Shaman
| Ҫын пирки | |
| Shaman | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят | выр. Ярослав Юрьевич Дронов |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1991 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ (34 ҫулта) |
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Ĕçлев тĕсĕ | автор-исполнитель, музыкальный продюсер |
| Сайт | shamanofficial.ru(выр.) |
Shaman (чӑн ячӗ — Ярослав Юрьевич Дронов; 1991 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Новомосковск, Тула облаҫӗ, СССР) — Раҫҫей юрӑҫи, композиторӗ, «Я русский», «Встанем», «Мой бой», «Моя Россия» тата ытти хитсен авторӗ тата вӗсене юрлаканӗ[1]. Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ артисчӗ[2].
ВЦИОМ ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх, Shaman 2023 ҫулта Раҫҫейре чи паллӑ юрӑҫ пулса тӑнӑ[3].
2024 ҫулхи Раҫҫей Федерацийӗн президент суйлавӗнче Владимир Путин кандидатӑн шаннӑ ҫынни пулнӑ[4].
Кун-ҫулӗ
Ачалӑхпа яшлӑхӗ
Ярослав Юрьевич Дронов 1991 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче Тула облаҫӗнчи Новомосковск хулинче ҫуралнӑ[5]. Унӑн ашшӗ — профессиллӗ мусӑкҫӑ. Ача тӑватӑ ҫулта чухнех юрлас кӑмӑлӗ пулнине, унӑн вокал енчен пултарулӑх пуррине асӑрхасан ашшӗ-амӑшӗ ӑна вокал ансамбльне илсе кайнӑ[6].
Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Ярослав Дронов М. И. Глинка ячӗллӗ Мускаври музыка колледжне («Халӑх хор ертӳҫи» специальноҫе) вӗренме кӗнӗ. Вунпилӗк ҫулта чухнех ресторансенче, музыка конкурсӗсемпе фестивалӗсене юрланӑ[6].
Вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен диплом илсен музыка тӗлӗшӗнчен пӗлӳ илессине малалла тӑсас тенӗ те Гнесинсен ячӗллӗ Раҫҫей музыка академине эстрадӑпа джаз юррисен факультетне вӗренме кӗнӗ[7].
Ярослав гитара, фортепиано, параппан, купӑс, балалайка, перкусси калать[7].
Карьера пуҫламӑшӗ
2013 ҫулта, Гнесинка студенчӗ пулнӑ май, Ярослав Дронов преподавательтен «Фактор А» телепроектра суйлав турӗ иртни ҫинчен пӗлнӗ. Вӑл кастинг витӗр тухса финала ҫити ҫитнӗ, чи вӑйлӑ виҫӗ ҫын шутне кӗнӗ. Жюри председателӗ Алла Пугачёва конкурсанта «Ҫӑлтӑрсен ҫӗнӗ ӑрӑвӗн сӑнӗ» тесе хакланӑ, ӑна «Аллӑн ылтӑн ҫӑлтӑрне» парса палӑртнӑ[8].
2014 ҫулта Ярослав «Час пик» кавер-ушкӑна вырнаҫнӑ, ҫапла май ресторансенче тата тӗрлӗ хуласене тухса ҫӳресе концертсем пама тытӑннӑ[6].
Ярослав хутшӑннӑ тепӗр мусӑк конкурсӗ «Голос» ятли пулса тӑнӑ. «Курманла итлев» ирттернӗ вӑхӑтра ун еннелле Пелагейӑпа Дима Билан ҫаврӑннӑ. Пелагея командинче Ярослав Дронов финала ҫитсе иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ[6].
Шоу хыҫҫӑн Ярослав кавер-ушкӑнран кайнӑ та хӑй тӗллӗн юрӑсем хайлама тата шӑрантарма тытӑннӑ. 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Улетай» юрӑ тухнӑ хыҫҫӑн унӑн ячӗ YouTube-ри сайтҫӑсем унӑн ятне лайӑх пӗлнӗ. Ҫавна пула юрӑҫ каналӗ ҫине ҫырӑнакансен йышӗ тӑрук нумайланнӑ, ун патне ӗҫлӗ сӗнӳпе Виктор Дробыш пынӑ[6].
Shaman псевдонимлӑ пултарулӑхӗ
Музыка конкурсӗсенче тата шоура Ярослав Дронов хӑйӗн пултарулӑхӗпе чӑн-чӑн ячӗпе тухса паллаштарнӑ, ҫапах та ун чухнех вӑл сцена валли псевдоним шырама пуҫланӑ. Ӑна тӳрех тупайман — 2020 ҫулта кӑна, унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем тӗллесе кӑтарнӑ хыҫҫӑн, палӑртма май тупнӑ. Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем Ярослав юрланине «асамлӑ та шаманлӑ» тесе хакланӑ пулнӑ[6].
2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Shaman аталану ҫулӗ ҫине тин кӑна тӑнӑ артиста шоу-бизнес тӗлӗшпе пулӑшакан Виктор Дробышпа пӗрле ӗҫлеме пӑрахнӑ. Юрӑҫ хӑйӗн продюсер центрне уҫнӑ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа пӗчченех ӗҫлет: хӑйӗн пултарулӑхне вӑл хӑех продюсерлать, хӑех сӑмахӗсене, кӗввине ҫырать, аранжировкисене те тӑвать[9].
Юрӑҫ ячӗ интернета пула анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. 2018 ҫулта YouTube ҫинче унӑн «Танцы на стёклах» юрӑ валли ҫырнӑ каверне вун-вун миллион ҫын пухнӑ. Юрӑҫ ячӗ уйрӑмах «Встанем» юрӑ тухнӑ хыҫҫӑн вӑйлӑ сарӑлнӑ. Shaman ӑна 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫырнӑ, унӑн хӑтлавне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче — Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче — ирттернӗ. Юрра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Вӑл «Вести недели» программӑн эфирӗнче янӑранӑ[10].
Юрӑҫӑн тепӗр патриотла композицийӗ «Я русский» юрӑ пулса тӑнӑ, ӑна тӗпе хурса ӳкернӗ клипа малтанхи талӑкра YouTube ҫинче миллион хут пӑхнӑ. 2022 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче акци ирттернӗ май ҫак юрра 10 пин ытла ҫын халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарса шӑрантарнӑ. Ҫак роликсен пӗр пайӗпе пӗрлехи клипа хатӗрленӗ май усӑ курнӑ[11].
Ҫавӑн пекех унӑн «Теряем мы любовь», «Ты моя», «До самого неба» композицисем итлекенсен кӑмӑлне кайнӑ, вӗсен музыка чарчӗсен ҫӳллӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ[12][13].
Артистӑн пӗрремӗш пысӑк соло концерчӗ Мускавра 2022 ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑл Раҫҫейри хуласем тӑрӑх гастроль турне йӗркеленӗ[5]. Ҫав ҫулах, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Раҫҫей Патшалӑх ялавӗн кунӗнче, Shaman Раҫҫей гимнне Ялтӑра юрласа панӑ; вӑл юрлани YouTube-ри мусӑк тренчӗсен шутне кӗнӗ[14]. 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӑл ТНТ ҫинчи «Вызов» шоу валли ҫавнашкал ятлӑ саундтрек хатӗрленӗ[15].
2023 ҫул пуҫламӑшӗнче Shaman «Исповедь» ҫӗнӗ юрра тата клип хӑтланӑ, клипра вӑл ӑна сӑнарлакан дредсене касса пӑрахнӑ[16]. 2 сехет хушшинче YouTube-ра клип пирки 2500 ытла комментари ҫырса тултарнӑ, малтанхи талӑкра кӑна пурӗ миллион ытла ҫын пӑхнӑ. Юрӑҫӑн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне тухнӑ тепӗр клипне те халӑх хапӑл йышӑннӑ — вӑл «Моя Россия» ятлӑ пулнӑ. Ӑна Ярослав Дроновӑн тӑван хулинче ӳкернӗ, ку ӗҫе юрӑҫӑн ашшӗпе-амӑшӗ тата аслашшӗпе асламӑшӗ хутшӑннӑ[17].
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Крымра иртнӗ «Таврида.АРТ» ҫамрӑксен ӳнер фестивалӗнче «Князь Владимир» этно-опера хӑтлавӗ иртнӗ, тӗп сӑнарсене унта Shaman-па тата Николай Расторгуев вылянӑ. Shaman Владимир кнеҫӗн партине юрласа панӑ. Этно-опера авторӗ тата композиторӗ Игорь Матвиенко каланӑ тӑрӑх, «Таврида.АРТ» фестивальте хайлавӑн пӗр пайне кӑна кӑтартнӑ. Оперӑн туллин премьери вара 2024 ҫулта иртнӗ[18].
2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Shaman «Сделано в России» ятлӑ хӑйӗн пӗрремӗш альбомне кӑларнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑрать, вӗсенчен кашнин хӑйӗн концепцийӗ тата ячӗ пур. Пӗрремӗш пайӗ «О России» ятлӑ, вӑл «Моя Россия» юрӑпа пуҫланать. Ҫавӑн пекех унта «Самый русский хит», «Исповедь», «Встанем», «Я русский» тата Раҫҫей Гимнӗн трекӗ кӗнӗ. Иккӗмӗш пайне — «О любви» ятлӑскерне — «Теряем мы любовь», «До самого неба», «Ты моя», «Сердце плачет и болит», «Спасибо» тата ытти юрӑсем кӗнӗ[19].
2023 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Shaman Санкт-Петербургри стадионта хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Я русский» пысӑк соло концертӗнче паллаштарнӑ, унӑн юррисене итлеме 60 пин ҫын пынӑ пулнӑ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Пӗрремӗш канал ҫак концертӑн телеверсине кӑтартнӑ.
2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче YouTube видеохостинг темиҫе кун маларах Европа санкцийӗсене лекнӗ артист каналне блокласа хунӑ. Юрӑҫӑ блокланине ҫапла каласа хакланӑ: «Манӑн YouTube-канала блокласа хучӗҫ, сӑлтавӗ вара пӗрре: Эпӗ — ВЫРӐС»[20].
2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче Shaman YouTube-ра Раҫҫей артисчӗсен аккаунчӗсене блокланине хирӗҫлесе Мускаври АПШ элчелӗхӗ патӗнче митинг-концерт ирттернӗ[21][22].
Юлашки шӑнкӑрав кунӗнче, 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Shaman «Первая любовь» юрӑпа тата унӑн клипӗпе паллаштарнӑ.
2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Shaman Пхеньянра(выр.)чăв. концерт хатӗрленӗ. Юрӑҫа Корей ҫурутравне Япони пусмӑрӗнчен хӑтарнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен концерта чӗннӗ. Вӑл «Моя Россия» тата «Встанем» юрӑсене шӑрантарнӑ.
Интервидени 2025
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ТАСС агентство Раҫҫей патшалӑхӗнчен конкурса Shaman хутшӑнассине пӗлтернӗ[23]. Ҫав кунах конкурса йӗркелекен служба 2025 ҫулта иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Интервидени» музыка конкурсӗнче Раҫҫейрен хӑш артист тухса юрлассине палӑртманнине пӗлтернӗ[24].
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Пӗрремӗш каналти» «Калаҫччӑр» программӑн эфирӗнче Shaman «Интервиденире» Раҫҫей йышӗнчен хутшӑнассине пӗлтернӗ[25].
2025 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм тӗнчери «Интервидени» музыка конкурсӗ валли хатӗрленӗ «Тӳррӗн чӗрене» юрӑ валли клип ӳкерни паллӑ пулнӑ. Клип режиссёрӗ Эльвин Фомин пулса тӑнӑ[26].
2025 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Shaman хӑйӗн Telegram-каналӗнче «Тӳррӗн чӗрене» композици валли хатӗрленӗ клиппа паллаштарнӑ[27].
Конкурсӑн финалӗнче юрра шӑрантарнӑ хыҫҫӑн артист «хӑнасене хапӑл йышӑнмалли саккунпа килӗшӳллӗн» ытти хутшӑнакансемпе конкуренцине кӗресшӗн марри пирки пӗлтернӗ, жюрие ӑна хакламасӑр хӑварма ыйтнӑ[28].
Обществӑлла позици
«Встанем», «Я русский» патриотла юрӑсем тухнӑ хыҫҫӑн Shaman-а патшалӑх йӗркелекен чылай концерта чӗнме пуҫланӑ. 2022 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче вӑл Раҫҫей йышне Донецк тата Луганск халӑх республикисене, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене кӗртнӗ ятпа ирттернӗ «Выбор людей. Вместе навсегда» концертра тухса юрланӑ[29]. 2023 ҫулхи кӑлрач уйӑхӗнче юрӑҫ Донбаса ҫитсе килнӗ, Луганскпа Мариупольте[30] концерт кӑтартнӑ, нарӑс уйӑхӗнче — Геническра (Херсон облаҫӗ)[31].
«Крокус Сити Холлта» теракт пулса иртни ҫине хуравласа Shaman 22.03.24 реквием ҫырнӑ[32].
Санкцисем
2023 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче, Украинӑра Раҫҫей ҫар операцине ирттернине шута илсе Латви МИДӗ Ярослав Дронов тӗлӗшпе санкцисем кӗртнӗ, Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине ырлакан ытти Раҫҫей культура ӗҫченӗсен шутӗнче ӑна ҫӗршыва кӗме чарнӑ[33][34].
2023 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче Дронова Канадӑн санкци списокне кӗртнӗ, ҫакна «Раҫҫей Украинӑна тапӑнса кӗнине ырламашкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе усӑ куракан ҫынсене хирӗҫлесе» тесе палӑртнӑ[35].
2024 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Евросоюз Ярослав Дронова Раҫҫее хирӗҫ йӗркеленӗ 14-мӗш санкци пуххине кӗртнӗ. Европа пӗрлӗхӗн постановленийӗнче каланӑ тӑрӑх, юрӑҫ «Украина территорин пӗрлӗхне тата суверенитетне хавшатакан» ӗҫсене ырлать, пулӑшать[36].
2024 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗнче Литвин радиопа телевидени комисси Европа Пӗрлӗхӗн санкци списокӗсене кӗртнӗ ҫынсен аккаунчӗсене Google-а кӑларса пӑрахма ыйтнӑ хыҫҫӑн YouTube юрӑҫӑн официаллӑ каналне хупласа тунӑ, вӑл вӑхӑтра унӑн каналӗ ҫине 2,78 млн ҫын ҫырӑннӑ пулнӑ[37][38][39]. Маларах Дроновӑн страниципе трекӗсене Spotify стриминг сервисӗнчен кӑларса пӑрахнӑ[40].
Харпӑр пурнӑҫӗ
2012 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Ярослав Новомосковскри музыка шкулӗн преподавательӗпе Марина Рощупкинӑпа ҫемьеллӗ пулнӑ. 2014 ҫулта вӗсен Варвара хӗр ҫуралнӑ. Анчах Ярослав Мускава куҫса кайсан ҫемьере йывӑрлӑхсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пуҫланӑ. Юлашкинчен, 2016 ҫулта вӗсем уйрӑлнӑ[6].
2017 ҫулта Дронов «Мегафон» компанин топ-менеджерӗпе Елена Мартыновӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ[41].
Пултарулӑхне хаклани
Евгений Бабичевӑн мусӑк критикӗ шухӑшӗпе, Дроновӑн «ыттисенчен уйрӑм тӑракан сӑнар, тыткаларӑш, сасӑ янравлӑхӗ пур, ҫамрӑк артисенчен йышӗнче унашкаллине сайра тӗл пулма пулать. Тен, ку ҫӗнӗ ӑру сасси». Бабичев палӑртнӑ тӑрӑх, Дронов «патриотла ҫула» тытса пырать, ку 50 ҫултан аслӑрах ҫынсем кӑмӑллакан Олег Газмановпа Григорий Лепс евӗрлӗ юрӑҫсем пеккисем шӑрантаракан юрӑсен пуххи, анчах та унӑн пултарулӑхӗ ҫамрӑксем валли[42].
Павел Рудченко музыка критикӗ юрӑҫӑн вокал енчен пултарулӑхӗ вӑйлӑ пулнине уйӑрать: «Лайӑх сасӑллӑ вокалист. Ярослав юрӑ ҫырнӑ чухне ансат эффектсемпе усӑ курать, уйрӑммӑн хӑйӗн уҫӑ сассипе усӑ курмасть». Рудченко унӑн пултарулӑх ҫулӗн малашлӑхӗ мӗнле йӗркеленсе пырасси пирки ҫапла прогноз панӑ: «Ӗнтӗ унӑн палӑртса хунӑ шгӑпи пирки те калама пулать. <…> Юлашки юрӑна итленӗ май ҫапла калама пулать: вӑл ҫаксене пӗтӗмпех хӑйӗн чунӗ витӗр кӑларнӑ, енчен те ҫак ҫултан пӑрӑнмасть пулсан вӑл иккӗмӗш Цой пулса тӑма пултарать»[43].
Тепӗр музыка критикӗ, Илья Легостаев, Shaman халӑха хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштариччен нумай ҫул хушши репертуарне шыранине палӑртать. Вӑл палӑртма пултарнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — халӑха мӗнле юрӑсем килӗшме пултарнине тавҫӑрса илме пултарнин ӑсталӑхӗ[44].
Екатерина Кретова мусӑк критикӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Shaman лайӑх композитор тата унӑн вокал енчен даннӑйӗсем аван, критик юрӑҫа поп-культура пулӑмӗ тесе хаклать, ҫак жанрта вӑл чи ӑста юрӑҫсенчен пӗри имӗш[45].
Максим Фадеев композитор юрӑҫ пултарулӑхӗ пирки лайӑх хакласа каланӑ: «Халӗ ҫӗршыва ятласси модӑра, вӑл вара пачах урӑх ҫул, тӗрӗс ҫул суйласа илнӗ. <…> Маншӑн Shaman — паянхи вӑхӑтӑн тата паянхи Раҫҫейӗн шалти повесткӑн элемӗ»[46]. «Shaman ахаль артист кӑна мар, вӑл хайлать, — шутлать Максим Фадеев. — Артист тата хайлакан ҫын — икӗ тӗрлӗ ен. Хайлакан вӑл — ҫӗнӗ япала ӑсталакан ҫын, ӑна Турӑ пиллет»[1].
Игорь Матвиенко композитор Ярослав Дроновра ҫакна палӑртать: «Ҫак ҫынра мана вӑл фольклор енӗпе пӗлӳ илни илӗртет. Хӑйӗн юррисенче, вӗсен интонацийӗсенче вӑл ҫак пӗлӳпе усӑ курать, нумаях мар, анчах та питӗ тӗрӗс енчен»[1].
Право хӳтӗлевҫи Андрей Алёшкин музыканта дредпа ҫӳренӗшӗн тата латиницӑллӑ псевдонимшӑн тиркесе тӑкнӑ[47].
ВЦИОМ ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта Shaman Раҫҫейре Олег Газманов хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ[48], 2023 ҫулта вара унтан та иртсе кайса «Ҫулталӑкри чи лайӑх юрӑҫ» пулса тӑнӑ[3].
Санкт-Петербургра иртнӗ Тӗнче шайӗнчи IX культура форумӗнче[49] юрӑҫӑн пултарулӑхне Никита Михалков кинорежиссёр пысӑка хурса хакланӑ[50].
2023 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Татьяна Навка ертсе пыракан «Команда» интервью-шоура Ярослав Дронов видеоҫыхӑну мелӗпе унӑн «Командипе» калаҫнӑ — Григорий Лепспа, Роман Емельяновпа, Пелагейӑпа, Гнесинкӑра пӗрле вӗреннӗ Никита Осинпа тата Олег Газмановпа. Вӑл вӗсем унӑн пултарулӑхӗ пирки мӗн шухӑшланине итленӗ[51].
Юрӑсем
Юрӑҫ хайланӑ юрӑсен цифрӑллӑ дистрибуцийӗ стримингсенче 2020 ҫултан пуҫланнӑ[52]. Маларахри юрӑсене Дронов хальлӗхе кӑларма палӑртмасть[53].
Студи альбомӗ
| Ячӗ | Тӗплӗнрех |
|---|---|
| «Сделано в России» |
|
Синглсем
раштав, 12| Ҫул | Кун | Ят | Альбом | Лейбл |
|---|---|---|---|---|
| 2020 | ҫурла, 13 | «Луна» | Альбома кӗмен сингсем | Zhara Music |
| авӑн, 17 | «Лёд» | |||
| юпа, 15 | «Если тебя нет» | |||
| чӳк, 12 | «Вспоминай меня» | |||
| раштав, 10 | «В невесомости» | |||
| 2021 | нарӑс, 15 | «Самая» | ||
| пуш, 15 | «Родная» | «Сделано в России» | ||
| ака, 26 | «Девочка — весна» | Альбома кӗмен сингсем | Atlantic Records Russia | |
| ҫу, 24 | «Огонь» | |||
| ҫӗртме, 21 | «Молодость» | |||
| утӑ, 19 | «Таяли» | |||
| ҫурла, 23 | «Улетай» | «Сделано в России» | ||
| авӑн, 28 | «Мокрый дождь» | Альбома кӗмен сингсем | ||
| чӳк, 29 | «Разлука-любовь» (удалён) | |||
| 2022 | кӑрлач, 24 | «Теряем мы любовь» | «Сделано в России» | «Первое музыкальное» (2022 ҫулхи авӑнччен)[54][55]Shaman[56] (2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн хыҫҫӑн) |
| нарӑс, 23 | «Встанем» | |||
| ака, 14 | «Ты моя» | |||
| ҫу, 24 | «До самого неба» | |||
| утӑ, 22 | «Я русский» | |||
| юпа, 14 | «Вызов» (саундтрек к шоу ТНТ «Вызов») | Альбома кӗмен сингсем | Shaman | |
| чӳк, 10 | «Вороны мои»[57] | |||
| «Гимн России» (Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх гимнӗн касерӗ) | «Сделано в России» | |||
| 2023 | кӑрлач, 26 | «Исповедь» | ||
| нарӑс, 23 | «Моя Россия» | |||
| пуш | «Самый русский хит» | Игорь Матвиенко ПЦ | ||
| ака, 20 | «Мы» | Shaman | ||
| ҫу | «Мёд» | |||
| утӑ, 20 | «Мой бой» |
Видеоклипсем
- «Час пик» ушкӑн йышӗнче
- «Тухӑҫалла»
- Shaman
| Ҫул | Юрӑ | Режиссёр |
|---|---|---|
| 2020 | «Если тебя нет» | |
| 2022 | «Теряем мы любовь» | |
| «Встанем» | ||
| «Ты моя» | ||
| «До самого неба» | ||
| «Я русский» | ||
| «Вызов» | ||
| «Вороны мои» | ||
| 2023 | «Исповедь» | |
| «Моя Россия» | ||
| «Самый русский хит»[58] | ||
| «Мы»[59] | ||
| «Мёд»[60] | Иван Шелаханов | |
| «Мой бой» |
Чартсем
| Юрӑ | Чи пысӑ вырӑн | |||
|---|---|---|---|---|
| YouTube Music | Радио Шансон | Русское Радио | Дорожное радио | |
| «Встанем» | 1[61] | — | — | — |
| «Ты моя» | 10[62] | — | 8[63] | — |
| «Я русский» | 1[64] | 1[65] | — | — |
| «Вызов» | 6[66] | — | — | — |
| «Вороны мои» | 5[67] | — | — | — |
| «Исповедь» | 3[68] | — | — | — |
| «Моя Россия» | 3[69] | — | — | 1[70] |
| «Самый русский хит» | 8[71] | — | — | — |
Хисепӗсем
- 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Встанем» юрӑшӑн «Ылтӑн хит»» номинацире Music Box Gold премие тивӗҫнӗ[72].
- 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Ҫӗнӗ сӑнсем.Мусӑк» номинацире OK! Awards «Больше чем звёзды» премие тивӗҫнӗ[73].
- 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Russian Creatian Awards креативлӑ индустри енӗпе ятарлӑ номинацинче наци премине тивӗҫнӗ[74].
- 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Встанем» юрӑ авторӗ пек «Песня года» телефестиваль лауреачӗ пулса тӑрать[75].
- 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин юрӑҫа «Хӑвна шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тата пӗрлӗхшӗн» медальпе чысланӑ[76].
- 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче юрӑҫ «Встанем» юрӑшӑн «Чи лайӑх мусӑк трекӗ» номинацире «Интернет-контентӑн наци премине» тивӗҫнӗ, «Я русский» юрӑ вара «Социаллӑ интернет-триггер» номинацире ҫӗнтернӗ.
- 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[2].
Документлӑ фильмсемпе телекӑларӑмсем
- 2022 — «Новые песни о главном. Как певец Shaman стала голоса национальной гордодостии» (Россия-24)[77]
- 2022 — «Малахов» — «Певец SHAMAN — русский посланник Ванги» кӑларӑм (Россия-1)[78]
- 2023 — «Песни от всего души» (Россия-1)[79]
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Виктор Толочко «Ему никто не помогал» Как пришёл к успеху автор хита «Я русский» SHAMAN и есть ли что ему скрывать? // Lenta.ru, 15 августа 2022
- ^ 1, 2 Андреевна, Румянцева Татьяна Путин присвоил исполнителю SHAMAN звание заслуженного артиста РФ (выр.). Известия (22 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лидеры российской эстрады — 2023 (2.10.2023).
- ^ Доверенные лица. Putin2024.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Максим Виноградов. Эксклюзив МУЗ-ТВ: Певец SHAMAN — о работе с Дробышем, дочери и успехе трека «Встанем» // Муз-ТВ, 17 марта 2022
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Биография певца SHAMAN: как Ярослав Дронов 15 лет добивался популярности и почему он развелся // Афиша КП Москва.
- ^ 1, 2 От пения в ресторанах до дуэта с Президентом: учитель певца SHAMAN рассказала о его пути к славе // Первый тульский, 4 ноября 2022
- ^ Иван Полковников SHAMAN сразил американцев тем, что он русский // Московский комсомолец, 24 июля 2022
- ^ SHAMAN: ну какой я проект? Моя история чиста и естественна - Интервью ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ «Встанем». Новая песня, обращённая в историю // Вести.ру, 27 июня 2022
- ^ Песню «Я — русский!» исполнили единым хором по всей России // Смотрим, 5 ноября 2022
- ^ Музыкальные чарты за 19 неделю // InterMedia, 19 мая 2022
- ^ Музыкальные чарты за 22 неделю // InterMedia, 9 июня 2022
- ^ Клип с гимном России вышел в музыкальные тренды YouTube // Life, 24 августа 2022
- ^ Shaman принял «Вызов» на ТНТ // InterMedia, 14 октября 2022
- ^ Певец SHAMAN состриг дреды ради нового клипа «Исповедь» // Афиша КП Москва.
- ^ Екатерина Фоменкова. Новый клип SHAMAN «Моя Россия» возглавил музыкальные тренды YouTube // ИА «За Новомосковск». — 2023. — 24 нарӑсӑн.
- ^ Виктория Мельникова. В Крыму прошла презентация этно-оперы "Князь Владимир" с SHAMAN и Расторгуевым // Metro Москва. — 2023. — 21 ҫурлан.
- ^ Александр Алексеев. SHAMAN выпустил дебютный альбом "Сделано в России" // Российская газета. — 2023. — 8 авӑнӑн.
- ^ "Потому что я — русский": Shaman отреагировал на блокировку YouTube-канала (2024-07-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Певец Shaman устроил концерт у посольства США из-за блокировки в YouTube (2024-07-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Олег Логинов. Певец Шаман шокировал заявлением о Байдене на митинге у посольства США (2024-07-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ ТАСС: Россию на "Интервидении" будет представлять Shaman (2025-03-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Участника «Интервидения» от России еще не выбрали (выр.). Национальная Служба Новостей - НСН (22 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Shaman представит Россию на «Интервидении» (2025-05-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ В Москве сняли клип на песню Shaman для "Интервидения" (2025-07-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Shaman выложил клип на песню «Прямо по сердцу» для «Интервидения» (2025-07-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ RT на русском. Telegram (20 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ SHAMAN спел в финале митинга-концерта «Своих не бросаем» // Смотрим, 23 сентября 2022
- ^ SHAMAN провёл концерты в Мариуполе и Луганске // Московский комсомолец, 16 января 2023
- ^ SHAMAN выступил в Херсонской области // РИА Новости, 13 февраля 2023
- ^ Музыка и слова: Shaman. SHAMAN — РЕКВИЕМ 22.03.24. YouTube. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Латвия запретила въезд Надежде Бабкиной и SHAMAN'у. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ МИД Латвии запретил въезд в страну 35 россиянам (2023-03-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Канада ввела санкции против SHAMAN, Валерии и Иосифа Пригожина - Газета.Ru | Новости. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Shaman попал под санкции Евросоюза. РИА Новости (24 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ ЕС ввел санкции против Гагариной, Shaman и Охлобыстина. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Google удалила канал российского музыканта Shaman, потому что он русский - Газета.Ru | Новости. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ YouTube заблокировал каналы Гагариной и Shaman (2024-07-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Из Spotify пропали песни исполнителя SHAMAN (2024-06-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Григорий Шугаев. Жена SHAMANа Елена Мартынова публично призналась в любви к мужу // Lenta.ru, 11 ноября 2022
- ^ «Не песня, а состояние души»: почему клип Shaman «Я русский» взорвал Сеть // Москва 24, 25 июля 2022
- ^ Продюсер Рудченко сравнил вокальные данные и нишу Shaman и Газманова // Газета «Культура», 16 августа 2022
- ^ Оксана Чешенок. Раскрыта тайна бешеной популярности певца SHAMAN`а: что стоит за легендой // Сиб.фм. — 2023. — 21 ҫурлан.
- ^ Музыкальный критик объяснила популярность SHAMAN // Газета.ru, 27 декабря 2022
- ^ Максим Фадеев о Shaman: «Символ сегодняшнего времени» // Мой Брянск, 24 июля 2022
- ^ Звездный адвокат едко прошелся по творчеству и патриотизму артиста SHAMAN // ФедералПресс, 10 августа 2022
- ^ Россияне назвали лучших певцов и актёров 2022 года // ТАСС, 1 ноября 2022
- ^ Что известно о Санкт-Петербургском международном культурном форуме. «ТАСС» (16 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Илья Ёлкин. Видео: Никита Михалков оценил творчество SHAMAN. «Российская газета» (17 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ SHAMAN — Интервью Татьяне Навке (шоу «Команда»). YouTube (30 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ SHAMAN — треки на Яндекс. Музыке
- ^ Суть SHAMANа: исполнитель хита «Я русский» не планирует выпускать альбом // Известия, 24 августа 2022
- ^ Shaman открывает собственный продюсерский центр , Wayback Machine çинчи 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Афиша Daily, 19 сентября 2022
- ^ Профиль Shaman на сайте Discogs , Wayback Machine çинчи 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Discogs
- ^ Spotify информацийӗ тӑрӑх , Wayback Machine çинчи 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ Певец SHAMAN раскрыл смысл своего нового хита «Вороны мои» , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнчи копийӗ // Комсомольская правда, 10 ноября 2022
- ^ SHAMAN собирает вокруг себя людей в подъезде в новом клипе // Газета.ru, 2023, пуш, 2
- ^ SHAMAN показал клип «Мы» с 10-летним Фёдором, спасшим девочек от диверсантов // Российская газета, 12 апреля 2023
- ^ SHAMAN исполнил мечту каждой женщины в новом клипе (выр.). muz-tv.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад YouTube Music, 4 нояб. — 10 нояб. 2022
- ^ Хит-парад YouTube Music, 29 июл. — 4 авг. 2022. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад Золотой Граммофон, 13 мая 2022
- ^ Хит-парад YouTube Music, 22 июл. — 28 июл. 2022. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад Радио Шансон, 21 октября 2022
- ^ Хит-парад YouTube Music, 14 окт. — 20 окт. 2022. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад YouTube Music, 11 нояб. — 17 нояб. 2022. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад YouTube Music, 27 янв. — 2 фев. 2023. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Хит-парад YouTube Music, 24 фев. — 2 март. 2023. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Звёзды Дорожного радио ТОП-10 , Wayback Machine çинчи 2023 ҫулхи акан 13-мӗшӗнчи копийӗ 8 апреля 2023
- ^ Хит-парад YouTube Music, 3 март. — 9 март. 2023. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
- ^ Певец из Новомосковска Ярослав Дронов получил премию MUSIC BOX GOLD // МК Тула, 22 апреля 2022
- ^ Премия ОК! «Больше чем звёзды» 2022: победители объявлены // OK!, 23 ноября 2022
- ^ Лауреатами премии Russian Creative Awards стали Валерий Гергиев, Алишер Усманов и Shaman // ТАСС, 1 декабря 2022
- ^ SHAMAN получил награду за песню «Встанем» // teleprogramma.pro, 4 декабря 2022
- ^ SHAMAN получил медаль «За самоотверженность и единство» // Тульская пресса, 12 апреля 2023
- ^ Специальный репортаж. Новые песни о главном // Смотрим, 24 сентября 2022
- ^ Малахов: Певец SHAMAN — русский посланник Ванги // Смотрим, 25 октября 2022
- ^ SHAMAN исполнил новую песню «Исповедь» на шоу Андрея Малахова // Смотрим, 23 февраля 2023
Каҫӑсем
- Чӳкӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1991 ҫулта ҫуралнисем
- Тула облаҫӗнче ҫуралнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Новомосковскра ҫуралнисем
- СССРта ҫуралнисем
- Shaman
- Раҫҫейри автор-юрӑҫсем
- Гнесинсен ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- XXI ӗмӗрти композиторсем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Раҫҫей композиторӗсем
- Композиторсем, алфавитпа
- Псевдонимпа паллӑ юрӑҫсем