Дуев Вениамин Николаевич
Дуев Вениамин Николаевич (1931 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Кунер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Первоуральск[d], Свердловск облаçĕ) — совет тапхӑрӗнчи инженер-металлург, РСФСР тава тивӗҫлӗ металлургӗ, РСФСР халӑх депутачӗ (1990—1993)[1].
Биографийӗ
1931 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ.
1955 ҫулта Урал патшалӑх политехника институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн Дуев распределенипе Первоуральскри ҫӗнӗ пӑрӑх заводӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта ӑна 1-мӗш цехӑн рейка станӗн уйрӑмӗн участок мастерӗн пулӑшаканне лартнӑ, унтан мастер, участок пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1958 ҫултанпа Дуев 7-мӗш цехра термопай пуҫлӑхӗнче, производство цехӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 1968 ҫулта Вениамин Дуев заводри ӗҫ тата производство управленийӗн ӑслӑлӑх организацийӗн уйрӑмне ертсе пынӑ.
1974 ҫулта 6-мӗш трубоволочильнӑй цехӗн пуҫлӑхне лартнӑ, 1977 ҫултанпа вара ҫӗнӗрен туса лартнӑ 9-мӗш цех ертӳҫи пулса тӑнӑ. 1978 ҫултан пуҫласа 1987 ҫулччен завод директорӗн коммерципе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
1987 ҫулта Первоуральскри ҫӗнӗ пӑрӑх завочӗн тӗп директорӗ пулса тӑнӑ. Ҫак постра Дуев ЭВМпа усӑ курса трубопрокат тата трубоволочильнӑй производствин автоматизациленӗ управлени системине йӗркелес ӗҫе ертсе пынӑ. Завода пӗтӗмпех хозрасчёт ҫине тата хӑйне хӑй укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси ҫине куҫарнӑ. Ӗҫ укҫи тӳлессин системине реформӑланӑ, ҫирӗп сыпӑнтарнӑ резьбаллӑ насус-компрессор пӑрӑхӗсене туса кӑлармалли пристрой туса 4-мӗш цеха реконструкциленӗ.
Ун вӑхӑтӗнче ют ҫӗршыв стандарчӗсемпе экспорт валли пӑрӑхсем туса кӑларасси чылай ӳснӗ. Итали фирмипе пӗрле пысӑк пахалӑхлӑ пӑрӑхсем туса кӑлармалли трубоэлектросварка цехӗ тунӑ, ҫавӑн пекех соцкультбыт объекчӗсене туса лартнӑ.
1990 ҫулта РСФСР Халӑх депутатне суйланнӑ. Раҫҫей парламентӗнче «Промышленноҫ союзӗ» фракци йышне кӗнӗ.
1996 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухсан та Вениамин Дуев хӗрӗх ҫул ытла ӗҫленӗ предприятирен уйрӑлман — стратеги управленийӗ тата завода аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашҫӑ-консультант пулса юлнӑ.
Ӑна Октябрь Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, «Хисеп палли», IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсемпе тата медальсемпе чысланӑ. «РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ металлургӗ» хисеплӗ ят панӑ.
2009 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче Первоуральск хулинче вилнӗ[2].
Наградӑсем
- Октябрь Революци орденӗ
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ
- «Хисеп Палли» орден
- 4 степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден
Ӑнлантарусем
- ^ Дуев Вениамин Николаевич. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Умер Вениамин Николаевич Дуев. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.