Григорьев Захар Иванович
Захар Иванович Григорьев (1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Йĕкенпуç, Ишимбай районĕ, Пушкăрт АССР, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей балетмейстерӗ, хореограф, доцент, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ӗҫченӗ (1973), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ӗҫченӗ (1979)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Пушкăрт АССРӗн Ишимбай районӗнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Салават индустри техникумне(выр.)чăв. (1962) тата Ленинградри культура аслă профсоюз шкулне(выр.)чăв. (1966) вӗренсе пӗтернӗ[1].
Пултарулăх ĕçĕсем
1967 çултанпа Шупашкарта ӗҫлесе пурӑннӑ: Шупашкар электроаппаратура завочӗн Культура керменĕн илемлĕх ертÿçи (1967—1968), хула администрацийӗ çумӗнчи «Нарспи» ташăпа юрă халăх ансамблӗн ертÿçи (1968—1993), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин пуçлăхĕ (1993—2003), доцент[2].
«Нарспи» ансамбльпе Ирландире, Венгрире, Чехословакире гастрольсенче пулнă.
Аллă ытла хореографилле композици лартнă, вăл шутра чăваш бал ташшисем те.
Ҫемье
- Пӗрремӗш арӑмӗ — Антонина Евсеевна Григорьева (Малина), Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[3].
- Ывӑлӗ — Александр Захарович Григорьев.
- Мӑнукӗ — Антонина Григорьева.
- Ывӑлӗ — Александр Захарович Григорьев.
- Иккӗмӗш арӑмӗ — Ирина Михайловна Григорьева (Борисова), чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.
- Ывӑлӗ — Валериан Захарович Григорьев.
- Ывӑлӗ — Константин Захарович Григорьев.
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Ю. А. Илюхин. Григорьев Захар Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Григорьев, Захар Иванович (балетмейстер; 20.02.1936-27.05.2013) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Галина Балахничева. Танец как призвание (выр.). Лента новостей Чувашии (17 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Уткин, Г. Йĕкенпуç йĕкĕчĕ / Г. Уткин // Çамрăксен хаçачĕ. — 2006. — 10 пуш. — С. 10.
- Уткин, Г. Йĕкенпуç йĕкĕчĕ / Г. Уткин // Урал сасси. — 2006. — 16 пуш.
- Григорьев Захар Иванович // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 80.
- Григорьев, З. И. Танец — это жизнь / З. И. Григорьев; записала С. Гордеева // Совет. Чувашия. — 1996. — 16 марта.
- Илюхин, Ю. А. Григорьев Захар Иванович / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 133.
- Илюхин, Ю. А. Григорьев Захар Иванович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 461—462.
- Танец был его жизнью и музой… : светлой памяти Захара Ивановича Григорьева : [некролог] // Ульяновец. — 2013. — 30 мая. — С. 4 : фот.
- Чекушкин, В. Академик народного танца / В. Чекушкин // Ульяновец. — 1996. — 20 февр.