Гагарина Полина Сергеевна
Гага́рина Поли́на Серге́евна (ҫур. 1987 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ[1][2], Мускав) — Раҫҫейри эстрада юрӑҫи, композитор, актриса, модель, «Еврокурав-2015» музыка конкурсне хутшӑнса 2-мӗш вырӑна тухнӑ[3].
2024 ҫулхи Раҫҫей Президент суйлавӗнче Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн культурӑпа ӳнер енӗпе ӗҫлекен президент ҫумӗнчи канашӑн пайташӗ (2018 ҫултанпа).
Пурнӑҫӗ
1987-2002 ҫулсенче: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх
Мускавра 1987 çулхи пушӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхĕ Грецире иртнӗ. «Голос» шоувĕн пӗр кӑларӑмӗнче хăйĕн мордва тымарĕсем пуррине пӗлтернӗ. Амӑшӗ — профессионал-ташӑҫă — 1991 ҫулта Афинӑри «Алсос» балетне актриса ӗҫĕпе кĕрессине грек продюссерӗпе калаçса татăлнă хыççăн контракт çине алӑ пуснӑ. Унта Полина Гагарина виҫӗ ҫул пурӑннӑ, 1993 ҫулхи авăн уйӑхӗнче пӗрремӗш класа кайнӑ. Ҫуллахи каникула Раҫҫее таврӑнсан кукамай ҫине тӑнипе Сарăтура пурӑнма юлнӑ. Уитни Хьюсон композицине суйласа илсе юрласан ăна мусăк шкулне илнĕ.
Грецире контрактпа ĕçлесе пĕтерсен Полина амӑшӗ Мускава таврӑннӑ, çакăн хыççăн Полина та кунта куҫса килнӗ. Мусăк шкулĕнче вӗренсе тухсан 14 çул тултарнă Полина Гагарина Патшалăхăн эстрадаăпа джаз ӳнерĕн мусăк училищине вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра ăна Наталья Андриянова педагог «Çӑлтӑрсен хапрăкĕ» музыка телепроектне хутшӑнма сӗннӗ.
2003 ҫул: "Çӑлтӑрсен Хапрӑкӗ"
2003 ҫулта, 16 ҫула çитнĕ Полина «Çӑлтӑрсен хапрăкĕ-2» телепроекта лекнӗ. Унта вара Максим Фадеевӑн темиҫе юррине шӑрантарса конкурсра ҫӗнтернӗ. Чылай профессионал çакăн хыççăн Полина Гагарина шоура чи вӑйлӑ юрӑҫ тенĕ. Анчах та Полина проект вĕçленсен Фадеевпа малалла ӗҫлеме килӗшмен.
2004-2007 ҫулсем: карьерăна пуҫлани тата "Пӗлӗтрен ыйт" альбомĕ
2005 ҫулта Гагарина АРС Records студипе ĕçлеме килĕшнĕ. Ҫав ҫулах пӗтӗм тӗнчери "Ҫӗнӗ хум" конкурса хутшӑннӑ, унта виҫҫӗмӗш вырӑна тухнă. Конкурсăн юлашки кунӗнче шăрантарнă авторăн "Сӑпка юрри" хит пулса тӑнă. Утăн 11-мӗшӗнче Мускавра видеоклипа çапса илнĕ, режиссерĕ/операторĕ — Владислав Опельянц.
2006 ҫулта «Эпӗ санӑн» юрӑ валли клип (режиссёр — Георгий Тоидзе) хатӗрленӗ. Каярахпа «Morning» юрӑ валли клип кӑларнӑ. Ҫав ҫулах «Астӑватӑп» синглĕ тухнă. 2006 ҫулта Гагарина МХАТ студине вӗренме кӗнӗ. Авăнăн 17-мӗшӗнче Le Club клубра Гагарина хăйĕн пĕрремӗш соло концертне панă.
2007 ҫулта Константин Меладзе хайланă «Эп сана нихӑҫан та каҫармӑп» сингл ҫырнӑ. 2007 ҫулхи утăн 12-мӗшӗнче дебют-альбомне кӑларнӑ, унта «Сӑпка юрри», «Пӗлӗтрен ыйт», «Эпӗ санӑн» тата «Эп сана нихӑҫан та каҫармӑп» юрăсене кӗнӗ.
2012 ҫултанпа
2012 ҫулта Гагарина ТНТ каналти «Тутлӑ пурнӑҫ» ток-шоуна ертсе пыракансенчен пӗри пулса тӑнӑ[4].
2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускаври «Известия Hall» банкет залӗнче иртнӗ «Звуковая дорожка—2013» церемонире Гагарина «Sexy Ж» номинацире приза тивӗҫнӗ. 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Crocus City Hall концерт залӗнче RU.TV премипе чысланӑ, унта Гагарина «Чи лайӑх юрӑҫ» номинацире ҫӗнтернӗ.
2013 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче юрӑҫ МУЗ-ТВ телеканал версийӗпе «Прорыв года» номинацире ҫӗнтернӗ[5]. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Fashion People Awards-2013» премие паракан церемонире Гагаринӑна «Fashion»-юрӑҫ тенӗ. 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Навек» ҫӗнӗ сингл тухнӑ. Каярах вӑл хӑйӗн «Ҫук» юрӑшӑн иккӗмӗш «Ылтӑн граммофонне» илнӗ.
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Гагарина «Еврокурав-2015»(выр.)чăв. пӗрремӗш ҫурма финалта «A Million Voices» юрӑпа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Еврокурав» финалӗнче 303 балл пухса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ[6].
2016 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче «Полина Гагарина» ТМЯП коммерци организацине йӗркеленӗ[7].
2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче YouTube видеохостинг Полина Гагаринӑн каналне хупласа хунӑ[8].
2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Полина Гагарина «Пушкӑртстан Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ[9].
«Интервидени—2025»[шаблон кăларса пăрах] музыка конкурсӗнче финалта тухса юрланӑ. Вӗҫӗнче конкурса хутшӑнакансем пурте пӗрле тӗрлӗ чӗлхепе Полина Гагаринӑн «Эпир миллионӑн» композицине юрласа панӑ[10].
Фильмографи тата сасӑлани
- 2007 — Дочки-матери — пуçламăш юрăна шăрантарни
- 2012 — Катина любовь — пуçламăш юрăна шăрантарни
- 2012 — Монстры на каникулах — юная вампирша Мэвис (сасă кĕртни)
- 2014 — Оз: Возвращение в Изумрудный город — Дороти Гейл (сасă кĕртни)
- 2015 — Одной левой — Софи / юрăна шăрантарни
- 2015 — Битва за Севастополь — главная музыкальная тема (Виктор Цойăн «Кукушка» кавер-версийĕ)
- 2015 — Монстры на каникулах 2 — юная вампирша Мэвис (сасă кĕртни) / юрăна шăрантарни
- 2018 — Заповедник — камео
- 2021 — Бывшие — Лена Бёрн, ҫыравҫӑ
- 2024 — Летучий корабль — леди Джейн
- 2024 — Красные линии (сериал) — Лена Бёрн, ҫыравҫӑ
Видеоклипсем
| Çул | Клип | Режиссёр | Альбом |
|---|---|---|---|
| 2005 | «Колыбельная» | Владислав Опельянц | Попроси у облаков |
| 2006 | «Я твоя» | Георгий Тоидзе | «Попроси у облаков» |
| 2006 | «Morning» | Ирина Миронова | «Попроси у облаков» |
| 2007 | «Я тебя не прощу никогда» | Семён Горов | «Попроси у облаков» |
| 2009 | «Кому, зачем?» (feat. Ирина Дубцова) |
Алексей Голубев | «О себе» |
| 2011 | «Осколки» | Наталья Меркулова | «TBA» |
| 2012 | «Спектакль окончен» | Сергей Солодкий | «TBA» |
| 2012 | «Нет» | Алан Бадоев | «TBA» |
| 2013 | «Навек» | Алан Бадоев | «TBA» |
| 2014 | «Шагай» | Сергей Солодкий | «TBA» |
| 2015 | «Любовь тебя найдёт» | Алексей Голубев | «TBA» |
| 2015 | «A Million Voices» | Алексей Голубев | «TBA» |
| 2015 | «Больше снов» | N/A | «TBA» |
| 2015 | «Кукушка» | N/A | «TBA» |
| 2015 | «Миллион голосов» | Алексей Голубев | «TBA» |
| 2015 | «Я не буду» | Алексей Голубев | «TBA» |
| 2015 | «Не пара» | Алексей Голубев | «TBA» |
| 2015 | «Монстры на каникулах 2» | — | «ТВА» |
Харпӑр пурнӑҫӗ
- Пӗрремӗш упӑшки — Пётр Кислов(выр.)чăв. актёр (2007—2010)
- ывӑлӗ Андрей Кислов (2007 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче ҫур.).
- Иккӗмӗш упӑшки — Дмитрий Исхаков фотограф (2014 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен).
- хӗрӗ Мия Исхакова (2017 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче ҫур.).
Премисемпе наградисем
- 2005, Утӑ, 29 — ҫурла, 1 — Пӗтӗм тӗнчери «Ҫӗнӗ хум» музыка конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн[11].
- 2006, раштав, 9 — «Я твоя» юрӑпа «Ҫулталӑк юрри» телекурав фестивалӗн лауреачӗ[12].
- 2007, раштав, 9 — «Я тебя не прощаю никогда» юрӑпа «Ҫулталӑк юрри» телекурав фестивалӗн лауреачӗ.
- 2008, раштав, 7 — «Юрату хӗвел айӗнче» тата «Кама, мӗн тума?» юрӑсене пула ҫулсерен иртекен «Ҫулталӑк юрри» фестиваль лауреачӗ.
- 2010, ҫӗртме, 11 — МУЗ-ТВ телеканал версийӗпе Ирина Дубцовӑпа пӗрле «Прорыв года» номинаци ҫӗнтерӳҫи[13].
- 2012, ҫӗртме, 18 — «Спектакль вӗҫленнӗ» композиципе «Фэшн-песня» номинацире ҫулсерен иртекен «Fashion People Awards» преми лауреачӗ.
- 2012, авӑн, 29 — «Спектакль вӗҫленнӗ» юрӑпа «RU.TV» преми шайӗнче «Чи лайӑх рингтон» номинаци ҫӗнтерӳҫи.
- 2012, раштав, 1 — «Спектакль вӗҫленнӗ» хитшӗн «Ылтӑн граммофон» сумлӑ преми статуэтки[14].
- 2012, раштав, 1 — «Спектакль вӗҫленнӗ» юрӑпа «Ҫулталӑк юрри» телекурав фестивалӗн лауреачӗ.
- 2013, кӑрлач, 1 — «Спектакль вӗҫленнӗ» юрӑшӑн «Чи лайӑх 20 юрӑ» кӑларӑмӑн дипломӗ тата хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗ.
- 2013, ҫу, 5 — «Чи лайӑх юрӑҫ» ят, «Ҫук» юрӑпа хатӗрленӗ клип 2013 ҫулхи чи лайӑх видеоклип пулса тӑнӑ, «RU.TV» телеканал версийӗпе.
- 2013, ҫӗртме, 7 — «Муз-ТВ» телеканал премийӗн «Прорыв года» номинацинчи ҫӗнтерӳҫӗ[5].
- 2013, ҫӗртме, 17 — «Fashion People Awards» преми лауреачӗ.
- 2013, чӳк, 30 — «Ҫук» юрӑшӑн «Ылтӑн граммофон» статуэтки[15].
- 2013, раштав, 7 — «Ҫук» юрӑшӑн «Чи лайӑх 20 юрӑ» кӑларӑмӑн дипломӗ тата хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗ.
- 2015, ҫу, 24 — Еврокурав-2015 конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ[16].
- 2015, авӑн, 8 — «GQ» журнал версийӗпе «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» ята тивӗҫнӗ.
- 2015, чӳк, 10 — «Glamour» журнал версийӗпе «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» ята тивӗҫнӗ[17].
- 2016, ака, 18 — «HELLO!» журнал версийӗпе «Раҫҫейри чи стильли» номинацире ҫӗнтернӗ[18].
- 2016, ҫӗртме, 10 — «Чи лайӑх юрлакан» номинацире «Муз-ТВ 2016» премийӗн лауреачӗ[19].
- 2019, пуш, 22 — «Ҫулталӑкри чи лайӑх юрӑҫ» номинацире «BraVo» премийӗ[20].
- 2021, раштав, 2 — Раҫҫейри «Виктория» наци музыка премийӗн «Чи лайӑх поп-юрӑҫ» номинаци лауреачӗ[21].
- 2023, чӳк, 30 — «Лӗпӗшсем» юрӑшӑн «Ылтӑн граммофон» музыка премийӗн статуэтки.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
- ^ 1, 2 Polina Gagarina // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
- ^ Биография Полины Гагариной, РИА Новости (2015-03-11). 2017 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 7дней.ru Полина Гагарина — биография. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Билан и Лорак стали лучшими исполнителями по версии МУЗ-ТВ 2013 (выр.). РИА Новости (7 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
- ^ Полина Гагарина представила песню, с которой поедет на «Евровидение» — Представлять Россию на конкурсе «Евровидение» в этому году будет Полина Гагарина. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Контрагент ООО "ПОЛИНА ГАГАРИНА". Audit-it.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ YouTube заблокировал каналы Гагариной и Shaman (2024-07-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Полина Гагарина стала народной артисткой Башкирии. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
- ^ Победы и интриги на "Интервидении-2025": как это было (20250921T1042). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ «Новая волна 2005»: победил латыш Интарс Бусулис, NEWSmusic.ru (2005-07-31). 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2012 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ «Песня года 2006» наградила лучшие песни. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
- ^ Премия Муз-ТВ 2010: итоги. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Золотой граммофон 2012 — Итоги. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
- ^ Золотой граммофон 2013 — Итоги. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Полина Гагарина заняла второе место на Евровидении 2015. Новости. Первый канал (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ.
- ^ Полина Гагарина стала женщиной года по версии журнала "Glamour". vzsar.ru (12 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Анна Федюнина. «Самые стильные в России — 2016»: полный список победителей. ru.hellomagazine.com (18 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ «Лучшая исполнительница»: Полина Гагарина. muz-tv.ru (10 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Певицей года по версии премии BraVo стала Полина Гагарина. РИА Новости (21 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Лауреаты и финалисты Российской Национальной Музыкальной Премии «Виктория» – 2021. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
Каçăсем
- gagarina.com — Полина Гагаринăн официаллӑ сайчӗ