Гражданла авиаци ӗҫченӗн кунӗ
Гражданла авиаци ӗҫченӗн кунӗ (выр. День работника гражданской авиации) — Раҫҫейри гражданла авиаципе ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынсен професси уявӗ. Уяв вӑхӑчӗ Раҫҫейре гражданла сывлӑш флочӗ пуҫланса кайнӑ кунпа (1923 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ) тӳррӗн ҫыхӑннӑ[1].
Асӑннӑ професси уявне РФ Президенчӗн 2013 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнчи 98 №-лӗ хушӑвӗпе йӗркеленӗ[2][3].
Нарӑсӑн 9-мӗшӗне Раҫҫейри граждан авиацийӗнче ӗҫлекен мӗнпур ҫын — вӗҫӗкен экипаж шутне кӗреҫҫӗ-и, е авиаци ӗҫӗн ытти енӗпе тӑрмашаҫҫӗ-и — чаплӑ та савӑнӑҫлӑ кун пек палӑртаҫҫӗ[4].
2023 ҫулта гражданла авиаци ӗҫченӗн кунӗнче Раҫҫейӗн гражданла авиацийӗ 100 ҫул тултарнине чаплӑн уявланӑ[5].
Уяв историйӗ
Гражданла сывлӑш флочӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе 1923 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшне шутлама йышӑннӑ пулин те, пассажирсене сывлӑшпа патша вӑхӑтӗнчи Раҫҫейрех турттарнӑ. Раҫҫей Империйӗн историйӗнче пӗрремӗш хут пассажирсене сывлӑшпа турттарасси 1910 ҫулта иртнӗ[6].
Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӗҫленсен 1920-мӗш ҫулсенче пассажирсене турттаракан авиаци ҫӗнӗрен аталанма пуҫланӑ, ҫав шутра чикӗ урлӑ каҫакан рейссем ӗҫлеме пуҫланӑ, почта турттаракан рейссем уҫӑлма пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтри гражданла вӗҫевсен пысӑк пайне ятарласа хатӗрленӗ лайнерсем ҫинче мар, ҫак ӗҫе пурнӑҫлама улӑштарнӑ ҫар самолёчӗсемпе йӗркеленӗ пулнӑ[7].
СССРта тӑтӑш рейс йӗркелесе пӗрремӗш тӗнче шайӗнчи почтӑпа пассажирсене турттаракан авиалини Мускавпа Кёнигсберга ҫыхӑнтарнӑ, вӗрремеш вӗҫев 1922 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче пурнӑҫланнӑ. Кёнигсбергра самолётсене Европӑри чи ӗлӗкхи граждан аэропорчӗ — Девау йышӑннӑ, Мускавра ҫакӑн валли Ходынка уйӗнчи аэродром пулнӑ. Вӗҫевсене Дерулюфт компани пурнӑҫланӑ[8]..
Сывлӑш флочӗ ҫуралнӑ кун
Историре нарӑсӑн 9-мӗшӗ СССРта граждан авиацийӗ енӗпе ӗҫлекен Канаша туса хунӑ кун пек ҫырӑнса юлнӑ. Шӑпах ҫак кун 1923 ҫулта РСФСР Ӗҫпе Хӳтӗлев Канашӗ «Сывлӑш линийӗсен техника тӗрӗслевне сывлӑш флочӗн тӗп управленине хушасси тата Гражданла авиаци енӗпе ӗҫлекен канаша йӗркелесси ҫинчен» постановлени йышӑннӑ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗ Совет Союзӗн тата каярахпа Раҫҫейӗн граждан авиацийӗ ҫуралнӑ кунӗ шутланать. Гражданла авиацийӗнче ӗҫлекен ҫынсене халалланӑ уйрӑм уява Раҫҫей граждан сывлӑш флотне официаллӑ майпа йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ тӗле туса хунӑ[9].
Пӗрремӗш маршрут
Граждан авиацийӗ енӗпе ӗҫлекен канаша туса хунӑ хыҫҫӑн ҫынсене пӗрремӗш маршрутпа Мускавран Чулхулана турттарма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш вӗҫеве хушӑва алӑ пуснӑ нарӑс уйӑхӗнче мар, чылай каярах — утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йӗркеленӗ, шӑп ҫавӑн чухне Мускавпа Чулхулана ҫыхӑнтаракан тӑтӑш ӗҫлекен пӗрремӗш пассажир рейсӗ ӗҫлеме пуҫланӑ та. Ҫав вӑхӑтрах тапхӑрӑн-тапхӑрӑн кӑна вӗҫнӗ, маршрут авӑнӑн 22-мӗшӗччен ҫеҫ ӗҫленӗ — Чулхула ярмӑрккине (самолётсем тӗрӗссипе унта вӗҫнӗ те) хупиччен. Мускавран Ходынка уйӗнчи аэродромран вӗҫсе тухнӑ, Чулхулара вара самолёт ярмӑрккӑпа юнашар ятарласа пушатнӑ вырӑнта йӗркеленӗ площадкӑна анса ларнӑ[10].
Пурӗ 2,5–3 сехет хушши 250 метр ҫӳллӗшӗнче вӗҫнӗ, трасса тӑршшӗ 420 километр пулнӑ, хӑш-пӗр чухне 4 сехет таран вӗҫнӗ. Ҫак маршрутпа пӗрремӗш вӗҫеве «Добролёт» авиакомпанин пилочӗ Яков Моисеев пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗш рейсӑн пассажирӗсем «Добролёт» директорӗ-распорядителӗ Александр Краснощёков, «Добролёт» правлени членӗ Игнатий Дзевалтовский тата авиалини начальникӗ Аникин пулнӑ[11].
1932 ҫулта гражданла авиацийӗн ялавне ҫирӗплетнӗ, форма тумне тата пӗтӗм персоналӑн уйрӑмлӑхӗн паллисене йӗркеленӗ[12].
Пӗрремӗш пассажир рейсне йӗркеленӗренпе ҫӗр ҫулхи юбилей ҫулталӑкӗнче 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхулара Раҫҫейри гражданла авиацийӗ ҫӗр ҫул тултарнине тата Раҫҫейри (совет саманинчи) сывлӑш турттаракан компани официаллӑ пӗрремӗш пассажир вӗҫевне йӗркеленине халалланӑ авиашоу иртнӗ. Юбилейлӑ авиашоу ирттернӗ май Чулхулара «Русь» пилотаж ушкӑнӗ хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне аэропортра Валерий Чкалова тата Раҫҫей авиацийӗн кун-ҫулӗн пӗрремӗш вунӑҫуллӑхӗсене халалланӑ экспозицие кӑтартнӑ[13].
Аэрофлотпа ҫыхӑнни
Гражданла авиаци ӗҫченӗн кунӗ истори тӗлӗшӗнчен Аэрофлот кунӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, чылай вӑхӑт хушши вӑл уява СССР-та паллӑ тунӑ. Уява 1979 ҫулта йӗркеленӗ, ӑна нарӑсӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Хӑйӗн официаллӑ статусне уяв 1988 ҫулччен упранӑ, ун хыҫҫӑн уйрӑм хушу кӑларса ӑна Сывлӑш флочӗн кунӗпе пӗрлештернӗ, ҫапла май вӑл граждан авиацийӗн летчикӗсемшӗн те, ҫар летчикӗсемшӗн те пӗрлӗхи авиаци уявӗ пулса тӑнӑ[14].
Каллех уйрӑммӑн гражданла авиацире ӗҫлекенсем палӑртакан уяв пек 2013 ҫулта кӑна йӗркеленнӗ, ун чухне Раҫҫейре граждан авиацийӗ официаллӑ майпа ӗҫлеме пуҫланин 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ пулнӑ[2][3].
Хушма информаци
Ӑнлантарусем
- ^ 9 февраля в России отмечаются "День гражданской авиации" и "День Аэрофлота". aex.ru (9 нарӑсӑн 2017).
- ^ 1, 2 Указ Президента РФ № 98. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Собрание законодательства РФ, 2013, № 7, ст. 631.
- ^ 9 февраля 1923 года Совет Труда и Обороны принял постановление об организации Совета по гражданской авиации при Главвоздухфлоте. Аэропорт Мурманск (11 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Торжественный вечер по случаю 100-летия гражданской авиации России. kremlin.ru (9 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Василий Сычев. Включите сверхзвук Придут ли на смену Concorde и Ту-144 новые реактивные пассажирские самолеты. N+1 (24 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ День рождения гражданской авиации в России (9 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Открыта первая в России международная воздушная линия Москва - Кёнигсберг. Российское информационное агентство Рустим. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Светлана Заверняева. 9 февраля в России отмечают День гражданской авиации. Парламентская газета (9 нарӑсӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ «Добролёт» приземлился в Нижнем. "Крылья Родины". Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 99 лет назад был выполнен первый регулярный пассажирский рейс между Москвой и Нижним Новгородом. "Авиация России" (17 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ В России отмечается День работника гражданской авиации. AviaPages (9 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Мария Сорокина. Фигуры высшего пилотажа и дефиле стюардесс: Что увидят нижегородцы на авиашоу в Нижнем Новгороде (14 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 20 августа — День Воздушного флота России. Вольская жизнь (20 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023-30-08.