Егоров Порфирий Егорович

Егоров Порфирий Егорович (1919, чӳк, 17, Пайсупин ялĕ, Комсомольски районӗ, Чăваш АССР — 1998, Вӑрнар пос., Вӑрнар районӗ, Чăваш Республики) — чăваш прозăçи.

1994 çулта Раççей Федерациĕн Çыравçăсен Пĕрлешĕвĕн пайташĕсен йышне илнĕ.

Пурнăçĕ

1919 çулхи чӳк уйăхĕн 17 Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралнă.

Канаш педучилищинче тата учительсен институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.

Вăрнар районĕнчи Упнер шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1998 çулта Вӑрнарта вилнĕ.

Ӗçĕсем

Пичетленсе тухнĕ кĕнекисем:

  • «Йĕр тăрах» (1965, 1980);
  • «Типмунча» (1977);
  • «Кучченеç» (1978, 1982);
  • «Çамрăк партизан» (1988);
  • «Сăхман çинчи саплăк» (1990);
  • «Автан çиетпер арăмпа»;
  • «Тупа».

Литература

  • Васильева В. Ентеш-ҫыравҫӑна сума суса / В. Васильева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 15 раштав.
  • Егоров П. Порфирий Егоров – 75 ҫулта / П. Егоров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1994. – 19 чӳк.
  • Ефимов Г. Вӑл ялти шкулта ӗҫленӗ / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 19 чӳк.
  • Ефимов Г. Пайсупинри ҫыравҫӑ / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 17 раштав.
  • Никитина А. Ентеш асрах / А. Никитина // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 26 чӳк.
  • Тусли Г. Сакӑрвуннӑ тултармаллаччӗ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1999. – 16 чӳк.
  • Егоров Порфирий Егорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 36.
  • Ялгир П. Егоров Порфирий Егорович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 34.