Досталь Николай Николаевич
Досталь Николай Николаевич (1946 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Мускав — 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ) — совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫей режиссёрӗ, сценарисчӗ тата кино актёрӗ.
1997 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ, 2008 ҫулта — Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ ята.
Николай Досталь режиссёр пек хатӗрленӗ чи паллӑ ӗҫсем — темиҫе Раҫҫей тата ют ҫӗршыв премине тивӗҫнӗ «Пӗлӗт-ҫӑтмах» (1990) фильм, «Коля — Перекати поле» (2005), «Монах тата бес» (2016).
Кун-ҫулӗ
1946 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Мускавра, Николай Владимирович Досталь кинорежиссёрпа (1909–1959) Ашхабадри бахаисен пӗрлӗхӗнчи виолончель калама вӗреннӗ Джахантаб Алина Сарафи перс майри (1918–1946) ҫемьинче ҫуралнӑ[1]. Амӑшӗ Николай 4 уйӑхра чухне шыҫӑ чирӗпе чирлесе вилнӗ. Малтанах Николайпа унӑн Владимир Досталь (каярахпа продюсер тата кинорежиссёр пулса тӑнӑскере) шӑллӗне Нина Владимировна ашшӗн йӑмӑкӗ пӑхса ӳстернӗ, 1958 ҫултанпа — Наталья Андросова (ҫуралнӑ чухне — Искандер княжна) амаҫури амӑшӗ. Вӑл I Николай мӑнукӗ шутланать, СССР тата СССР саланнӑ хыҫҫӑнхи Раҫҫейри Романов ҫемйинчен чӗрӗ юлнӑ юлашки ҫын. 1959 ҫулта ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн икӗ пӗртӑвана пӑхса ӳстерессине хӑйӗн ҫине «Мосфильм» ертӳлӗхӗ, унта Досталь-асли ӗҫленӗрен, илнӗ[2][3][4].
1970 ҫулта Николай Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1972 ҫулта сценаристсемпе режиссёрсен аслӑ курсӗнче (Георгий Данелия пултарулӑх лаҫҫи) пӗлӗвне ӳстернӗ[2].
1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Досталь «Мосфильм» киностудире режиссёр ассистенчӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, кайран унтах иккӗмӗш режиссёр пулса тӑнӑ, 1982 ҫултанпа — режиссёр-постановщик[5].
Актёр карьери
Досталӗн актёр карьери 1964 ҫулта пуҫланнӑ, ун чухне вӑл Борис Балтерӑн «Ачасем, сывӑ юлӑр» повеҫӗпе лартнӑ Михаил Калик режиссёр фильмӗнче Саша Кригер сӑнарне вылянӑ[6].
1967 ҫулта вӑл Алексей Сахаровпа Александр Светлов Борис Житков калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Тинӗс калавӗсем» фильмра унччен тореадор ӗҫӗпе аппаланнӑ Хозе-Мария Дамец испан сӑнарне вылянӑ[7].
1970 ҫулта вӑл вылянӑ Фёдор Филипповӑн «Расплата» драми тухнӑ[8], ҫулталӑк иртсен Илья Ильфпа Евгений Петров хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ Виктор Титовӑн «Ильфпа Петров трамвайта пынӑ» камитӗнче вӑл Усышкина, цирк комиссин пайташне, вылянӑ[9]. 1972 ҫулта Досталь Алексей Сахаровӑн тепӗр фильмӗнче — «Хӑй вырӑнти ҫын» ятлинче — иккӗмӗш рольсенчен пӗрне вылянӑ[10][2].
Режиссёр ӗҫӗсем
1972 ҫулта Николай «Хӑрушӑ пӑрӑнчӑк» фильма хатӗрленӗ чухне иккӗмӗш режиссёр пулса тӑнӑ, кайран 1975 ҫулта ҫав шайрах вӑл «Пулма пултараймасть!» картинӑпа ӗҫленӗ[3].
Николай Досталь хӑй тӗллӗн режиссёр пек Владимир Солоухинӑн пӗрешкел ятлӑ калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Сивӗтет, юр ҫӑвӗ» (1981) кӗске метражлӑ ӗҫе хатӗрлесе палӑрнӑ[11][2].
Ҫакӑн хыҫҫӑн Досталь 15 илемлӗ фильм тата сериал ӳкернӗ[2]. 1985 ҫулта унӑн Анатолий Макаров повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Аккордеонлӑ ҫын» драми (тӗп рольсенче Валерий Золотухин, Ирина Алфёрова тата Евгений Евстигнеев) кун ҫути курнӑ. Унӑн малалли фильмӗсем: Михаил Рощин повеҫӗпе лартнӑ «Шурӑпа Просвирняк» (1987), «Манпа пӗтӗмпех йӗркеллӗ» (1989)[5][3].
Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче Николай Досталь режиссёр пек «Пӗлӗт-ҫӑтмах» (1990) трагикомеди тухнӑ хыҫҫӑн наци тата тӗнчери призсене тивӗҫсен пулса тӑнӑ. 2005 ҫулта режиссёр ҫав актёр йышӗпех малалли пайне ӳкернӗ, ӑна «Коля — Перекати поле» ят панӑ, вӑл «Европа чӳречи» кинофестивалӗн тӗп призне тивӗҫнӗ. Унӑн ытти паллӑ ӗҫӗсем: Фазиль Искандерӑн «О, Марат!» новелли тӑрӑх лартнӑ «Мӑн сексӑн пӗчӗк улӑпӗ» (1992) ирониллӗ триллерӗ, Михаил Кураевӑн повеҫӗпе лартнӑ «Петя Тӳпери патшалӑха ҫул тытать» (2009) драма. Ҫавӑн пекех Досталь халӑх кӑмӑллакан сериалсене ӳкернӗ, вӗсен шутне Виктор Пронинӑн «Банда» кӗнеке ярӑмӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Начальник гражданин» (2001), Эдуард Володарский романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине штрафланнӑ салтаксем хутшӑнни ҫинчен каласа паракан «Штрафбат» (2004), Варлам Шаламовӑн шӑпи пирки каласа паракан «Колыма калавӗсем» тӑрӑх хатӗрленӗ ҫирӗм сериллӗ «Ленин халалӗ» фильм (2007) кӗреҫҫӗ[2][1][5][4].
2011 ҫулта Досталь «Раскол» историллӗ телесериал ӳкернӗ, унта Раҫҫей патшалӑх историйӗн пӗр драмӑллӑ страницине — XVII ӗмӗрте вырӑс православи чиркӗвӗ пайланнине, тӗрӗсрех каласан, чиркӳ реформисен тапхӑрне, ӑна пула обществӑн икӗ пая пайланма тивнӗ вӑхӑта — ҫутатнӑ. Режиссёр ҫак ӗҫе влаҫпа чиркӳ тата влаҫпа халӑх хушшинчи хутшӑнусене ӳкернӗ фильм пек хакланӑ. Ку фильмра вӑл продюсер пек те палӑрнӑ. Николай Досталӗн юлашки режиссёр ӗҫӗ — 2016 ҫулта тухнӑ фантастикӑлла истори шайӗнчи «Монах тата бес» фильм пулса тӑнӑ — унта Иван Семёнович монах Легион ятлӑ усалпа кӗрешет (тӗрӗссипе, ку ӗҫ — илӗртмӗшсемпе кӗрешни ҫинчен)[2][1][12]. 2016 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ӑна Пӗтӗм тӗнчери 38-мӗш Мускав кинофестивалӗнче кӑтартнӑ. Куракансем актёрсем питӗ лайӑх суйласа илнине, ҫавӑн пекех фильм «тӗп вырӑна вырӑс халӑхӗн хаклӑхӗсен системине лартнине, вӗсене вӑл питӗ хисепленине, позитивлӑ, тӑрӑхласа, ҫивӗччӗн кӑтартнине» палӑртнӑ[13][5][4].
1999 ҫулта экрансем ҫине Досталь хатӗрленӗ «Раҫҫей. XX ӗмӗр. Влаҫ сӑнӗ» нумай сериллӗ документлӑ сериал тухнӑ, режиссёр унта СССР мӗншӗн йӗркеленнипе мӗнле сӑлтава пула арканни пирки шухӑшланӑ[14][1].
Сценарисем
Хӑйӗн фильмӗсен пӗр пайне Николай Досталь хӑйӗн сценарийӗсемпе ӳкернӗ: «Шурӑпа Просвирняк», «Мӑн сексӑн пӗчӗк улӑпӗ», «Полицейскийсемпе вӑрӑсем», «Манпа пӗтӗмпех йӗркеллӗ», «Коля — Перекати поле» тата «Раскол» сериал. Унсӑр пуҫне вӑл 2006 ҫулта тухнӑ Михаил Козаковӑн «Усал илемӗ» сериал сценарисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[5].
Профессиллӗ организацисенче тӑни
Николай Николаевич Досталь РФ кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗн, Раҫҫейӗн кинематографи ӳнерӗпе ӑслӑлӑхӗсен наци академийӗн, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн кинематографи ӳнерӗн академийӗн пайташӗ пулнӑ[2].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Вӑл тумсемпе ӗҫлекен Евгения художника качча илнӗ. Мӑшӑрӑн икӗ ывӑл пулнӑ, Евгений тата Александр, вӗсем те хӑйсен пурнӑҫне кинематографпа ҫыхӑнтарнӑ[3][15].
Фильмографи
Режиссёр
|
Сценарҫӑ
Актёр
Иккӗмӗш режиссёр
|
Хисепӗсем, ҫитӗнӗвӗсем
- 1991 — «Кинотавр». «Пурин те валли татат суйласа илнисем валли кӑна хатӗрленӗ фильсем хушшинчи чикке аркатнӑшӑн» приз — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[23];
- 1991 — Локарнӑри кинофестиваль. Кӗмӗл леопард призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[2][23];
- 1991 — Локарнӑри кинофестиваль. Экументлӑ жюри призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[24];
- 1991 — Локарнӑри кинофестиваль. ФИПРЕССИ (Кинопрессӑн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ) призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[24];
- 1991 — Локарнӑри кинофестиваль. C.I.C.A.E. (Кино ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗ) призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[24];
- 1991 — Европа киновӗн Тӗнче шайӗнчи иккӗмӗш кинофестивалӗ (Франци, Ля Боль хули) Гран при — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[23];
- 1992 — «Ылтӑн овен» Раҫҫей кинопрессин «Ҫулталӑк палӑрӑмӗ» призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»[24];
- 1997 — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[25];
- 2005 — «Телекураври илемлӗ сериал» номинацинчи «ТЭФИ» — «Штрафбатт»[26];
- 2005 — 25-мӗш «Виват кино России» (Санкт-Петербург) кинофестиваль. Чи лайӑх телекурав фильмӗ — «Штрафбат»[26];
- 2005 — чи лайӑх телесериалшӑн «Кинопа телекурав фестивалӗ 10» (Швейцари, Женева хули) — «Штрафбат»[26];
- 2005 — «Ю. Н. Озеров ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери ҫар киновӗн фестивалӗ» (Шупашкар) чи лайӑх телесериалшӑн «Ылтӑн хӗҫ» приз — «Штрафбат»[26];
- 2005 — Мускаври тӗнче шайӗнчи «Ҫак Ҫӗнтерӳ кунӗ» телевиденипе театр фестивалӗ. Чи лайӑх телесериал призӗ — «Штрафбат»[26];
- 2005 — «Ылтӑн ладья» — «Европа чӳречи» кинофестивальти чи лайӑх выляв фильмӗшӗн — «Коля — перекати поле»[24];
- 2005 — «Савӑн, Раҫҫей» кинофестиваль. Тӗп приз — «Коля — перекати поле»[24];
- 2007 — Мускав хулин премийӗ — 2007 ҫулта ӳнер ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн — «Коля — перекати поле»[5];
- 2007 — «Телекураври илемлӗ сериал» номинацири «ТЭФИ» — «Ленин халалӗ»[5];
- 2008 — Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ят[2][27];
- 2008 — «Ника» Академин Канашӗн ятарлӑ призӗ — «Телевидени кинематографӗн ӳнерӗнчи пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсемшӗн» — «Ленин халалӗ»[28];
- 2008 — Чи лайӑх телекурав сериалӗшӗн (10 сери ытла) «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми — «Ленин халалӗ»[2];
- 2009 — 31-мӗш Мускав тӗнче кинофестивалӗ. «Ылтӑн Сӑваплӑ Георгий» гран-при — «Петя Тӳпери патшалӑха ҫул тытать»[29];
- 2012 — «Ника» Академин Канашӗн ятарлӑ призӗ — «Телевидени кинематографӗн ӳнерӗнчи пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсемшӗн» — «Раскол» фильмшӑн[2];
- 2016 — 38-мӗш Мускав тӗнче кинофестивалӗ. Раҫҫей киноклубӗсен федерацин призӗ. Рейтинглӑ сасӑлав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Раҫҫейри программӑсен чи лайӑх фильмӗ — «Монах тата бес»[24];
- 2016 — «Вече» историллӗ киновӗн кинофестивалӗ (Аслӑ Новгород) гран-при — «Монах тата бес»[24];
- 2016 — 14-мӗш «Покров» (Киев хули) кинофестиваль. Гран-при — «Монах тата бес»[24];
- 2016 — Украина Православи Чиркӗвӗн Сӑваплӑ Николай Чудотворец орденӗ[5];
- 2017 — 25-мӗш «Виват кино России» (Санкт-Петербург) кинофестиваль. Режиссурӑшӑн тивӗҫекен приз — «Монах тата бес»[2];
- 2017 — Пӗтӗм тӗнчери 12-мӗш «Тӗлпулу» Сретени православлӑ кинофестиваль (Обнинск хули). Гран при — «Монах тата бес»[24].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Соболева А. Новый проект Досталя. Роскультура.ru (19 чӳкӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Федосеев Л. Биография Николая Досталя. ТАСС (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Николай Досталь. 24smi.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Николай Досталь: «Кино может изменить отношение человека к жизни». Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Биография Николая Досталя. РИА Новости (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ До свидания, мальчики (1964). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Морские рассказы (1967). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Расплата (1970). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Ехали в трамвае Ильф и Петров (1971). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Человек на своём месте (1972). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Ожидаются похолодание и снег (1981). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Довгер М. Николай Досталь: «Любовь сильнее бесов». kino-teatr.ru (11 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Бойцова А. Николай Досталь: «Проекты рождаются независимо от каких-то пожеланий». kino-teatr.ru (30 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Россия. ХХ век. Взгляд на власть (сериал 1999). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Николай Досталь: как сложилась жизнь знаменитого актёра и режиссёра. ren.tv (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Умер режиссёр Николай Досталь. Коммерсантъ (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Названа причина смерти режиссера Досталя. Известия (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Джей А. Что стало причиной смерти режиссера Николая Досталя? Аргументы и факты (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ В Москве простились с режиссёром Николаем Досталем. ntv.ru (22 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Досталь Николай Николаевич, 21.05.1946-18.01.2023. «Где дремлют мёртвые». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Острова Николай Досталь. YaomTV.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Nikolay Dostal(1946-2023). IMDb. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Умер Николай Досталь. Вот 6 главных фильмов и сериалов режиссера. С ними он вошел в историю российского кино. РБК (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Досталь Николай Николаевич. ФедералПресс. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента РФ от 02.08.1997 № 818. kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Победители «ТЭФИ-2005» — «Лица». ТЭФИ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента РФ от 17.11.2008 № 1614. kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Награды / Николай Досталь. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Ушел из жизни советский и российский кинорежиссер Николай Досталь. Мосфильм (19 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Николай Досталь: Шаламов велик и без лагеря // «Российская газета», 01.06.2007
- Мастер сочувствия. Умер Николай Досталь // «Коммерсантъ», 19.01.2023
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Досталь, Николай Николаевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |