Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — Раççей Федерацинче — халăх интересĕне шута илсе, истори тата вырăнти ытти йăлана хисеплесе халăх хăйĕн влаçне тытса пырассипе вырăнти ĕçсене туса пырас хорми.
Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — халăх хăйĕн влаçне пурнăçа кĕртӳ ĕлки . Вырăнти хăй тытăмлăхĕ — тытăмлăхăн центрсăрланă ĕлки, ăна хăй майлăхĕпе, вырăнти органĕсем валли автономлăхĕпе тивĕçтернĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх пĕлĕвĕн теори никĕсне XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче франци патшалăх ĕçченĕ Алексис Токвиль историк, нимĕç тĕпчевçĕ-юрисчĕсем Рудольф Гнейст (1816—1895), Лоренц Штейн (1815—1890), Пауль Лабанд тата урăххисем туса хунă. Хăй тытăмлăх этем пĕрлĕх теорийĕ вырăнти этем пĕрлĕхĕсемпе пĕрлешӳсем хăйсен право пултарулăхне тытса пымаллă ирĕклĕхе йышăннинчен пулса тухать. Хăй тытăмĕн патшалăх теорипе килĕшӳллĕ вырăнти хăй тытăмлăхĕ — патшалăх тытăмĕн вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕн пĕр ĕлки. Хальхи Раççейре вырăнти хăй тытăмлăхĕ граждан пĕрлĕхĕн мар, халăх влаçĕн институчĕ пулать, çакă вырăнти хăй тытăмлăхĕн патшалăх прави характерĕ çуккине кăтартать.
Вырăнти хăй тытăмлăх Раççей Федераци конституци йĕрки тĕп никĕсĕсенчен пĕри шутланать, Раççей Федерацин Конституципе хӳтĕленсе, тытăнса тăрать.
Вырăнти хăй тытăмлăх право никĕсне çак саккунсем тăваççĕ:
Раççей Федерацин Конституцийĕ,
пурĕ те йышăннă принципсемпе тĕнче право виçи, Раççей Федерацин тĕнче килĕшĕвĕсем,
федерацин конституци саккунĕсем,
2003 çулхи юпан 6-мĕшĕнчи 131-ФЗ №-лĕ «Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» федераци саккунĕ, федерации урăх саккунĕсем, федераци саккунĕсемпе татăçуллă кăларакан урăх право виçиллĕ Раççей Федераци акчĕсем (Раççей Федерацин Президенчĕн хушăвĕсемпе ĕç хушнисем, Раççей Федераци Правительствин йышăнăвĕсемпе ĕç хушнисем, федерацин ĕçтăвакан влаç органĕсен ытти право виçиллĕ акчĕсем),
Раççей Федераци субъекчĕсен конституцисем (уставсем), саккунĕсем тата ытти право виçи акчĕсем,
муниципаллă йĕркелӳсен уставĕсем,
вырăнти референдумсемпе граждансен пухăвĕсенче йышăннă йĕркесем,
Раççей Федерацин Конституципе вырăнти хăй тытăмлăха граждансем референдум, суйлав, урăх тĕрлĕ тĕслĕ тӳррĕн ирĕк кăтартăвĕпе, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйлав тата урăх органĕсем витĕр тытса пыраççĕ.
Муниципаллă йĕркелӳсен чиккисене тата статусне 2003—2005 çулсенчи муниципаллă реформа вăхăтĕнче туса хунă. Муниципаллă йĕркелӳсен чиккисене тата вĕсене улăштарас йĕркене Федераци саккунĕпе палăртнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалах влаç органĕсен системине кĕреççĕ. Муниципаллă йĕркелӳ уставĕпе палăртнă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен структурине и çак органсемпе вырăнти хăй тытăмлăх ĕç вырăнĕсем кĕреççĕ:
Журнал "Государственная власть и местное самоуправление"
Felix Böllmann: Formalprivatisierung kommunaler Aufgabenerfüllung und Transformation - Rechtsökonomische Analyse am Beispiel Russlands und Ostdeutschlands, Leipziger Universitätsverlag, Leipzig 2007, ISBN 978-3-86583-169-9
К.И.Могилевский. Столыпинские реформы и местная элита. Совет по делам местного хозяйства (1908-1910) (отв. редактор В.В. Шелохаев), М.: Российская политическая энциклопедия (РОССПЭН), 2008