Голованов Александр Евгеньевич
Голованов Александр Евгеньевич (1904 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Чулхула, Чулхула кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1975 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет ҫарпуҫӗ, авиаци тӗп маршалӗ (1944), Граждан, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ[2].
1942—1944 ҫулсенче СССР инҫет авиаци командующийӗ, 1944—1946 ҫулсенче 18-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ, 1946—1948 ҫулсенче СССР инҫет авиаци командующийӗ[3].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн СССР инҫет авиацине чӗртсе тӑратакан. Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫар историйӗнчи авиацин чи ҫамрӑк маршалӗ[4].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1904 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче) Чулхулара юханшыв флочӗн капитанӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ II Александр императора вӗлерме тапӑннисенчен пӗрин — Николай Кибальчичӑн — хӗрӗ пулнӑ. Головановсен йӑхӗнчен нумайӑшӗ гвардире, Семёнов полкӗнче, ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ[4].
8 ҫулта вӑл Александр император кадет корпусне вӗренме кӗнӗ. Хӑйне виҫӗ ҫул хушса 13 ҫулта Хӗрлӗ гвардие ҫырӑннӑ[5].
Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре
Хӗрлӗ ҫарта Александр официаллӑ 1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен шутланать. Граждан вӑрҫинче Хӗвелтухӑҫ фрончӗн 28-мӗш стрелоксен дивизийӗн 59-мӗш стрелоксен полкӗнче разведчик, каярах Кӑнтӑр фронтӑн 7-мӗш стрелоксен дивизийӗн 59-мӗш стрелоксен полкӗнче разведчик пулнӑ. Антон Деникинпа Нестор Махно ҫарӗсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[6].
Ҫапӑҫура аманнӑ хыҫҫӑн ӑна демобилизациленӗ, ун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫарпа Флотӑн снабжени Тӗп управленийӗнче курьерта, Тӗп пичет агентӗнче, Атӑлкарапстройри вӑрман юхтарнӑ ҫӗрте рабочи, электромонтёр пулса ӗҫленӗ[4].
ОГПУра хӗсметре
1924 ҫулта Лев Захаров (хӑйӗн пӗртӑванӗн упӑшки) сӗннипе вӑл СССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ ҫумӗнчи Пӗрлешӳллӗ патшалӑх политика управленине (ОГПУ) хӗсмете кайнӑ[7].
Александр Голованов Мускав ҫар округӗнчи, Чулхулара тата Алма-Атара ОГПУ ятарлӑ уйрӑмсенче тата оперативлӑ ӗҫре хӗсметре тӑнӑ. Уполномоченнӑйран пуҫласа пай пуҫлӑхӗ таран должноҫсем йышӑннӑ. Борис Савинкова арестленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Хӗсмет вӑхӑтӗнче 1930 тата 1931 ҫулсенче икӗ хутчен Китая (Синьцзян провинцийӗ), Монголипе Францие командировкӑсене кайса килнӗ[8].
1931—1933 ҫулсенче СССР Йывӑр промышленность халӑх комиссариатӗнче ӗҫленӗ, нарком ҫумӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ[4].
Граждан авиацийӗнче хӗсметре
ОСОАВИАХИМри вӗҫев шкулӗнчен вӗренсе тухсан 1932 ҫулта Александр Голованов «Аэрофлот» Граждан сывлӑш флочӗн тӗп управленийӗнче вӑй хунӑ, Мускав управленийӗнче пилот, авиаотряд командирӗн пулӑшаканӗ пулнӑ[3].
1934 ҫулта Александр Голованов — Граждан сывлӑш флочӗн Вӑтам Ази управленийӗн (Ашхабад) йывӑр самолётсен ятарлӑ авиаци отрячӗн командирӗ. Тепӗр ҫултан ӑна Граждан сывлӑш флочӗн Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр управленине (Иркутск) ертсе пыма шаннӑ, 1936 ҫулта вӑл Совет Союзӗн Граждан сывлӑш флочӗн пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Канаш йышне кӗнӗ[5].
1937 ҫулта Мускаври Граждан сывлӑш флочӗн управленинче 27-мӗш транспорт авиаотрячӗн вӗҫевҫи пулса ӗҫлеме килӗшнӗ. 1938 ҫултан вӑл виҫҫӗмӗш транспорт авиаотрячӗн пилот-инструкторӗ, ятарлӑ пӗлтерӗшлӗ эскадрилья шеф-пилочӗ пулса тӑнӑ[4].
1938 ҫулта Александр Голованова «Аэрофлот отличникӗ» тата «Аварисӗр вӗҫнӗшӗн» (300 пин тата 500 пин ҫухрӑм) паллӑсемпе чысланӑ, унӑн сӑнӳкерчӗкне «Огонёк» журналӑн хуплашкинче пичетленӗ[2].
1939 ҫулта ӑна Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарӑн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен штабне куҫарнӑ. Халхин-Голри ҫапӑҫусенчи йывӑр аманнӑ салтаксене СССР территоринчи госпитальсене турттарнӑ, ҫакӑншӑн пӗрремӗш ҫар орденне — Хӗрлӗ Ялав орденне — тивӗҫнӗ. 1940 ҫултанпа Александр Голованов Граждан сывлӑш флочӗн Мускаври управленийӗн шеф-пилочӗ пулса ӗҫленӗ[8].
СССР Сывлӑш ҫар вӑйӗсенче хӗсметре
1941 ҫул пуҫламӑшӗнче, Сывлӑш ҫар вӑйӗсен тӗп инспекторӗ Яков Смушкевич пулӑшнипе, Александр Голованов пӗрремӗш хут Иосиф Сталинпа тӗл пулнӑ, ӑна инҫет бомбардировка авиацийӗн лётчикӗсене япӑх ҫанталӑкра, ҫӗр курӑнман вӑхӑтра вӗҫме вӗренме ятарлӑ хатӗрлев курсӗсене йӗркелеме сӗннӗ[9].
Темиҫе уйӑхран ӑна подполковник ҫар званине парса Хӗрлӗ Ҫарӑн кадр йышне кӗртнӗ, инҫет бомбардировка авиацийӗн 212-мӗш полк командирӗ туса хунӑ[10].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вӑл пуҫламӑшӗнчех хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна Михаил Водопьянов вырӑнне 81-мӗш инҫет авиаци дивизийӗн командирне лартнӑ. Вӑл ертсе пыракан авиадивизи Берлина бомбӑлас операцисене пурнӑҫланӑ: 1941 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен кӑна Германи территорине 9 рейд тунӑ, пурӗ 300 ытла бомба пӑрахнӑ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Тӗп главнокомандующийӗн Ставкин инҫет авиаци командующине лартнӑ[11].
Мускав ҫапӑҫӑвӗ пуҫлансан авиадивизи нимӗҫсен Мускав ҫине тапӑнӑвне чарас ӗҫе хутшӑннӑ, нимӗҫ ҫарӗсен капланӑвӗсене, каҫӑсене, кӗперсене, Мускав, Рославль, Новгород-Северск ҫывӑхӗнчи чукун ҫул узелӗсене, Смоленск, Бобруйск, Могилёв районӗсенчи тӑшман аэродромӗсене, Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль тата чукун ҫул кӗперӗсене атакӑланӑ тата ытти те[3].
Тӑшманпа ҫапӑҫнӑ чух хӑюлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн, СССР инҫет бомбардировка авиацийӗ ӑнӑҫлӑ рейдсем ирттернӗшӗн Голованов званийӗпе подполковникран авиаци тӗп маршалӗ таран ӳснӗ: авиаци генерал-майорӗ (1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ), авиаци генерал-лейтенанчӗ (1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ), авиаци генерал-полковникӗ (1943 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗ), авиаци маршалӗ (1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗ), авиаци тӗп маршалӗ (1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗ)[5][10].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
1946 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа СССР Инҫет авиацин командующийӗ (18-мӗш сывлӑш ҫарӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ). 1948 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен кӑларса академие вӗренме янӑ. 1950 ҫулта К. Е. Ворошилов ячӗллӗ Аслӑ ҫар академийӗн пӗтӗмӗшле ҫар факультетне ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн СССР инҫет авиацине чӗртсе тӑратакан шутланать[6].
1946—1950 ҫулсенче Александр Голованов — СССР Аслӑ Канашӗн иккӗмӗш суйлавӗн депутачӗ[2].
1951 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Выстрел» курсне вӗренме кӗнӗ. Вӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн, 1952 ҫулӑн варринчен пуҫласа 1953 ҫулхи ака уйӑхӗччен 37-мӗш гварди сывлӑш-десант корпусӗн командирӗ пулнӑ. Ку вӑл звани тӗлӗшӗнчен чакарни пулнӑ, историре кун пекки — СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пӗтӗм кун-ҫулӗнче те корпуса ҫарсен тӗп маршалӗ ертсе пыни — нихӑҫан та пулман[8]. Голованова СССР Аслӑ Канаш Президиумне авиаци тӗп маршалӗнчен генерал-полковник званийӗччен чакарма ыйтса ҫырма сӗннӗ, анчах та вӑл килӗшмен[7].
1953 ҫулта, Сталин вилнӗ хыҫҫӑн, ӑна «чире пула» отставкӑна янӑ[3].
1958 ҫултанпа вӑл Граждан авиацийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхӗн вӗҫев хӗсмечӗ енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1966 ҫултанпа — тивӗҫлӗ канура. Хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсене Александр Голованов мемуарсем ҫырассине халалланӑ. Вӑл «Дальняя бомбардировочная …» асаилӳсен кӗнекине кӑларнӑ, унта И. В. Сталинпа тӗлпулнисем, хӑйсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен самай ҫырнӑ. Пӗрремӗш хут мемуарсене уйрӑм кӗнекен 1982 ҫул вӗҫӗнче кӑна кӑларнӑ, вӗсен тулли версийӗ вара 2004 ҫулта ҫеҫ кун ҫути курнӑ[12].
Александр Голованов чире пула 1975 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Мускаври Новодевичье ҫӑвинче пытарнӑ[9].
Ҫемье
Александр Голованов авланнӑ пулнӑ. Мӑшӑрӗ — Тамара Васильевна (Вологда кӗпӗрнинчи 1-мӗш гильди купса хӗрӗ). 1996 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Ачисем — Светлана (1934 ҫулта ҫуралнӑ), Тамара (1938 ҫулта ҫуралнӑ), Вероника (1943—2003), Ольга (1945 ҫулта ҫуралнӑ), Святослав (1947—1996)[9].
Хисепӗсем
- икӗ Ленин орденӗ (1940, 1949),
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1939, 1941, 1944),
- виҫӗ Суворов орденӗн 1-мӗш степенӗ (1943, 1945, 1945),
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1968),
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (1967),
- «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин партизанне» медалӗн I-мӗш степенӗ (1943),
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944),
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945),
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль (1945),
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (1945),
- «300 000 ҫухрӑм аварисӗр вӗҫнӗшӗн» паллӑ (1938),
- «500 000 ҫухрӑм аварисӗр вӗҫнӗшӗн» паллӑ (1939).[5][7]
Астӑвӑм
- Мускав облаҫӗнчи Дзержинский хулинчи 3-мӗш муниципаллӑ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан лицея А. Е. Голованов авиаци тӗп маршалӗ ятне панӑ.
- Мускаври нумай профильлӗ «Марьино» вӗренӳ лицейӗ Александр Голованов ячӗпе хисепленет.
- Иркутскри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 43-мӗш шкула Александр Голованов ятне панӑ.
- Федерацин Иркутскри транспорт сферинче пӑхса тӑракан службин патшалӑх авиаци надзорӗн Тухӑҫ-Ҫӗпӗр управленийӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- «Александр Голованов» Ту-160 стратегиллӗ ракетоносеца авиаци тӗп маршалне чысласа ят панӑ.
- Александр Голованова чысласа Мускаври, Чулхулари тата ытти хуласенчи урамсене ун ятне панӑ.
- 2022 ҫулта Чулхулари Ошарск урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, унта ӗлӗк Голованов вӗреннӗ шкул пулнӑ[13][14][15][9].
Ӑнлантарусем
- ^ Голованов Александр Евгеньевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2, 3 Маршал Победы Александр Голованов. Парламентская газета (7 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Чуев Ф. И. Несписочный маршал // Солдаты империи: Беседы. Воспоминания. Документы. — Ковчег, 1998. — 222 с.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Шендриков Е. А. Главный маршал авиации А. Е. Голованов: штрихи к портрету — № 5, март 2018 — С. 190. // Воздушно-космические силы // Теория и практика. — 2018. — № 5. — .
- ^ 1, 2, 3, 4 Голованов Александр Евгеньевич - главный маршал авиации СССР. Министерство обороны Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Елисеева М. А. Синусоида жизни маршала Голованова // Армейский сборник Министерства обороны Российской Федерации : журнал. — 2023. — № 6. — .
- ^ 1, 2, 3 Ушаков С. Ф. Главный маршал авиации А. Е. Голованов // К 80-летию со дня рождения. — Военно-исторический журнал, 1984. — С. 88—90.
- ^ 1, 2, 3 Решетников В. В. В. А. Голованов: лавры и тернии. — Церера, 1998. — С. 88. — ISBN 5-89710-004-7.
- ^ 1, 2, 3, 4 Николай Кустов. Александр Голованов: годы после войны. Байкальские вести (26 ҫурлан 2014). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Голованов А. Е. Дальняя бомбардировочная // Воспоминания Главного маршала авиации. — Центрполиграф, 2020. — (Наш XX век).
- ^ Приказ Народного комиссара обороны СССР № 0071 от 17 августа 1941 года «О результатах и недостатках в организации налета 81-й авиадивизии на район Берлина». Русский архив. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Семен Экштут. Синусоида маршала Голованова Взлет и падение сталинского любимца. Российская газета (13 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Главным маршалом авиации гордятся в Нижнем Новгороде. Победа РФ (26 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Школе №43 присвоено имя Главного маршала авиации Александра Голованова. Администрация города Иркутска (12 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ «Александр Голованов» в небе Подмосковья. Агентство Новостей Подмосковья (12 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
Вуламалли
- Голованов А. Е. Дальняя бомбардировочная… Воспоминания Главного маршала авиации 1941—1945. — Центрполиграф, 2007. — ISBN 978-5-9524-3033-4.
- Идашкин Ю. В. Небо его мечты : О главном маршале авиации А. Е. Голованове. — Политиздат, 1986. — 122 с. — (Герои Советской Родины).
- Великая Отечественная. Командармы. Военный биографический словарь / под ред. М. Г. Вожакина. — Кучково поле, 2005. — 408 с.