Егоров Валерий Петрович
'Егоров Валерий Петрович (1937 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Ҫӗньял-Покровски, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2003 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Йĕкĕр, Клевлĕ районĕ, Самар облаçĕ, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш литература критикĕ, публицист, вĕрентекен, Раççей Çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997)[1][2].
Пурнăҫĕ
1937 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шупашкар районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă[1][2].
1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пӗтернӗ[1][2]. Институт вĕçленĕ хыççăн Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Йĕкӗр ялĕнчи шкула ĕçлеме янă. Унта чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулса, вĕренӳ пайĕн заведующийĕ тата шкул директорĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ[1][2]. Шкулта ĕçленĕ çулсенче ялти тăван ен музейне йĕркелесе хунă, фольклор пухма тăрăшнă[1][2].
2003 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Йĕкӗр салинче вилнĕ[1][2].
Пултарулӑх ĕçĕсем
Чăваш литературипе фольклор тĕлĕшĕнчи тĕпчев ĕçĕсемпе паллă. Унăн статйисемпе тĕпчевĕсем республикăпа облаç хаçачĕсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ[2].
Г. Ф. Юмарт аса илнĕ тăрăх, çамрăк чухне виççĕн (вăл хăй, Виталий Юмарт тата Валерий Егоров) малашне «Юмарт» псевдонимпа çырма калаçса татăлнă пулнă. Чăн та, малтанхи иккĕшĕ çапла тунă, Валерий Егоров вӑл хушма ятпа пичетленмен.
Кĕнекисем
Вуламалли
- Симаков, В. Вăхăт ыйтнипе килĕшсе… // Симаков, В. Хальхи пурнăç ыйтнипе / В. Симаков. — Шупашкар, 2007. — С. 32–34.
- Егоров Валерий Петрович // Чувашские народные академики : биобиблиогр. справ. — Чебоксары, 2009. — Вып 2. — С. 56–58.
- Егоров Валерий Петрович // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 151.
- Станьял, В. П. Егоров Валерий Петрович / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А–Е. — С. 554.