Шупашкар электроаппаратура завочӗ
«Шупашкар электроаппаратура завочӗ» акционерсен обществи (выр. Акционерное общество «Чебоксарский электроаппаратурный завод») — Шупашкар хулинчи савут, Раҫҫейри чи ватӑ та чи пысӑк электротехника предприятийӗсенчен пӗри.
«ЧЭАЗ» АО Чӑваш Республикинчи чи пысӑк та ҫирӗп ӗҫлекен предприятисенчен пӗри шутланать, Чӑваш Республикин электротехника кластерне кӗрет. «ЧЭАЗ» АО Раҫҫей, ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсен промышленноҫӗпе энергетикине электрооборудованипе тивӗҫтерес енӗпе комплекслӑ задачӑсене тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать. Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫ министерствин приказӗпе промышленноҫ тата суту-илӳ отраслӗсене пысӑк витӗм кӳрекен организацисен списокне кӗртнӗ.
«ЧЭАЗ» АО ют ҫӗршыв электротехника оборудованине улӑштарас енӗпе федераци программисене хастар хутшӑнать тата предприятире импорта улӑштарас мероприятисене ӗҫе кӗртессишӗн тӑрӑшать.
Продукцийӗ
«ЧЭАЗ» АО нефть-газ, металлурги тата станок тӑвакан, хими тата машиностроени отраслӗсем; транспорт, ӑшӑпа электроэнергетика объекчӗсем; строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата ытти отрасль валли электротехника продукцийӗ туса кӑларать. «ЧЭАЗ» АО продукцийӗ электротехника рынокӗнче кирлӗ, ӑна тӗнчери 70 ытла ҫӗршыври тӗрлӗ объектсенче тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗсенчи энерготытӑмӗсенче усӑ куракан реле тата урӑх йышши хатӗрсен 90% ытла шӑпах ҫак заводра туса кӑларнӑ.
Продукцин тӗп тӗсӗсем
- Комплектлӑ трансформатор подстанцийӗсем[1];
- Блок-модуль ҫурчӗсем;
- Комплектлӑ пайлав хатӗрӗсем;
- Пӗчӗк вольтлӑ комплектлӑ хатӗрсем;
- Реле хӳтӗлевӗн тата автоматика хатӗрӗсем;
- Реле хӳтӗлевӗпе автоматика системисем;
- Пӗчӗк вольтлӑ управлени аппаратури;
- Пысӑк шанчӑклӑх изделисем;
- НКУ тата КРУ валли комплектующисем;
- Электропривод тата энергие перекетлекен оборудовани;
- Сирпӗнесрен сыхлакан электрооборудовани;
- Автоматизаци тата Цифра подстанцийӗсем;
- Халӑх усӑ куракан таварсем.
Историйӗ
Завода Шупашкарта 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Харьковри Сталин ячӗллӗ электромеханика тата Ленинградри «Электрик» завочӗсен эвакуациленӗ цехӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ.
Станоксене таса уйра, хула хӗрринче, пушатнӑ, ун чухне хула хальхи тӗп универмаг вырӑнӗнче вӗҫленнӗ. Раштавӑн 8-мӗшӗнчех вара завод танксемпе самолётсем валли пӗрремӗш изделисем, ятарлӑ тинӗс аппаратури, реле хатӗрлесе кӑларнӑ.
1944 ҫулта правительствӑн авиаципе танк промышленноҫне аппаратурӑпа тивӗҫтерес заданине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн завода Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ[2].
50-мӗш ҫулсен вӗҫнелле завод СССРта реле хӳтӗлекен хатӗрӗсене тӑвакан тӗп савут пулса тӑрать.
1961 ҫулта ЧЭАЗ никӗсӗ ҫинче электротехника ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне (ЧЭТНИИ) йӗркеленӗ, кайран ӑна ВНИИР (пӗтӗм Союзри релестроени ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ – Всесоюзный научно-исследовательский институт релестроения) ят панӑ.
1970-мӗш ҫулсенче завод Египетри Асуан ГЭСӗ валли реле хӳтӗлевӗн хатӗрӗсен комплектне ярса панӑ.
1971 ҫулта завода Октябрь Революцийӗн орденӗпе чысланӑ. 1971 ҫулхи раштав 10-мӗшӗнче Шупашкарти электроаппарат завочӗн ӗҫ мухтавӗн музейӗ уҫӑлнӑ — вӑл Чӑваш АССРӗнче пӗрремӗш ун пек музей пулнӑ.
1970—1990 ҫулсенче ЧЭАЗ СССРта йӗркелесе тӑракан электроприводсем, станоксем тума пӗчӗк вольтлӑ комплектлӑ хатӗрсем, реле хӳтӗлевӗн тата аварие хирӗҫ автоматика хатӗрӗсем, йывӑр ӗҫ режимӗсем валли пӗчӗк вольтлӑ аппаратура туса кӑларакан тӗп производство пулса тӑнӑ.
1990-мӗш ҫулсенче савут энергетикӑпа нефть-газ промышленноҫӗ валли пӗчӗк вольтлӑ комплектлӑ хатӗрсем кӑларма тӗллев тытнӑ.
2001 ҫулта завода ҫӗнӗ инвестор тата тӗп директор — Михаил Шурдов килнӗ[3].
2000-мӗш ҫулсенче савут электрооборудованин ҫӗнӗ тӗсӗсене шутласа кӑларнӑ, пысӑк вольтлӑ аппаратура кӑларма пуҫланӑ, «Юсифия» ТЭС (Иран) тата «Обра» ТЭС (Инди) валли электрооборудовани хатӗрленӗ.
2000—2012-мӗш ҫулсенче «ЧЭАЗ» АУО производстви пилӗк хут ӳснӗ[4].
2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен — акционерсен хупӑ обществи.
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — акционерсен обществи.
2023 ҫулта «ЧЭАЗ» АО «РУСЭЛ» электротехника холдингӗн йышне кӗнӗ[5].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Тӗп ӗҫ-хӗл ҫулӗсем:
- Энергетика тата промышленноҫ объекчӗсен электроснабжени тытӑмӗсене проектлани;
- 0,4-220 кВ электротехника оборудовани, ҫак шутра реле хӳтӗлев аппаратурине, пӗчӗк вольтлӑ тата пысӑк вольтлӑ аппаратура, пӗчӗк вольтлӑ комплектлӑ хатӗрсем, электроприводсем, 6-10 кВ комплектлӑ пайлав хатӗрсем, 220 кВ уҫӑ пайлав хатӗрсем туса кӑларасси;
- Лартнӑ электрооборудование монтаж тӑвасси, хута ярасси, гарантипе тата сервиспа тивӗҫтерес енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем кӳресси;
- Энергообъектсем тӑвас енӗпе генподряд ӗҫӗсене пурнӑҫлани;
- ӑслӑлӑхпа тӗпчев ирттересси.
«ЧЭАЗ» АО-ра ӗҫлекен пахалӑх менеджмент системи ISO 9001:2008 тӗнче стандартне тивӗҫтерет. «ЧЭАЗ» акционерсен обществин «Транснефть», «Роснефть», «Газпром», «Росэнергоатом», «ФСК ЕЭС» тата ытти компанисенче аккредитаци пур.
Савута заказ паракансем энергетика комплексӗн, нефтьпе газ кӑларакан, хими тата нефть тирпейлекен отрасльсен малта пыракан предприятийӗсем, металлурги промышленноҫӗн предприятийӗсем, РЖД подразделенийӗсем шутланаҫҫӗ, АЭС тата Раҫҫей атом энергетикин ытти объекчӗсене оборудовани парса проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫывӑхри тата аякри ют ҫӗршывсене оборудовани кӳреҫҫӗ.
ЧЭАЗ пурнӑҫа кӗртме хутшӑннӑ пысӑк проектсем хушшинче:
- 2014 Ҫулта Сочире иртнӗ XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенчи объектсене электроснабжени комплексӗ — пӗтӗм Сочири энергетика ункин резервлӑ питани ҫӑлкуҫне тата хӑват резервне тума оборудовани парса хута янӑ;
- ЧЭАЗӑн пайлакан хатӗрӗсем, привод техники, микропроцессор хӳтӗлевӗ «Арктика», «Ҫӗпӗр», «Урал» пӑрҫӗмренсенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех «Якути» пӑрҫӗмрен ҫинче тата анчах тӑвӑнакан «Чукотка» пӑрҫӗмрен, урӑхла каласан, хальхи 22220 проектри мӗн пур пӑрҫӗмрен ҫинче ӗҫлеҫҫӗ;
- «ЧЭАЗ» АО Симферопольти (Крым Республики) ҫӗнӗ «Волна» аэропорт ҫуртне хӑйне евӗрлӗ автоматизациленӗ управлени системин проектне хатӗрлесе пурнӑҫа кӗртнӗ. Асӑннӑ тытӑм вентиляципе кондиционер, ӑшӑпа тата вӗри шывпа тивӗҫтерессине, хуҫалӑхра усӑ курмалли тата ӗҫмелли шывпа канализацие, электроснабженипе электроҫутӑма, вертикаллӑ транспорта (лифтсемпе эскалаторсене), пушара хирӗҫле тытӑма автоматла тата алӑпа тытса пыма май парать;
- ЧЭАЗ Сахалинӑн пысӑк энергопроектне пурнӑҫа кӗртме хутшӑннӑ. 25 МВА подстанци, ҫавӑн пекех «Уюн парк» микрорайонти 6 кВ чакаракан 12 трансформатор подстанцийӗ Кӑнтӑр Сахалинскӑн ҫурҫӗр пайӗнчи 15 пине яхӑн ҫынна тата социаллӑ объектсене ҫутӑпа тивӗҫтерет;
- 2023 ҫулта «Ермак» опытлӑ электровоза ЧЭАЗ туса кӑларнӑ релепе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерсе сӑнава пӗтернӗ. «Ермак» йышши мӗнпур электровозсене тунӑ чухне ҫак релесене усӑ курма йышӑннӑ;
- ЧЭАЗ Ковыктин газоконденсат вырӑнӗ валли ЗРУ-10 кВ оборудовани хатӗрленӗ. Строительство объекчӗ кӑткӑс климат условийӗсенче вырнаҫнӑ — абсолютлӑ чи пӗчӗк температура — 55,4 градус сивӗ, чи пысӑкки — 38,5 градус ӑшӑ. Тӑрӑх сейсмологи тӗлӗшӗнчен те хастар — 7 балл. Унсӑр пуҫне объект тинӗс шайӗнчен 1050 м ҫӳллӗшӗнче. Хупӑ распредустройствӑра КРУ-10 кВ ячейкин ҫӗнӗ КРУ ЧЭАЗ-90/10 тӗсӗпе усӑ курнӑ.
- ЧЭАЗ 2020 ҫултанпа Бангладеш Республикинчи пӗрремӗш атом электростанцине тунӑ ҫӗре, ҫавӑн пекех «Росатомӑн» ытти проектне хутшӑнать.
Ăнлантарусем
- ^ Комплектлӑ трансформатор подстанцийӗсем (КТП)ЧЭАЗ
- ^ Республика пулӑмсемпе сӑнӗсем(рус.).sovch.chuvashia.com. Дата обращения: 8 августа 2025
- ^ Ӗҫӗпе ӑна палласа илӗҫ…(рус.). sovch.chuvashia.com. Дата обращения: 8 августа 2025.
- ^ "ЧЭАЗ" - Раҫҫей историйӗ 75 ҫул - Манӑн Импери — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш ӗҫлӗ журналӗ, бизнес пирки авторитетлӑ!
- ^ ЧЭАЗ "РУСЭЛ"электротехника холдингӗн йышне кӗнӗ.
Каçăсем
- Официаллǎ сайчӗ
- Харитонова В.Г. — Савут ҫинчен статья/Чӑваш энциклопедийӗ, 2009