗпе чӳкленӗ. Чӳклеме халӑхран пухнӑ укҫапе туяннӑ виҫӗ хура путек е така пусынӑ. Пӗрремӗш такана вупкӑна хӑйне (вупкӑн турри), иккӗмӗшӗ — вупкӑн ашшӗне, виҫҫӗмӗшӗ — вупкӑн амӑшне пулнӑ. Апата — вир пӑтти тата аш яшки — виҫӗ хуранта пӗҫернӗ. Кӗлӗре вупкӑна ял-йыша чир-чӗртен тасатма, хӑйсене тӗнчен тӑватӑ енне тухса кайма ыйтнӑ. Чӳк тунӑ чӗрчунсен тирӗсене, шӑммисене, апат юлашкисене ҫӗре чавса пытарнӑ.

Мура хирӗҫ ҫӗнӗ вут-ҫулӑм кӑларас, ҫынсене тата выльӑх-чӗрлӗхе тасатас тӗллевпе «чӗрӗ вут-кӑвар» тата «хӗр аки» (ял тавра сухалани) йӑласене ирттернӗ. Хӑш-пӗр ялсенче выльӑх-чӗрлӗх вилнине чарас тӗллевпе йӑлӑнса вупкӑна парне кӳрес йӑла-йӗркене кӗтӳ хӑваласа тухнӑ пӗрремӗш кун ирттернӗ.

Вупкӑн пӑснине хирӗҫ ҫавӑн пекех юмӑҫ вупкӑн чӗлхипе тухатласа сипленӗ, чирлӗ ҫынна тухатланӑ шывпа ҫунӑ, вупкӑн курӑкӗпе — ҫӗр мӑйӑрӗпе — усӑ курнӑ.

Чӑвашсем вупкӑнран ҫавӑн пекех чеелӗхпе усӑ курса хӑтӑлма пулать тесе шутланӑ, ӑна шӑтӑклӑ шӑмӑ ӑшне[3], упа шӑтӑкне[4] тата ытти ҫӗре шала илӗртсе кӗртсе унта хӑварнӑ. Анчах ӑна кам та пулин хӑтарсан вупкӑн ҫав ҫын ҫумне ҫыпӑҫать[1].

Тӗсӗсем

Вупкӑнсем хӑш вӑхӑтра аташнине тата «ӗҫ-хӗлне», пурӑну вырӑнӗсене кура тӗрлӗрен пулаҫҫӗ:

пурӑнакан вырӑнпа —

  • пỹртри вупкӑн;
  • масарти вупкӑн;
  • шыври вупкӑн;

вӑхӑтпа —

  • ҫӗрлехи вупкӑн;
  • кун вупкӑнӗ;

«ӗҫ-хӗлӗпе» —

  • шӑнтакан, сив чир кӳрекен вупкӑн;
  • чӗпӗтекен вупкӑн;
  • хаярлӑ, ҫилӗллӗ вупкӑн.

Ытти халӑхсемпе пӗрпеклӗхсем

Чӑвашсен вупкӑнне ҫывӑх усал ҫармӑссен мифологийӗнче пур — алгазе (тӑранма пӗлми усал)[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Остатки языческих обрядов и религиозных верований у чуваш - епископ Никанор (Каменский) - читать, скачать (выр.). azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ Чувашская мифология (2019-02-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  3. ^ Чăваш юррисем, юмахěсем, халапěсем: yumah.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  4. ^ Чăваш юррисем, юмахěсем, халапěсем: yumah.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  5. ^ Марийская_мифология.pdf. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чувашская мифология: этнографический справочник. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. – 591 с.: ил.
  • Золотницкий Н. И. Корневой чувашско-русский словарь, сравненный с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племён. Хусан: Император Хусан университечӗн типографийӗ, 1875. 280 с.
  • Каменский Н. Т. (Никанор) Современные остатки языческих обрядов и религиозных верований у чуваш /Известия по Казанской епархии. 1879. № 1. С. 17—№; 2. С. 45—56;
  • Магницкий В. К. Материалы к объяснению старой чувашской веры. Хусан: Император Хусан университечӗн типографийӗ, 1881. 268 с.
  • Ашмарин Н. И. Чӑваш кӗн чӗлхи кӗнеки = Словарь чувашского языка. Хусан — Шупашкар, 1928—1950. Вып. I—XVII. — 1930. — V том — 272 с.
  • Ильина Г. Г. Традиционные представления чувашей о Вупар и Вупкан // Проблемы мифологии народов Поволжья: материалы Всероссийской научно-практической конференции (г. Москва, 17—19 апреля 2014 г.) / отв. ред. Л. Г. Латфуллина, Р. З. Хайруллин). М.: МГПУ, 2014. Вып. 8. С. 100— 106;
  • Тойдыбекова Л. С. Марийская мифология. — Этнографический справочник. — Йошкар-Ола: 2007. — 312 с.

Каçăсем