Интервидени (юрӑ конкурсӗ)
«Интервидени» юрӑ конкурсӗ (выр. Конкурс песни «Интервидение») — Пӗтӗм тӗнчери радиохыпарлавпа телекурав организацийӗ (OIRT) никӗсленӗ эстрада юррин конкурсӗ. Сопотра 1977—1980 ҫулсенче Сопотри Пӗтӗм тӗнчери юрӑ фестивалӗсен шайӗнче тӑватӑ хут иртнӗ[1].
2008 ҫулта «Хӗрлӗ Тӑваткал» компани Сочире конкурса ҫӗнӗрен чӗртме хӑтланнӑ[2]. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче конкурс юпа уйӑхӗнче каллех таврӑнассине, унта экс-совет патшалӑхӗсем тата Шанхайри ҫыхӑнса ӗҫлекен организацин пайташӗсем хутшӑнассине пӗлтернӗ[3]. 2024 ҫулта «Интервидени» юрӑ конкурсӗ Мускавра иртмелле пулнӑ[4].
2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче РФ президенчӗн пӗтӗм тӗнчери культура енӗпе ҫыхӑнса ӗҫлессипе тӑрӑшакан ятарлӑ представителӗ Михаил Швыдкой конкурса ирттермелли ҫӗнӗ дата ҫинчен пӗлтернӗ — 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче[5].
2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫулта «Интервидени» музыка конкурсне ирттересси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ[6], конкурс Мускавра авӑнӑн 20-мӗшӗнче «Live Аренӑра» иртнӗ[7].
Историйӗ
Музыка конкурсне Пӗтӗм тӗнчери «Интервидени» организаци никӗсленӗ. Организаци хӑй 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери радиохыпарлавпа телекурав организацийӗпе килӗшӳллӗн никӗсленнӗ. Интервидение ытларах социализм лагерӗн патшалӑхӗсене кӗнӗ. Интервиденин яланхи органӗсем — Интервидени Канашӗ, Координаци техника центрӗ, Программӑсен координаци центрӗ — Прагӑра вырнаҫнӑ. Чи малтанах Интервидение СССР, ГДР, Польша, Венгри, Чехословаки кӗнӗ. Организацин хӑй тӗллӗ пайташӗсем ҫавӑн пекех Украина, Эстони, Латви шутланнӑ. Ҫак ҫӗршывсен 1962 ҫултанпа телевидени программисемпе тӳрремӗнех улшӑнма тата трансляци тума майсем пулнӑ. 1963 ҫулхи акаран пуҫласа Интервидение Болгарипе Румыни хутшӑннӑ. Каярахпа Интервидение Литва, Беларуҫ, Молдова, Куба, Монголи, Финлянди, Вьетнам, Афганистан кӗнӗ. Интервидени ӗҫне Югославин телевидени организацийӗсем те хутшӑннӑ. Интервидени программисен хушшинче ытларах спорт ӑмӑртӑвӗсен репортажӗсемпе трансляцийӗсем пулнӑ, унсӑр пуҫне ача-пӑча, музыка, вӑйӑ-кулӑ кӑларӑмӗсене кӑтартнӑ. Ҫулсеренех Польшӑри Сопот хулинче юрӑ конкурсӗ ирттернӗ, 1977 ҫулта вӑл «Интервидение» официаллӑ ята илнӗ. Фестивальте хӑнасем те сцена ҫине тухнӑ, ҫав шутра — Глория Гейнор, Петула Кларк, «Бони М» ушкӑн тата ыттисем те.
Юрӑ конкурсне аталантарма Польшӑри политика пулӑмӗсем чӑрмантарнӑ: 1980 ҫулхи ҫулла тӗлне Гданьскра пин-пин рабочи «Солидарность» юхӑм ертсе пынипе забастовка тунӑ. Тепӗр ҫулхине Польша влаҫӗсем ҫар положенине йышӑннӑ, урамсенче танксемпе хӗҫ-пӑшаллӑ полици пулнӑ, Сопотра конкурс ирттермен.
1983 ҫулта «Интервидени» ҫичӗ хулара конкурс йӗркелесе ирттернӗ, ҫав шутра — Тампере, Мускав, Варшава, София, Прага (вӑл унта хутшӑнакансене икӗ хутчен йышӑннӑ, ҫав шутра финал каҫӗнче те). Гран-Прие Польша юрӑҫи Збигнев Водецкий «Я люблю возвращаться туда, где уже был» (Lubie wracac tam gdzie bylem) юрӑпа тивӗҫнӗ[8][9], лауреатсен шутӗнче — Марина Флореа (Румыни), Маргарита Горанова (Болгари), Карел Чернох (Чехословаки). 1984 ҫулта юрӑ конкурсне Польшӑра ирттерсен ӑна каллех Сопотри музыка фестивалӗ теме пуҫланӑ[10].
Интервидени социализм лагерӗ аркансан пӗтнӗ. Унтанпа конкурса ҫӗнӗрен чӗртес шухӑш пӗрре мар ҫуралнӑ. Тӗслӗхрен, Шанхайри ҫыхӑнса ӗҫлекен организаци шайӗнче конкурса ҫӗнӗрен пуҫарма сӗннӗ.
«Пилӗк Ҫӑлтӑр. Интервидени»
2008 ҫулта «Хӗрлӗ Тӑваткал» компани Пӗрремӗш каналпа пӗрле Сочире конкурса ҫӗнӗрен чӗртме хӑтланнӑ[2]. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «Пилӗк ҫӑлтӑр» конкурсне пӗтӗм тӗнчери статуса парас шухӑш тахҫанах тӗвӗленнӗ. Пӗрремӗш канал ҫак фестивале виҫӗ ҫул наци формачӗпе ирттернӗ, кашни ҫулах оргкомитета ют ҫӗршывсенчен заявкӑсем килнӗ. Тӑваттӑмӗш хутӗнче мероприяти йӗркисене тепӗр хут пӑхса тухнӑ. «Пилӗк ҫӑлтӑрпа» кӑсӑкланакансем ытларах пулччӑр тесе конкурс форматне улӑштарса ӑна «Пилӗк ҫӑлтӑр. Интервидени» ят пама йышӑннӑ.
Каллех вӗҫӗ
Пӗрремӗш канал 2008 ҫулта кӗртнӗ ҫӗнӗ йӗркесемпе килӗшӳллӗн, тепӗр «Интервидени» конкурс ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршывӗнче иртмелле пулнӑ. 2009 ҫулхи ҫуркунне Душанбере конкурс йӗркелӳҫисем пулса курнӑ, вӗсем Таджикистан енӗпе пӗрле конкурса «Кохи Борбад» культурӑпа вӑйӑ-кулӑ комплексӗнче ирттерме йышӑннӑ. Анчах та каярахпа мероприятие ирттермелли срока ҫурла уйӑхӗнчен юпа уйӑхне куҫарнӑ[11]. 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Таджикистан телевиденипе радиовещани комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Абдурахмон Абдуманнонов ҫапла пӗлтернӗ: Раҫҫей енчен конкурс йӗркелӳҫиснчен «Хӗрлӗ Тӑваткалтан» тата «Пӗрремӗш каналтан» официаллӑ ҫыру килнӗ, унта вӗсем Таджикистана «хӑйсем конурса кӑҫал Душанбере ирттерме хатӗр маррине» пӗлтернӗ[12]. Ҫавӑн пекех «Интервидени» йӗркелӳҫисем Шанхайри ҫыхӑнса ӗҫлекен организацие хутшӑнакан ҫӗршывсене кӗртме йышӑннӑ, ҫавна май ӑна ирттермелли срока 2010 ҫула куҫарнӑ.
Чӗрӗлӳ
2009 ҫулта Раҫҫей премьер-министрӗ Владимир Путин конкурса ҫӗнӗрен хута яма сӗннӗ, хальхинче — Раҫҫей, Китай тата Тӗп Азири ытти ҫӗршывсен хушшинче (вӗсем, тӗпрен илсен, Шанхайри ҫыхӑнса ӗҫлекен организаци (ШОС) пайташӗсем шутланаҫҫӗ)[13]. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче конкурс каллех юпа уйӑхӗнче таврӑнассине, унта экс-совет патшалӑхӗсемпе ШОС пайташӗсем хутшӑнассине пӗлтернӗ[3]. Юлашкинчен ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑк юрӑҫсен «Интервидени-2014» конкурсне 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сочире ирттерме палӑртнӑ[14]. Раҫҫей суйлав турӗ «Пилӗк ҫӑлтӑр» музыка конкурсӗ евӗр Ялтӑра 2014 ҫулхи ҫӗртмере иртнӗ. Каярахпа конкурса, тен, ҫуркуннене куҫарма май пулӗ пӑрахӑҫланӑ. Конкурс йӗркелӳҫи Виктор Дробыш пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — политика лару-тӑрӑвне пула[15]. Пӗлтернӗ тапхӑрӗсем иртнӗ хыҫҫӑн йӗркелӳҫӗсенчен нимӗнле официаллӑ хыпар та килмен — конкурс пулман.
Интервидени 2025
2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫулта «Интервидени» музыка конкурсне ирттересси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ, вӑл Мускавра тата Мускав облаҫӗнче иртет[6]. Конкурса хутшӑннине 20 ытла ҫӗршыв ҫирӗплетнӗ[16].
Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче РФ правительстви конкурс оргкомитечӗн йышне ҫирӗплетнӗ. Унта РФ культура министрӗ Ольга Любимова, Пӗрремӗш каналӑн тӗп директорӗ Константин Эрнст тата президентӑн халӑхсен хушшинчи культура енӗпе ҫыхӑнса ӗҫлессипе тӑрӑшакан ятарлӑ представителӗ Михаил Швыдкой кӗнӗ[17]. Конкурс посолӗсем Дима Билан, Пелагея тата Клава Кока пулнӑ[18].
Пушӑн 20-мӗшӗнче правительство «Интервидение» ирттерме 750 млн тенкӗ уйӑрасси паллӑ пулнӑ[19].
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Манеж тӳремӗнче «Интервидени-2025» пуҫланиччен сехете каялла шутламаллине халалланӑ уяв церемонийӗ иртнӗ[20].
2025 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче «Интервиденин» официаллӑ телеграм-каналӗнче билет туянма заявкӑсем йышӑнмалли старта пӗлтернӗ[21].
Раҫҫей чысне конкурсра Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ярослав Дронов, Shaman псевдонимпа паллӑскер, хӳтӗлӗ[22]. Пӗтӗм тӗнчери «Интервидени» музыка конкурсне Раҫҫейрен кам хутшӑнассине ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналти «Пусть говорят» программӑн эфирӗнче пӗлтернӗ[23].
Вьетнам «Интервидени» музыка конкурсӗнчи ҫӗршыв представительне палӑрнӑ, Раҫҫее «Голос» шоун Вьетнам версийӗн ҫӗнтерӳҫи Дык Фук юрӑҫ кайӗ[24].
АПШран конкурсра Брэндон Ховард юрӑҫ хутшӑнӗ, вӑл We are champions юрра юрлӗ[25].
Конкурсантсен жеребьёвки 2025 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче «Раҫҫей» наци центрӗнче пулать[26]
Хутшӑнакан ҫӗршывсем
Конкурса тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 30 ҫӗршыв хутшӑннӑ: Армени, Азербайджан, Беларуҫ, Бельги, Болгари, Канада, Китай, Куба, Финлянди, Венгри, Казахстан, Кӑркӑсстан, Латви, Молдова, Марокко, Нидерланд, Польша, Португали, Румыни, Раҫҫей, Испани, Швейцари, Таджикистан, Туркменистан, Украина, Узбекистан; ҫавӑн пекех халӗ ҫук ҫӗршывсем: Чехословаки, ГДР, СССР тата Югослави.
2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче АПШ «Интервидени-2025» конкурса хутшӑннине ҫирӗплетнӗ[27].
Унччен конкурса хутшӑннӑ, анчах хальхи вӑхӑтра унта хутшӑнман ҫӗршывсем: Армени, Азербайджан, Беларуҫ, Бельги, Болгари, Канада, Куба, Финлянди, Венгри, Латви, Молдова, Марокко, Нидерланд, Польша, Португали, Румыни, Испани, Швейцари, Туркменистан, Украина.
«Интервидени» юрӑ конкурсне хутшӑнма пултаракан, анчах хальлӗхе нихӑҫан та унта хутшӑнман тепӗр 5 ҫӗршыв. Вӗсен шутне Грузи, Литва, Эстони, Кӑнтӑр Корея тата Япони кӗреҫҫӗ[28].
Кайнисем, таврӑннисем тата дебютсем
| Ҫул | Ирттернӗ вырӑн | Дата | ПХ | Дебюты | Возвращения | Уходы | Победитель |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1977 | ҫурлан 24-мӗшӗ-ҫурлан 27-мӗшӗ | 20 / 11 | 11: |
— | — | ||
| 1978 | ҫурлан 23-мӗшӗ-ҫурлан 26-мӗшӗ | 12 / 10 | 1: |
2: |
|||
| 1979 | ҫурлан 22-мӗшӗ-ҫурлан 25-мӗшӗ | 13 | 3: |
1: |
1: |
||
| 1980 | ҫурлан 20-мӗшӗ-ҫурлан 23-мӗшӗ | 14 / 13 | 2: |
1: |
3: |
||
| 1983 | |||||||
| 2008 | ҫурлан 28-мӗшӗ-ҫурлан 31-мӗшӗ | 11 | 11: |
— | 13: |
||
Хутшӑнакан ҫӗршывсен рейтингӗ
| № | Страна | Ⅰ | Ⅱ | Ⅲ | Ⅳ | Ⅴ | |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 3 | 0 | 0 | 0 | 0 | |||
| 2 | 0 | 0 | 1 | 1 | |||
| 1 | 0 | 2 | 1 | 0 | |||
| 4 | 1 | 0 | 0 | 0 | 0 | ||
| 1 | 0 | 0 | 0 | 0 | |||
| 5 | 0 | 2 | 0 | 0 | 0 | ||
| 6 | 0 | 1 | 0 | 1 | 2 | ||
| 7 | 0 | 1 | 0 | 0 | 0 | ||
| 8 | 0 | 1 | 0 | 0 | 0 | ||
| 9 | 0 | 0 | 1 | 1 | 0 | ||
| 10 | 0 | 0 | 1 | 0 | 1 | ||
| 11 | 0 | 0 | 1 | 0 | 0 | ||
| 12 | 0 | 0 | 0 | 2 | 0 | ||
| 13 | 0 | 0 | 0 | 1 | 0 | ||
| 0 | 0 | 0 | 1 | 0 | |||
| 14 | 0 | 0 | 0 | 0 | 1 |
Ҫӗнтерӳҫӗсем
Аяларахра «Интервидени» юрӑ конкурсӗнче ҫӗнтернисене списокне илсе кӑтартнӑ.
| Ҫул | Ҫӗршыв | Юрлакан | Юрӑ | Баллсем | Мӗн чухлӗ маларах | Иккӗмӗш вырӑн | Дата | Ирттерӗ выран |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1977 | Гелена Вондрачкова | Malovaný džbánku | 174 | 24 | ҫурлан 27-мӗшӗ | |||
| 1978[29] | Алла Пугачёва | «Всё могут короли» | 88 | 24 | ҫурлан 26-мӗшӗ | |||
| Вацлав Нецкарж | Patrik | |||||||
| 1979 | Чеслав Немен | Nim przyjdzie wiosna | 82 | 16 | ҫурлан 25-мӗшӗ | |||
| 1980[31] | Николай Гнатюк | На ветрах осенних | 30 | 6 | ҫурлан 23-мӗшӗ | |||
| Марион Рунг | Where Is The love | |||||||
| Марика Гомбитова | I Want to Share With You | |||||||
| 1981 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен конкурса ирттермен | ||||||||
| 2008 | Тахмина Ниязова | Hero | 216 | 1 | ҫурлан 31-мӗшӗ | |||
| 2009 ҫултанпа хальхи вӑхӑтчен конкурса ирттермен | ||||||||
Ӑнлантарусем
- ^ История фестиваля в Сопоте. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Пять звёзд. Интервидение в Сочи (2008). web.archive.org. Красный квадрат. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Russia: Intervision To Return This October. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Конкурс песни "Интервидение" пройдет в Москве в 2024 году (21.03.2024). 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ "Интервидение" могут провести в Москве в начале 2025 года. ТАСС (13 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Музыкальный конкурс "Интервидение" пройдет в 2025 году в Московском регионе. interfax.ru (3 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 "Интервидение" пройдет 20 сентября (2025-04-30). 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Lubię wracać tam gdzie byłem. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Мелодии и ритмы зарубежной эстрады. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ Политические скандалы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Сроки проведения конкурса «Пять звезд. Интервидение» переносятся (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Международный конкурс «Пять звезд. Интервидение» в этом году не состоится, - КТР (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Service, Mail Foreign. Vladimir Putin proposes rival to Eurovision Song Contest between Russia and central Asian countries. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Федоткина, Татьяна На каждое «Евровидение» у России найдется своё «Интервидение» (выр.). Московский комсомолец (21 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Конкурс «Интервидение» откладывается из-за политической ситуации (выр.). web.archive.org. Русская служба новостей (26 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Более 20 стран подтвердили участие в конкуре «Интервидение» в Москве. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Правительство утвердило состав оргкомитета "Интервидения" (2025-02-25). 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Пелагея стала третьим послом "Интервидения-25" (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ МИД получит 750 млн руб. на проведение песенного «Интервидения» (2025-03-21). 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ На Манежной площади запустят часы обратного отсчета до конкурса «Интервидение'25» (2025-06-10). 2025 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ «Интервидение» дает второй шанс: билеты снова можно купить (2025-08-21). 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Shaman представит Россию на «Интервидении» (2025-05-19). 2025 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Представителя РФ на "Интервидении" объявят 19 мая на Первом канале (18.05.2025). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Победитель «Голоса» представит Вьетнам на «Интервидении» (2025-07-11). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ США выступит с песней We are champions на «Интервидении». Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Жеребьевка конкурсантов "Интервидения" пройдет 12 сентября (2025-08-20). 2025 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ США примут участие в "Интервидении" (2025-06-11). 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Granger, Anthony Russia: Intervision To Return This October. Eurovoix (23 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ 1978 ҫулта икӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен СССР тата Чехословаки пӗр пек балл пухнӑ, ун чухне кун пек лару-тӑрура мӗн тумалли йӗрке пулман.
- ^ Икӗ ҫӗршыва ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑран ГДР виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
- ^ 1980 ҫултаи виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен СССР, Финлянди тата Чехословаки пӗр пек балл пухнӑ, ун чухне кун пек лару-тӑрура мӗн тумалли йӗрке пулман.
- ^ Из-за того, что победителями было объявлено три страны, Испания заняла четвёртое место
- ^ Победитель "Интервидения" - Тахмина Ниязова (Таджикистан) (выр.). Первый канал (31 ҫурлан 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.