Горбунов Алексей Александрович
Горбунов Алексей Александрович (ҫур. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Куславкка) — Раҫҫей аниматорӗ тата режиссёр-мультипликаторӗ, «Смешарики» франшиза режиссёрӗсенчен пӗри, «Три кота», «Приключения Лунтика и его друзей» тата ытти паллӑ мультсериалсене кӑларма хутшӑннӑ. Смешариксемпе усӑ курса хатӗрленӗ «Пин-Код» ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх проекчӗн ертсе пыракан режиссёрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Куславкка хулинче ҫуралнӑ.
Шупашкар ӳнер училищинче пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӳнерҫӗ-постановщик, декоратор тата бутафор пулса ӗҫленӗ.
1985—1987 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, демобилизациленсен Ленинграда пурӑнма куҫнӑ. Штиглиц ячӗллӗ Санкт-Петербург патшалӑх ӳнер тата дизайн академинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн «Ажур» дизайн-студире ӗҫленӗ, ландшафт дизайн сферинче проектсем хатӗрленӗ.
1994 ҫулта «Animation Magica» компани ҫумӗнчи ӳнерҫӗ-аниматорсен курсне вӗренме кӗнӗ.
2003 ҫултанпа «Петербург» компанире ӗҫлет. «Смешарики» мультсериала хатӗрленӗ ҫӗре малтан ӳнерҫӗ-аниматор пек, 2005 ҫултанпа — режиссёр пек хутшӑнать.
Ытти студисемпе ҫыхӑну тытать, «Лунтик и его друзья», «Три кота», «Летающие звери»(выр.)чăв., «Приключения Пети и Волка»(выр.)чăв. паллӑ мультсериалсене кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[1][2].
Фильмографи
Серисен режиссёрӗ
- 2003—2012 — Смешарики
- 2006 ҫултан пуҫласа — Лунтик и его друзья
- 2006—2007 — Смешарики. Азбука безопасности
- 2008—2009 — Смешарики. Азбука здоровья
- 2009 — Смешарики. Азбука прав ребёнка
- 2009 — Смешарики. Азбука чтения
- 2010—2013 — Оазис Оскара
- 2011—2017, 2021 — Смешарики. ПИН-код
- 2012—2015 — Летающие звери
- 2014—2016 — Малыши и летающие звери
- 2015—2022 — Три кота
- 2018 ҫултан пуҫласа — Приключения Пети и Волка
- 2019 — Смешарики. Операция «Дед Мороз»
- 2020 ҫултан пуҫласа — Смешарики. Ҫӗнӗ сезон
- 2020 ҫултан пуҫласа — Оазис Оскара. Ҫӗнӗ сезон
Режиссёр-постановщик
- 2009 — Смешарики. ПИН-код (Спасение улетающих)
- 2011—2017, 2019 — Смешарики. ПИН-код
- 2018 — Смешарики. ПИН-код 2.0 (Ух ты, Лахта!)
- 2019—2020 — Смешарики. ПИН-код (Финансовая грамотность)
- 2021 — Моднюша
Сценарист
- 2011—2019 — Смешарики. ПИН-код
Сасӑлав актёрӗ
- 2017 — Смешарики. Дежавю — динозавр
- 2018 — Смешарики. ПИН-код 2. 0 (Ух ты, Лахта! ) — Ящер / Динозавр[3]
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ Алексей Горбунов. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Алексей Горбунов(паллӑ мар). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Форум фан-клуба "Мир Смешариков" • Просмотр темы - Беседа с Дмитрием Яковенко. smeshariki-mir.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Суздаль-2008. Итоги. suzdalfest.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Подведены итоги XIII открытого фестиваля анимационного кино в Суздале. animator.ru (3 пушӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Горбунов Алексей Александрович «Аниматор.ру» çинче
- Aleksey Gorbunov(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче