Григорьева Дарья Никитична

Дарья Никитична Григорьева (4.3.1913, Туктамăш, Кӑрмӑш уесӗ, Чĕмпĕр кĕперни, Раҫҫей империйӗ — 19.2.2001,Туктамăш ялĕ, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш Республики, РФ) — Свердловск облаçĕ, Шурă Çыр районĕ, «Храмцево» совхоз) — доярка, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).

Биографи

1913 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче ялти çĕр ĕçĕпе пурăнакан йышлă çемьере Чĕмпĕр кĕпӗрнин Кăрмăш уесĕнчи (халĕ — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ) Туктамăш ялĕнче çуралнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн, килте хуçалăха тытса пымалла пулнипе, шкула çӳреме пăрахнă.

1936 çулта упăшкипе пĕрле Свердловск облаçне куçса кайнă, унта Шурă Çыр районĕнчи «Храмцево» колхозра поварта ĕçленĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхăрĕнче трактор çине ларнă. Вăрçă вĕçленсен ĕне фермине ĕçе куçнă. 1960 çулта кашни ĕнерен 5 пин литр сĕт суса илнĕ. Çак фермăра ĕçленĕ тапхăрта пĕр миллион çурă литр сĕт суса илнĕ. Ял хуçалăхĕнче питĕ лайăх ĕçленĕшĕн 1966 çулта хастар хĕрарăма Социализмла Ĕç Паттăрĕ хисеплӗ ят панӑ.

Темиçе хутчен Пĕтĕм Союзри куравсене хутшăннă.

1992 çулта тăван яла таврăннă та 2001 çулта виличченех пурăннă.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Хӗрлӗ Чутай ялĕнче Çĕнтерӳ лапамĕнче Дарья Григорьевăна асăнса мемориал хăмине вырнаçтарнă[1].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем